Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтан ҫиччӗлле явнӑ чӗн пушӑпа ҫӑмламасӑн сарлака ҫурӑмӗ тӑрӑх пӗррех туртса илтӗм те — кӑшт ҫеҫ ҫул айккине вӑркӑнса юлаттӑм…
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Мӑшӑрӑм ҫул ҫинче кама та пулин тӗл пулса сӑмах хускатсан Джек кӑштах айккине пӑрӑнса тӑратчӗ, вӗсем калаҫса пӗтерессе кӗтетчӗ.
Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur
Ку енчен те, леш енчен те ҫыран хӗррисене йывӑҫсем лартса ҫирӗплетер, пӗвен пӗр айккине, шыв тулса ларнӑ вӑхӑтсенче уҫса кӑларма, канав чавар.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
Вӗсене рабочи класӑн революцилле юхӑмӗнчен айккине тӑратса хӑварма юрамасть.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сахар тӑпрана кӗреҫепе чавса кӑларчӗ, аранах ун айӗнчи пысӑк чула ҫӗклесе айккине хучӗ, шӑтӑкалла ҫутатса пӑхрӗ те — унта пушӑ чӳлмек ҫеҫ ларать.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар кӗреҫине айккине тӑратса хучӗ, ҫӗре чӑмӑрӗпе тӗртсе пӑхрӗ — вӑл паштах анса кайрӗ те чул татӑкне перӗнчӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ун патне таҫтан хӗр ачасем чупса пычӗҫ, ун витрисенчи шыва ӑмӑртмалла сукмак айккине чашлаттарчӗҫ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хурансен айккине вӑрӑм сӗтелсем лартса тухнӑ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗрре пӑхсах паллӑ, хула икӗ пайран тӑрать: ҫӳлте, сӑрт ҫинче, пуҫлӑхсем, чаплӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, сӑрт айккине, аяла хура халӑх вырнаҫнӑ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ниҫта кайман чухне ашшӗ патне Сӗве айккине те анкаласа килчӗ йӗкӗт.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иван Григорьевич Выродков крепоҫре темӗн те пӗр тутарасшӑн иккен: йӗри-тавра хулӑн хӳмесем купалаттарасшӑн, хапхасем айккине ҫичӗ тӗле башньӑсем лартасшӑн, посадра икӗ мунча, гостинӑй ҫурт, тутарсем валли хӑна килӗ, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, тар хатӗрлеме селитра картишӗ тӑвасшӑн.
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫакӑ, — терӗ сотник тенкелпе ун айккине вырнаҫса.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӗлӗ пӗтсен, Веденский сӗтел хушшине ларчӗ, учительницӑпа пуп унӑн икӗ айккине вырнаҫрӗҫ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫуркунне пулсан, эпир выляма яланах шкул айккине ҫерем ҫине пухӑнаттӑмӑр.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Акӑ вӑл, пире хӑваласа пынӑ май, вӗҫерӗнсе кайса, кӑмака айккине ҫапӑнчӗ.
Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чиркӳ айккине вилесем тухса лараҫҫӗ тенине эпӗ те илтнӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кашни юнкун каҫ вилнисем туса пӗтереймен чиркӳ айккине тухса лараҫҫӗ, уйах ҫутинче шӑлӗсене йӗрсе, путӑк куҫӗсемпе пӑхкаласа такама шыраҫҫӗ, халь-халь ярса илес пек, шӑмӑллӑ аллисене кӑнтараҫҫӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Малтан ӗнерхи пек линейкӑпа йӗр тумалла, вара хӑман пӗр айккине ҫекӗл ҫырса тултармалла.
Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Малтан старшина, ярӑм пӳллӗ, ватах мар илемлӗ ҫын, ҫӑмӑллӑн сикрӗ, вара, тӑрантас айккине чалӑштарса, кӗске мӑйлӑ лутра тиек йӑраланса анчӗ.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ урама тухрӑм, хамӑрӑн пӳрт айккине лартӑм.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.