Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яра the word is in our database.
Яра (тĕпĕ: яра) more information about the word form can be found here.
Яра куна операцисем.

Целыми днями операции.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Кашни сунарҫӑ яра куна 5 кайӑк персе антарма пултарать.

Help to translate

Кайӑкҫӑсем, каяр сунара! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

10. Ӗнтӗ малтан пынисем: «эпир ытларах илӗпӗр-ха» тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ; 11. илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ: 12. «кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн» тенӗ.

10. Пришедшие же первыми думали, что они получат больше, но получили и они по динарию; 11. и, получив, стали роптать на хозяина дома 12. и говорили: эти последние работали один час, и ты сравнял их с нами, перенесшими тягость дня и зной.

Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ионафанпа унӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ пӗрремӗш хут тапӑннӑ хыҫҫӑн хирте ҫирӗм ҫынна яхӑн выртса юлнӑ, хирӗ вара икӗ вӑкӑр яра кун сухаласа пӑрахакан лаптӑкӑн ҫурри пысӑкӑш пулнӑ.

14. И пало от этого первого поражения, нанесенного Ионафаном и оруженосцем его, около двадцати человек, на половине поля, обрабатываемого парою волов в день.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ун тавра пухӑннисем те вырӑнта чӑтса тӑраймаҫҫӗ - ташша яра параҫҫӗ, такмакла-такмакла Ҫӑварни пикине мухтаҫҫӗ, ҫуркунне ҫитнишӗн савӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Яра кунах ӗҫлерӗҫ вӗсем садра.

Help to translate

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Яра кун ӗҫленӗ хыҫҫӑн янавара леҫмелеччӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ сӑпкара сиктермен // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/purnac-sapkara-si ... ermen.html

Хӑйӗн пурнӑҫӗн пӗтӗм савнӑҫне ҫак сӗрме купӑсра ҫеҫ тупнӑ старик, тек ман пурнӑҫ пӗтрӗ тесе, шутласа туса тӑмасть, таҫта хӗвне пытарнӑ ӗҫсе пӗтереймен пулӑштуха туртса кӑларать те яра парать управляющие пуҫӗнчен.

Help to translate

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Тепӗр тихапа ыттисенчен уйрӑлчӗҫ те хӳрисене тӑратса яра пачӗҫ ката еннелле.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Урӑх вырӑна каймалла пулсан, ҫунана трактортан ҫаклататӑн та яра пар.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

— Атя, яра пар!

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Яра пар.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Яра пар, Анни.

Help to translate

VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Куншӑн та яра куна тӑрӑшаҫҫӗ Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑхӑн механизаторӗсемпе шоферӗсем.

Help to translate

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Нумай ҫул ӳсекен курӑксен лаптӑкӗ сенажлӑх та, яра куна выльӑха ҫитермелӗх те пурри аван.

Help to translate

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Яра куна ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн пурте тутлӑ ыйха путнӑ, «хӗрлӗ автан» ҫеҫ тӗлӗрме шутламан.

Help to translate

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Машинӑна улттӑн-ҫиччӗн чыхӑнса, Ивановвкубе кӑтартса пыракан ҫулпа яра пачӗҫ.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пач кӗтмен чух, унччен ҫывӑрса кайнӑн йӑшӑлт та туманскер, упаленсе сиксе тӑрать те яра парать: тӑрӑст-тӑрӑст сикет, мӑкӑл-мӑкӑл тукалать.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ух, сана? — ниҫта кайса кӗреймен Тамара шӗвӗрккен пуҫне икӗ аллипе тытса хӑрах питӗнчен чӑпӑрт чуптурӗ те яра пачӗ малалла.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Урпа акас ӗҫ вӗҫленсе килетчӗ кӑна-ха, анӑҫри пур-ҫук пӗлӗтсем тымарланса та ӑмӑрланса кайрӗҫ, вара, Услантӑр мучине ытахальтен кӑна анаслаттарас мар тесе, юлашки хут ывӑҫласа сапнӑ урпа пӗрчисемпе пӗрлех ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсем пӑт-патлатма пуҫларӗҫ, унтан яра парать ташша тӳпе ырлӑхӗ — шӑпӑр-шӑпӑр, лӑс-лӑс…

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed