Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пуҫланнӑ (тĕпĕ: пуҫлан) more information about the word form can be found here.
Пирӗн калав пуҫланнӑ кун Елена кулленхинчен ытларах чӳрече умӗнче тӑрса ирттерчӗ.

В день, с которого начался наш рассказ, Елена дольше обыкновенного не отходила от окна.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев, Елена аллине тытса, унпа юнашар йывӑҫсем хушшипе утса кайрӗ, анчах пуҫланнӑ калаҫу, кансӗрленипе ҫийӗнчех татӑлнӑскер, ҫӗнӗрен пуҫланмарӗ.

Берсенев взял руку Елены и пошел за ней по саду, но начатый разговор, слишком рано прерванный, не возобновился.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тӗрӗссипе вӑл халь пачах урӑхла — пуҫланнӑ чухнехи пек мар.

Она была теперь, правда, и не такой, как прежде.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тен, мӗнпур фронтсенче пуҫланнӑ?

А может быть, и всех фронтов?

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫӗрчӗтренӳ пуҫланнӑ тейӗн.

Казалось, началось землетрясение.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмахран, миҫере пулнӑ тетӗн эс мана граждан вӑрҫи пуҫланнӑ ҫулхине?

Сколько мне было лет, когда гражданская началась?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун.

День войны.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫулталӑк каялла та, проекчӗ пирки шухӑшсем тин кӑна аталанма пуҫланнӑ вӑхӑтра, кайран та, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе унпа ӗҫлесе ларнӑ чухне те, ҫаплах калатчӗ вӑл.

Доказывала и год назад, когда проект только задумывался, и позже, когда сидела над ним ночами дома.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра 14-15 ҫулсенче пулнӑ хальхи ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен каласа парать.

Роман Сергея Баруздина «Повторение пройденного» рассказывает о родителях современной молодежи, которым было 14-15 лет, когда началась Великая Отечественная война.

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с. — 4 с.

— Вӑл 1860 ҫулта, Ика-на-Маорин кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗсен тӑрӑхӗнче, Таранаки провинцинче пуҫланнӑ.

— Оно произошло в 1860 году, в провинции Таранаки, на юго-западном побережье Ика-на-Маори.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вара ҫав хирӗҫӳ хӑҫан пуҫланнӑ? — тесе ыйтрӗ Гленарван.

— И это столкновение произошло? — спросил Гленарван.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юлашки вара 1863 ҫулӑн вӗҫӗнче пуҫланнӑ.

Последнее же началось в конце 1863 года.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Вӑрҫи хӑҫан пуҫланнӑ? — тесе ыйтрӗ Мэри.

— Когда началась эта война? — спросила Мэри.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ирпе прилив пуҫланнӑ чух ҫил каллех ҫыран хӗрринелле вӗрме пуҫларӗ.

На рассвете, с началом прилива, ветер снова подул к берегу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Часах ҫав дикарьсемпе пӗр йӑхри ҫынсем, вӗсен калавӗсемпе асса кайса, Кук карапӗ ҫине хӑйсемех пыма пуҫланӑ, вара вӗсен ылмашлӑ суту-илӳ пуҫланнӑ.

Вскоре многие соплеменники этих дикарей, соблазнённые их рассказами, добровольно явились на корабль Кука и повели с ним меновую торговлю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗнле ырӑ кӑна пуҫланнӑ ҫулҫӳрев ҫапла вӗҫленчӗ.

Так закончился начавшийся при столь благоприятных условиях переход.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӑшал пенисем, ӗҫ пуҫланнӑ евӗрлех, сасартӑк пӗтсе ларчӗҫ.

Стрельба прекратилась так же внезапно, как и началась.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аван пуҫланнӑ кун аванах вӗҫленессӗн туйӑнать.

Удачно начавшийся день обещал так же удачно кончиться.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Аделаиде ҫыранӗсем сарӑлса кайнӑ, хӗррисемпе шурлӑхлӑ вырӑнсем пуҫланнӑ.

Русло Аделаиды расширялось, берега её стали болотистыми.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн вилес умӗнхи асапсем пуҫланнӑ, вара, тепӗр кун иртсе сакӑр сехет ҫитсен, вӑл вилнӗ.

У него началась агония, и назавтра в восемь часов утра он умер.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed