Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ ӗҫлемен пенсионерсене пенси ҫумне 1082 тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ.
Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Арҫынсен асӑннӑ ята илес тесен Чӑваш Енре 21 ҫул та 3 уйӑх ӗҫлемелле, пӗтӗмӗшле стаж вара 42 ҫул та 6 уйӑх пулмалла.
Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Ҫак ята илес тесен республикӑра мӗн чухлӗ ӗҫлемелле?
Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Кӑҫал «Ӗҫ ветеранӗ» ята хальлӗхе 23 ҫын илнӗ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Тӑвай районӗнче «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнисем пурӗ 1706 ҫын.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра «Ӗҫ ветеранӗ» ята 651 ҫын, «ЧР ӗҫ ветеранӗ» ята 1206 ҫын илнӗ, ҫак хисеплӗ ята вӗсем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн йышӑнӑвӗпе тивӗҫнӗ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Иван Петрович Архипов кӑҫалхи апрелӗн пӗрремӗшӗ тӗлне республикӑра 219,6 пин вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ пурӑннине, ҫав шутран 188,2 пин ӗҫ ветеранӗ тата ЧР ӗҫ ветеранӗ (вӗсенчен 46,7 пин ЧР ӗҫ ветеранӗ ҫак хисеплӗ ята хӗрарӑмсем _ 37,5 ҫул, арҫынсем 42,5 ҫул ӗҫ стажӗсемпе тивӗҫнӗ) пулнине палӑртнӑ.
Ҫурхи пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе // А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
«Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче гараж заведующийӗнче вӑй хуракан, пархатарлӑ ӗҫӗшӗн нумай ят-сума, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫлӗ пулнӑ мӑшӑрӗ, Геннадий Николаевич унӑн ҫӑмӑл мар ӗҫне никамран лайӑх ӑнланать.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Никам та хӑй ирӗкӗпе ҫак чыслӑ ята илме пултараймасть, Аарона суйланӑ пек, Турӑ суйласа илнӗскерӗ ҫеҫ аслӑ священник пулма пултарать.4. И никто сам собою не приемлет этой чести, но призываемый Богом, как и Аарон.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эпӗ хама пур тӗлӗшпе те ырра тухнӑ ҫын вырӑнне хумастӑп, хам ку таранччен ырӑ тунине манса, аванран аван пулма васкатӑп, 14. ҫитес ҫӗре ҫитесшӗн, Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑшатӑп.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ, Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӗрмере ларакан ҫын, сире ӳкӗтлетӗп: эсир хӑвӑра чӗнсе илсе панӑ ята юрӑхлӑ пурӑнӑр: 2-3. кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвӑра панӑ ырӑ ята вӗсемех хурламаҫҫӗ-и?
Иак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Пинпӳ каланӑ: эпӗ вӑл ята пысӑк укҫа парса илтӗм, тенӗ.28. Тысяченачальник отвечал: я за большие деньги приобрел это гражданство.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӑна илтекенсем пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ: ҫак ята асӑнакансене Иерусалимра хӗсӗрлекенӗ шӑпах ҫакӑ мар-и-ха? кунта та вӑл вӗсене тыта-тыта ҫыхса аслӑ священниксем патне илсе каясшӑн килменччӗ-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хӑвах куратӑн-ҫке: пирӗн сӑваплӑ вырӑна тустарса хӑварнӑ, парне кӳмелли вырӑна ишсе антарнӑ, пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатса тӑкнӑ, 22. пирӗн арфа хисепрен тухса ӳкнӗ, юррӑмӑрсем шӑпланнӑ, савӑнӑҫӑмӑр ҫухалнӑ, пирӗн ҫутаткӑҫӑн ҫути сӳннӗ, пирӗн саккун арчине ҫаратса кайнӑ, пирӗн сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗре ирсӗрленӗ, пире хунӑ ята мӑшкӑл кӑтартас патнех ҫитнӗ, пирӗн пуҫлӑхсем намӑс курнӑ, пирӗн священниксене вӗлернӗ, левитсене тыткӑна илсе кайнӑ, пирӗн хӗрсене ирсӗрленӗ, пирӗн арӑмсене пусмӑрланӑ, пирӗн тӳрӗ ҫынсене илсе кайнӑ, пӗчӗк ачасене кӑларса ывӑтнӑ, пирӗн ҫамрӑксем — чуралӑхра, патвар ҫыннӑмӑрсем хавшакланчӗҫ; 23. чи йывӑрри вара — Сион пичечӗн мухтавне ҫухатни, мӗншӗн тесессӗн ӑна пире курайманнисен аллине панӑ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Иудӑпа Ионафан — Галаадра, вӗсен Симон пиччӗшӗ Галилейӑра Птолемаида патӗнче пулнӑ чухне 56. ҫарпуҫсем Захария ывӑлӗ Иосиф тата Азария вӗсенӗн вӑрҫӑри паттӑрлӑхӗ ҫинчен илтнӗ те 57. каланӑ: эпир те хамӑр ята чапа кӑларар; хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсемпе ҫапӑҫма каяр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир халӗ Ман умӑмра ӳкӗнтӗр те питӗ тӗрӗс турӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене ирӗке кӑлартӑр, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртӑмра Ман умӑмра сӑмах татрӑр; 16. анчах кайран шухӑшӑра улӑштартӑр та Манӑн ята ятӑр: кӑмӑлне кура кирек ӑҫта каймалла ирӗке янӑ чурасене каялла хӑвӑр патӑра тавӑртӑр, вӗсене каллех чурасем туса хутӑр.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аҫуна хур туса, ырӑ ята ан хапсӑн, аҫу намӑсӗ саншӑн ырӑ ят мар.10. Не ищи славы в бесчестии отца твоего, ибо не слава тебе бесчестие отца.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ята та тивӗҫсӗр йӗрӗхсене пуҫҫапни — кирек мӗнле усаллӑхӑн пуҫламӑшӗ, сӑлтавӗ, вӗҫӗ, 28. мӗншӗн тесессӗн вӗсем е савӑнса ашкӑнаҫҫӗ, е суя пӗлтереҫҫӗ, е йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ, е тупа тунине ҫийӗнчех пӑсаҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.