Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ир the word is in our database.
Ир (тĕпĕ: ир) more information about the word form can be found here.
Кӗрхи янкӑр уяр ир.

Ясное осеннее утро.

Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Анчах халӗ ир вӗт, сенкер тӳпере хӗвел йӑлтӑртатать, заводри ҫерҫисем ҫуркуннехи пек шавлӑн чӗвӗлтетеҫҫӗ.

А сейчас же утро, в голубом небе светит солнце, заводские воробьи весело щебечут как весной.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫитет кӗтнӗ вӑхӑт, вӑранӗ пӗр ир Чӑн аслӑ, патвар, ирӗк халӑх…

Настанет пора — и проснется народ, Великий, могучий, свободный.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ир енне ҫил-тӑман чарӑнатчӗ.

К утру вьюга утихала.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Вӗсене тӑрантарма тӑрӑшса, Алеша кашни ир завод шахтин терриконӗ тӑррине хӑпарать те унта турпас, кӑмрӑк катӑкӗсем пуҫтарать.

Чтобы прокормить их, Алеша каждое утро лазил на террикон заводской шахты и собирал там щепки, мелкий уголь.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне ҫутӑ Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта пулман.

На сегодняшнее утро, 4 августа, без электричества оставались 14 деревень в Ибресинском, Порецком, Чебоксарском и Шумерлинском районах.

Ялсем ҫутӑсӑр юлнӑ // Вика Сорокина. https://chuvash.org/news/29317.html

Ир ӗлкӗрекен йышши, мичуринла сорт, — тет вӑл ӗнентерӳллӗн.

— Ранние, мичуринские, — внушительно говорит он.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шупкан та ӗнтӗреккӗн ҫутӑлса килекен ир пӗлӗтсене ҫӗклесе уҫать, инҫерех курӑнакан пулать.

Бледный, сумеречный рассвет приподнимает небо, раздвигает обзор.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ир тӗттӗмленет, — тет Ефим Кондратьевич.

Стемнеет рано, — говорит Ефим Кондратьевич.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя мӗлке варӑн ку енне тухасса чылай кӗтсе тӑрать — кам килет-ши ҫак тери ир? — анчах никам та курӑнмасть.

Он долго ждет, пока фигурка покажется на этой стороне — кто может идти к ним в такую рань? — но никто не показывается.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Нюра пысӑк кимӗ хӳри ҫинче ӗнтӗ, Костьӑна чӗнет, анчах Костя ир илемӗпе киленсе чарӑнса тӑрать.

Нюра уже на корме большой лодки и зовет его, но Костя останавливается, ошеломленный красотой утра.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ытла ир ҫитӗннӗ вӑл.

Джонни очень рано стал взрослым.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Кашни ир вӑл ашшӗпе калаҫать, — тахҫанах ҫапла йӗркеленнӗ.

Каждое утро она говорила с отцом, — так было заведено.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Алеша ӑна шӑпах ҫакӑншӑн юратать те хӗрхенет, анчах ир ҫитет те — яланах ӑҫта та пулин каясси пирки шухӑшлать.

За это он её любил и жалел, но, как утро, — глядел куда бы уйти.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ир енне тин минтертен пуҫӗпе лӑпчӑнчӗ те манӑҫлӑха путрӗ.

Под утро Лось положил на голову подушку и забылся.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кунта ир пуличчен кӗтсе ларас, ҫӗр шӑтӑкне кӗмелли хушӑна туратсемпе хурпӑрласа палӑртмалла мар тӑвас.

Прождать здесь до утра, вход в пещеру замаскировать ветками.

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Никандр та, тек мӗн ҫинчен калаҫмаллине тавҫӑраймасӑр, ураран ура пускаласа тӑчӗ те, хӗре ырӑ каҫ (мӗн ырӑ каҫӗ ӗнтӗ унта — ҫутӑ ир) сунса хӑварса, килнелле хӑпарса кайрӗ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫывӑраймасӑрах ир турӑмӑр иккен.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эппин, ир те каҫ та, сехетсерен, Кӗҫени вучахӗнче кӑварӗ епле тӗлкӗшсе тӗссӗрленнине курса чӗрене татӑкӑн-татӑкӑн таткаламалӑх ҫеҫ тӑрса юлчӗ иккен вӑхӑт?

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав кунтанпа эпӗ кашни ир тенӗ пек дворнике кураттӑм; урампа утса пыратӑп, вӑл урам шӑлать, е, мана кӗтсе ларнӑ пек, крыльца умӗнче ларать.

С того дня я почти каждое утро видел дворника; иду по улице, а он метет мостовую или сидит на крыльце, как бы поджидая меня.

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed