Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шыва кӗнӗ чухне хумсем ҫинче ярӑнса ишес тесе мӗн чухлӗ кӑна кӗтмен-ши эпӗ ӑна!Сколько раз мы ждали его, купаясь, чтобы с размаху броситься в волны!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав ача виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедпа ярӑнса ҫӳретчӗ.потом о трехколесном велосипеде, на котором катался этот мальчик, –
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Истребительсем, ҫав ҫул ҫинчен лӑпкӑ ҫанталӑкра ҫӳлех йӑсӑрланса хӑпарнӑ пӗлӗт пек тусан хушшипе ярӑнса, колонна пуҫне тухрӗҫ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуҫ ҫийӗпе, тӗттӗм-кӑвак пӗлӗтре, каҫхи бомбардировщиксен пӗчӗкҫеҫ тӗксӗм мӗлкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӑнтӑралла ярӑнса иртрӗҫ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, малта ярӑнса пыракан тӑшман стройӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмасӑр аялалла ыткӑнчӗ.Он уже несся вниз, ничего не видя, кроме этого стройно плывущего вражеского строя.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев сылтӑм енчен, ҫӳлтен, Чесловпа вӑл ертсе пыракан лётчик тӑшмансен стройӗн флангӗ ҫинелле, яклака пӑрлӑ ту ҫинчен ыткӑнса аннӑ пек, ярӑнса аннине курчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ халӗ те Петров кабинӑра ҫаврӑнкалать, аллисене сӑтӑркалать, кулать, пуҫсем ҫийӗпе ярӑнса иртекен «ил»-сене кӑшкӑрса ӑсатать, Алексей машинӑри сӑранпа витнӗ лармалли сак ҫинче канлӗн кӑна тайӑнса ларать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полкӑн пӗчӗкҫеҫ аэродромӗ ҫийӗпе умлӑн-хыҫлӑн бомбардировщиксем ярӑнса иртрӗҫ, вӗсен бомбисем ҫурӑлни артиллериллӗ ҫапӑҫӑвӑн пӗр майлӑ кӗрлевӗнче уйрӑмах хыттӑн, аслати авӑтнӑ пек илтӗнчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ватӑ та ҫӑра туратлӑ ҫӳҫе йывӑҫҫисен хӳттинче вӑл сивӗрех лапкӑм пек йӑлтӑртатса тӑнӑ; шыв хупаххисем хушшипе ҫул уҫса, хӑйсем ҫине шыв сирпӗте-сирпӗте ҫӑвӑнса, унта хӗрле сӑмсаллӑ шап-шурӑ икӗ хур ярӑнса ҫӳренӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унта, хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса, ҫуллахи ҫӑмӑр пӗлӗчӗсем ярӑнса иртнӗ.Там, переливаясь и клубясь, торопливо плыли яркие, летние облака.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхса илсен, ҫав пӑнчӑсем — самолётсем пулнине тата вӗсем сывлӑшра пӗр-пӗрине хӑваланӑ пек ярӑнса ҫӳренине уйӑрса илсен, вӑл сасартӑк шухӑланса кайрӗ, унӑн куҫӗсем ялкӑшма тытӑнчӗҫ, курпунтарах сӑмсин ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ, вара ҫав кӑшт ҫеҫ курӑнакан пӑнчӑсем ҫинчен куҫӗсене илмесӗр, вӑл ывӑҫ тупанӗпе кабинӑран шаккарӗ:
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхине, Анюта таврӑннӑ ҫӗре, питӗ чаплӑ апат хатӗр пулчӗ: какай яшки ҫинче ҫу ҫаврашкисем ярӑнса тӑчӗҫ, юнашарах суханпа ӑшаласа пӗҫернӗ какай пӑсланса ларчӗ, карчӑк йӳҫӗ ҫырларан кӗсел те пӗҫерсе пачӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирхине ирех санатори килхушшинчен ҫар автобусӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри майӗпе ярӑнса тухрӗҫ.Ранним утром вереница военных автобусов выезжала со двора санатория.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртсан, вал шывра кутӑн тӑракан ҫыран мӗлкине курчӗ, унтах, шыв ҫинче выртакан ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче, сарӑ кувшинкӑсемпе шурӑ лили чечекӗсем ярӑнса тӑраҫҫӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кун пек протезсемпе утса ҫӳреме мар — лисапетпа (велосипедпа) ярӑнса ҫӳреме, барышньӑсемпе полька-бабочка ташлама пулать…
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алӑксене хупрӗҫ, самолёт чӗтренсе илчӗ те хускалчӗ, сиккеленчӗ, — унтан каллех лӑпланчӗ те, моторсем пӗр пек кӗрленӗ май, ярӑнса кайма пуҫларӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сывлӑша темиҫе хӗрлӗ ракета ярӑнса хӑпарчӗҫ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем вӑрман хыҫӗнчен вӗҫсе тухаҫҫӗ те, ытти чухнехи пекех, аэродром ҫийӗн ҫаврӑнмасӑр, тӳрех аялалла ярӑнса анса хӑйсен вӑрман хӗрринчи капонирӗсем патне пырса вырнаҫаҫҫӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уҫланкӑ ҫинче темиҫе ҫӑхан хуллен ярӑнса вӗҫнӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗлӗксен тӗнчинче ярӑнса ҫӳрекен ача чӳнӗ халӗ унӑн ӳт-пӗвӗнчен ҫав тери инҫетре пулнӑ, ҫавӑнпа та ача ӑна генерал одеялпа витнине те, минтерне тӳрлетнине те сисмерӗ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948