Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн евӗрлӗ шалти пӑлханӑва, шухӑшламаннине пула, Сен-Жером аяла анса, мана: хӑвна ху япӑх тытнӑран тата начар вӗреннӗрен паян эсӗ кунта пулма тивӗҫлӗ мар, халех ҫӳле хӑпар, тесе каласан, эпӗ ӑна чӗлхе кӑларса кӑтартрӑм та кунтан кайма шутламанни ҫинчен каларӑм.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн условисенче кӗрешӳ уйрӑмах вӑйлӑ та ҫивӗч пулнӑ — кунта ҫыннӑн шалти шухӑш-кӑмӑлне, унӑн характерне йӗркелесе, ҫирӗплетсе пымалла пулнӑ вӗт-ха.
42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Командир сасартӑк хумхана пуҫларӗ, шалти кесйинчен хутсем туртса кӑларчӗ те вӗсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тимлӗн вуласа тухрӗ.Командир вдруг заволновался, вытащил из нагрудного кармана бумаги и внимательно прочел одну из них.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Часах шалти алӑксенчен пӗринчен арҫын тухрӗ.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Полякӑн шалти пурнӑҫӗнче, кӑмӑлӗнче пурте пулса ҫитнӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ҫулӗпе пынӑ, хӑй ӑҫтан тухса килнӗ ҫӗре каялла таврӑнман, хӑйӗн кашни утӑмне пӗрмай критиклемен, иккӗленсе асапланман.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ун пек ҫынсем яланах ҫаврӑнӑҫусӑр пулаҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, хӑш чух хирӗҫ калаҫҫӗ, урлӑ та пирлӗ шутласа тиркеҫҫӗ; чӑн та, вӗсем яланах ҫапӑҫу хирӗнче хӑйсен юнне тӑкма хатӗр, хӑйсен кунҫулӗ вӗҫне ҫитичченех чун-чӗререн, тӗрӗссӗн служить тӑваҫҫӗ; анчах вӑл вӑхӑтра ҫӗршыв тулашӗнче вӑрҫӑ пуласси палӑрман, шалти вӑрҫӑ валли вӗсем юрӑхлӑ пулман.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Мӗншӗн кунта Канова е Торвальдсен пулман-ши: акӑ вӑл асаплӑха — шалти тарӑн асапланӑва кӑтартакан статуя!Зачем тут не было Кановы или Торвальдсена: вот статуя страданья — страданья внутреннего, глубокого!
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ.
21 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Newsru.com МИХ хупӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28738.html
Вӑл пур енчен ытла дворецри чиркӗвӗн алтарӗ еннелле уҫӑлакан шалти чӳрече ҫинелле пӑхма юратнӑ.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл ҫамрӑк ҫынна пӗр сӑмах чӗнмесӗрех килкарти урлӑ илсе кайнӑ, вут ҫутмашкӑн хуҫаран ҫурта илнӗ те шалти йывӑҫ пусма тӑрӑх таҫта ҫӳлелле иккӗмӗш хуталла, унтан тата ҫӳлеллерех илсе кайнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ровио шалти кӗсьерен пакет кӑлариччен Владимир Ильич чӑтайманнипе аллисене пӗр-пӗринпе сӑтӑркаласа илет.Владимир Ильич потирал от нетерпения руки, пока Ровио доставал из нагрудного кармана пакет.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Шалти ӗҫсен министрӗ унта кайма та ирӗк памасть.
Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кӗркунне Владимир Ульянов шалти ӗҫсен министрӗ патне хӑйне ют патшалӑха кайма ирӗк пама ыйтса ҫырать.Осенью Владимир Ульянов обратился к министру внутренних дел с просьбой отпустить его за границу.
Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Катя сарай тӑррипе чупса иртсе, вутӑ купаласа хунӑ ҫӗре сикнӗ, туллин сывласа янӑ май, йӗри-тавра пӑхса илнӗ, унтан ҫӗре шуса аннӑ та кӑвак тӗтре витӗр мӗлке евӗр шалти картишӗпе чупса каҫса, пӗчӗк хупӑ чӳречерен шӑппӑн шаккама пуҫланӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Хӗр-тантӑшсем кунта лексенех, хӑйсен хуҫин шухӑшне шалти туйӑмпа туйса илсе, ӑна хирӗҫ чее те хаяр ҫапӑҫу пуҫарса янӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Ҫын куҫӗсене ӗшенчӗклӗн, вӑраххӑн траншейӑн 88-миллиметрлӑ снаряд лексе ишсе антарнӑ шалти стени ҫине пӑрчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кайран шалти пӳлӗме кӗрсе, вӗсем хӗр мӗн курни-илтни ҫинчен, пурин ҫинчен те донесени ҫырнӑ.Потом в задней каморке они составляли донесение обо всём, что она видела и слышала.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Чӑвашсем хушшинче чылай вырӑнсенче час-часах пысӑк восстанисем пулса иртнӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ Раҫҫейри шалти ӗҫсен министрӗ — Столыпин, пӗрмаях чӑвашсен восстанийӗсем ҫинчен Хусанти кӗпӗрнаттӑртан ыйтса пӗлсе тӑнӑ.
Апашри 1905–06 ҫ.ҫ. пулнӑ восстани // Т. Г. Гусев. Сунтал, 1935, 2№. — 21-22 с.
Ҫунса кайнӑ взрывчаткӑн сӗрӗмӗпе пӗр вӑхӑтрах мана темле шалти вӑй килсе тапрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Танк ӑшӗнчи команда е ҫулӑмпа ҫунса каять, е шалти боеприпассем хаплатса ҫурӑлса кайнипе пӗтет, е вара танкри экипаж сиксе тухас пулсан, вӗсене винтовкӑсемпе персе пӗтереҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.