Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярӑнса (тĕпĕ: ярӑн) more information about the word form can be found here.
Эсӗ мана, Саня, ярӑнса таврӑннӑ чухне конфет панӑччӗ, эпӗ илмерӗм, эсӗ вара тепӗр хӗрачана патӑн.

Ты влюбился, когда мы однажды шли с катка и ты угощал меня конфетами, а я отказалась, и ты отдал их какой-то девчонке.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӗмлӗхрен пирӗн факелсен ҫуттине хайхи катер ярӑнса тухрӗ.

Из темноты показался освещенный нашими факелами катер.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пек кӳлесем ҫине ярӑнса аннӑ чух, е ана ҫийӗнех вӗҫсе пырса тулӑ акнӑ чух мана ялхуҫалӑх шухӑшӗсем аптратмаҫҫӗ, йӑлтах урӑххи ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ.

Как ни странно, но совсем другие, не сельскохозяйственные мысли одолевают меня, когда я пикирую над этими озерками или на бреющем полёте сею пшеницу.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр ҫавӑн пек кӳлӗ ҫине вӑй ҫитернӗ таран хӑвӑрт вӗҫсе пыратӑн та сасартӑк ярӑнса анатӑн, вара ҫинчен юпа пек ҫӳлелле улӑхатӑн.

Подходишь к такому озерку на полном ходу, сразу резко пикируешь и — круто вверх.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кимӗ тӗксӗм-хура хумсем ҫийӗпе пӗрпеккӗн ярӑнса, хӑвӑрт шӑвса пырать.

Лодка, плавно качаясь, быстро скользила по темным волнам.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ирех вӑраннӑ акӑшсем ҫырансене хупласа тӑракан йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен мӑнкӑмӑллӑн ярӑнса тухнӑ.

Проснувшиеся лебеди важно выплывали из-под кустов, осеняющих берег.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Шурӑ ҫеҫенхирелле, унӑн тройки ярӑнса пынӑ еннелле, эпӗ нумайччен пӑхса тӑтӑм.

Я долго смотрел на белую степь, по которой неслась его тройка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унта чӳлмек вӗресе тӑрать, пӗчӗк-пӗчӗк шурӑ кӑпӑксем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, сикеҫҫӗ.

все так и кипело в горшках, белые маленькие катышки катились, кипели.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шкулта эпӗ юлашки ҫул вӗренетӗп, тӗрӗссипе каласан, хӑнана ҫӳремелле мар ӗнтӗ, ярӑнса ҫӳремелле мар, уроксем хатӗрлемелле манӑн.

Это был последний год в школе, и, по правде говоря, нужно было заниматься, а не холить на каток или в гости.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яхта ҫӑмӑллӑн ярӑнса тӑрать.

Яхта едва-едва покачивалась.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аҫа ҫиҫӗмӗн пӗр юппи, пӗлӗт хушшинчен ухӑ йӗппи пек ярӑнса тухнӑскер, кӗҫех калла хӑй йӗннине кӗрсе ҫухалнӑ.

Одна молния, уже выскочившая стрелкой из тучи, поспешила вобраться назад.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир кунӗпех Водохранилище тӑрӑх ярӑнса ҫӳрерӗмӗр.

Днем мы побродили по озерам-водохранилищам.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр вырӑнтан, тарӑн хушӑкран, эпир каллех парӑса антарса иртрӗмӗр, аялта шыв, таҫта ҫӳлте — кӑвак тӳпе, ик еннипе — чӑнкӑ та тӑвӑр ҫырансен ешӗл капламӗ, Унтан каллех, мотора чарса, парӑс ҫӗклесе, эпир Водохранилище тӑрӑх симӗс сӑмсахсем патӗнчен, хирӗҫ пулакан яхтӑсен ҫумӗнче ярӑнса ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

Свернув парус, на моторе мы прошли глубокую выемку — узкий тенистый туннель, где внизу была вода, наверху — голубое небо, а с обоих боков — зеленые срезы крутых берегов, Потом опять, остановив мотор, подняв парус, мы скользили по водохранилищу мимо зеленого мыса и встречных яхт.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Катя еннелле ал султӑм та, ӑшӑнас тесе, икӗ хут ярӑнса ҫаврӑнтӑм.

и, махнув Кате рукой, сделал два больших круга — согреться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир хулран хула тытӑҫса, пӗрре сулахайран, тепре сылтӑмран ҫаврӑна-ҫаврӑна чылайччен ярӑнса ҫӳрерӗмӗр.

и мы долго катались, взявшись за руки, большими полукругами то вправо, то влево.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӗрӗк сехетрен сигнал ракети тепӗр хут тӗлӗнмелле ярӑнса вӗҫрӗ, французсен тата вырӑссен ҫарӗсем тепӗр хут, Расщепей приказне пула, тусан тустарса, тӗтӗм кӑларса, ҫапӑҫӑва кӗчӗҫ.

И через четверть часа снова прочертила небо сигнальная ракета, и снова двинулись в дыму, огне и шуме сражения французские и русские войска по приказу великого полководца Расщепея.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хайхи илемсӗр хӳмене пуҫтарнӑ, анлӑ урам такӑр, унта таса хӑйӑр сапнӑ, вӑл ку тӗлте сасартӑк ҫӗкленсе, нимӗн хуҫкаланмасӑр ҫырма урлӑ ярӑнса ҫеҫ каҫать.

Забор убрали, и наша улица, расширившаяся, укатанная, посыпанная свежим песком, вдруг легко взлетев, не сужаясь и не кривясь, прямиком перемахнула через реку.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑнтах вӑл урӑхла сӑнарлӑ пулса кайрӗ, кухньӑран ярӑнса ҫеҫ тухрӗ те Кораблева тӗл пулчӗ.

Вдруг она стала степенная, важная, поплыла из кухни и встретила Кораблева в передней

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ пилӗк метр ҫӳлӗшӗнчен тӳрех аялалла пӗр парашютсӑр-мӗнсӗр ярӑнса антӑм.

Я полетел вниз по прямой, с высоты пяти метров, без парашюта.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ӗнтӗ тахҫанах куҫран ҫухалчӗ, анчах та маншӑн ҫаплах-ха унӑн пӗчӗкҫеҫ сӑрӑ ҫуначӗсем инҫетре-инҫетре ярӑнса пынӑн туйӑнать.

Он давно исчез, а мне все казалось, что я еще вижу вдалеке маленькие серые крылья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed