Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чупать (тĕпĕ: чуп) more information about the word form can be found here.
Юлашкинчен вӑл темле ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ масар ҫине ыткӑнса ҫитет, йӑтӑнса аннӑ карта урлӑ сиксе каҫса, пута-пута аннӑ вилтӑприсем, чалӑшнӑ хӗрессемпе пӗчӗк часавайсем хушшипе чупать.

Наконец он достигает какого-то полуразрушенного мрачного кладбища, прыгает через поваленную изгородь, бежит между осевшими могилками, покосившимися крестами и часовенками.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫӑмӑллӑн чупать, ури ҫӗре перӗнмест темелле, куҫ харшийӗсене шӑмарнӑ, ҫӗлӗкӗ ӗнси ҫинелле шуса кайнӑ, шинель аркисене пиҫиххи айне тавӑрса чикнӗ.

Он бежит легко, почти не касаясь ногами земли, брови его сдвинуты, шапка на затылке, полы шинели подоткнуты.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрсан вӑл, чӳрече каррисене сирет те, пӳлӗме хӗвел кӗрет, савӑнӑҫлӑскер, йӑмӑкне ирхи апат хӑвӑртрах хатӗрлеме васкатать, тутисене пӗҫерте-пӗҫерте чей ӗҫет те урама тухса чупать.

Вскакивая с постели, он раздвигал шторки на окнах, впуская в комнату солнце, в радостном нетерпении поторапливал сестру с завтраком, пил, обжигаясь, крепкий чай и выбегал на улицу.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Улма чӑпар ут чӑпӑрккасӑрах, сайра хутра пуҫне сулласа, тулхӑрса илсе, хӑех хытӑ чупать.

Серый не просил кнута, сам бежал шибко, изредка всхрапывая и мотая головой.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Апла, суяҫҫӗ-ха ҫынсем сан хыҫҫӑн пӗр лейтенант чупать тесе?

— Значит, это врут люди, что какой-то лейтенант за тобой приударяет?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Амӑшӗ лашапа юнашар утса каять, утнӑ ҫӗртех ывӑлӗн хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллине чуптӑвать те кӳме патне чупать.

Мать идет рядом с лошадью, на ходу целует черную от загара руку сына, бежит к своей повозке.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл тышласем урлӑ сике-сике каҫса, лавсемпе лашасем хушшинчен хӗсӗнкелесе тухса, юланут патне чупать.

Она бежит к всаднику, перепрыгивая через дышла, протискиваясь между возками и лошадьми.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫул шыв тулнӑ кӳлленчӗк патӗнчен ҫаврӑнса иртет, унтан мур курӑкӗпе ҫӳҫе тӗмесем пусса илнӗ варсене чӑмса кӗрет, улӑх тӑрӑх кукӑрӑлса чупать.

Дорога обегала залитые водой музги, ныряла в лощинки, поросшие молодой кугой и талами, вилюжилась по лугу.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапла шутланӑ ҫеҫ, пӑхать — пӗр типшӗм, шатра питлӗ салтак ыттисенчен уйрӑлнӑ та, юлташӗсене темӗн кӑшкӑрса, сарай патнелле чупать.

Только подумал, смотрит — от других отделяется тощий солдат, что-то машет товарищам и несется к сараю.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗррехинче иксӗмӗр анатран хӑпараттӑмӑр, пире хирӗҫ Славкка пичче чупать.

Однажды мы поднимались с низу, навстречу нам бежит дядя Слава.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Вӑхӑчӗ чарусӑр чупать!

А время бежит!

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Е пухӑва чупать, е тӗрлӗ канашлусене, е йывӑҫ антарнӑ ҫӗре мана каламасӑр каять.

То бегает на собрание, то на разные совещания, то на лесосплав без меня уехал.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Офицер чупать пирӗн хыҫран!

Офицер нам вдогон!

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсен юнӗнче, хамӑн тӑман пӗр пӗчӗкҫӗ тумламӑм чупать, ҫавнашкалах эпӗ те вӗсен пӗчӗкҫӗ тумламӗ пулса тӑратӑп…

В них частичка самого меня, а я частичка их среды…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗтӳҫӗ кӑшкӑра-кӑшкӑра чупать: «ая-яй!.. ая-яй!..»

Пастух бегет: «ая-яй! ая-яй!»

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн калмӑкӑнни пек лаптак шӑмӑллӑ пичӗ тӑрӑх килленчӗклӗ кулӑ выляса чупать.

На калмыцком, углоскулом лице его блудила довольная улыбка.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суранланнӑ взводнӑй командира ҫавӑтнӑ Грошев Емельянран та иртсе кайрӗ вӑл: Грошевӗ офицера хулӗнчен ҫавӑтнӑ та ӑна чӑнкӑ ту тайлӑмӗпе сӗтӗрсе чупать; сотникӗ урисене ӳсӗр ҫын пек тӗлсӗррӗн иле-иле пусать, хушӑран Грошев хулпуҫҫийӗнчен йывӑррӑн уртӑнса, ҫӑварӗнчен тухакан ҫара юн катӑкӗсене сурса пӑрахать.

Григорий опередил Грошева Емельяна, увлекавшего за собой раненого взводного офицера: Грошев бегом сводил офицера по крутому склону; сотник пьяно путал ногами и, редко припадая к плечу Грошева, блевал черными сгустками крови.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лайӑх шӗвӗртнӗ ҫинҫе вӗҫлӗ кӑранташ хут ҫине тӗксӗм мӗлкесем тӗрлесе чупать.

Тонко очиненный карандаш стлал дымчатые тени.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

пулнӑ ансӑр тӑкӑрлӑкпа шурӑ лаша чупса пыни курӑнчӗ, пынӑ май вӑл такама пуҫ тая-тая кахаллӑн чупать, вара ҫинҫен чӑнкӑртатса пыракан ҫатан урапа та курӑнса кайрӗ, унта мӑнкӑмӑллӑн Даша аппа ларса пырать.

в узком, густо затененном зеленью, переулке показалась белая лошадь, запряженная в двухколесный шарабан; бежала она лениво и кому-то усердно кланялась, лошадью управляла тетя Даша.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чупать Гришатка Берды урамӗсемпе.

Бежит Гришатка по бердским улицам.

Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed