Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухтиван (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Тӑхта кӑшт, илсе килем, — тесе Ухтиван тӑрса килне чупать те ҫав самантрах каялла таврӑнать.

— Ты погоди, я разом сбегаю, — Ухтиван быстро встает и бежит домой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл Ухтиван ҫине те пӗчӗк куҫесемпе чӑрр! пӑхса илет.

Цепко оглядев Ухтивана своими маленькими глазками, спросил:

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Иййе путеккисем! — текелесе ятлаҫса, ӗшенне ҫын пек, Ухтиван ҫумне каска ҫине лашт! пырса ларчӗ.

— Бесенята окаянные! — наругивая ребят, Мульдиер в изнеможении плюхнулся рядом с Ухтиваном.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытла та тулса ҫитнӗ пулас паян лӑпкӑ Чӗкеҫ ӑшне, вӑл ку сӑмахсене илтсен Ухтиван ҫумнех пырса тӑчӗ те питрен ҫупнӑ пекех каласа хучӗ:

Обычно спокойная, Чегесь при этих словах потеряла всякое терпение, приблизилась к Ухтивану и отрезала, словно по шекам ударила:

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Чӗкеҫ пике, мӗн хушӑра турӗ вӑл ку ҫӳпҫене?» — ыйтрӗ Ухтиван пахчаран таврӑнакан ачаллӑ арӑмран ытараймасӑр ҫӳпҫе тавра уткаласа.

— Тетя Чегесь, когда это он сделал такую красоту? — спросил Ухтиван у возвращающейся с огорода Чегесь, не в силах оторвать взгляда от искусной росписи.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳрт эрешӗ-чӗнтӗрӗсем хушшинче те тӗл пулман ун пеккине Ухтиван.

Не встречал Ухтиван ни наличников, ни карнизов с подобным узором.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗрене ҫӳпҫе йӗри-тавра касса ӳкернӗ тӗрре Ухтиван хӗрсен тутри хӗрринче те, кӗпе арки е ҫухи, е тата ҫанни вӗҫӗсенче те, ал шӑлли-сурпан таврашӗнче те, саппун ҫинче те — ниҫта та курман.

Такого узора, как на этой кленовой кадке, Ухтиван не видел ни на девичьих платках, ни на подолах и рукавах, ни на сурбанах и фартуках.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер чунӗ мӗншӗн ҫӗтӗлнине ӑнланах та пырать Ухтиван, кӑштах шухӑшласан шӑнкӑрчӑ вӗллисен вырӑнне те тупма пулать ӗнтӗ, анчах леш сухаллӑ шуйттанӗ мӗне кирлӗ?

Конечно, Ухтиван понимает, что творится в душе Мульдиера, и, если подумать, всем этим скворечникам есть свое объяснение и оправдание, но вот этот бородатый черт?..

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван лупас айне тухрӗ.

Ухтиван прошел под навес.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл шӳт тӑвасшӑнччӗ, анчах сӑмахӗсем йӗкӗлтесе каланӑ пек пулса тухрӗҫ, ӑна сӑмахне персе ярсан тин туйса илчӗ Ухтиван.

Он хотел пошутить, но слова его самому показались в этот напряженный момент насмешкой.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Те вӑй патӑр темелле ӗнтӗ… — текелесе Ухтиван та урайне хутланса ларчӗ.

— Бог в помощь, что ли? — смутившись, произнес Ухтиван и тоже склонился к полу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван пӗшкӗнсе пӳрте кӗрсе тӑчӗ.

Ухтиван нагнулся и вошел в избу.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫумнех хӑрах кӑҫат вӑркӑнса тухса ӳкрӗ.

Прямо перед носом Ухтивана промелькнул дырявый валенок.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫенӗке ярса пусрӗ.

Поэтому Ухтиван все-таки вошел в сени.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫенӗк умӗнче Ухтиван чарӑнса тӑчӗ.

Ухтиван остановился перед сенями.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӳсеймесӗр Ухтиван унталла утрӗ.

Не удержался и шагнул прямо туда.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Тахҫан, Ухтиван пӗчӗкрех чухнех, Мултиер пӗр мӑшӑр качака туяннӑччӗ, качакине ҫав ҫулах кашкӑр тытса ҫине, таки — хӑтӑлса юлнӑ).

Когда-то давно, Ухтиван был еще мальчонкой, Мульдиер обзавелся парой коз, но козу в тот же год задрал волк, а козлу удалось спастись.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван Каҫҫанӑн хыҫалти алӑкӗнчен тухрӗ те уялла утрӗ.

Ухтиван вышел через заднюю калитку подворья Касьяна и зашагал в поле.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ыраттаракан вӗллене вӑйпа тӗксе хыҫаларах шутарать те ҫӗре сиксе анать.

Ухтиван с силой отталкивает давящий на ногу улей и спрыгивает с телеги.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван купӑс тытса ларсан Яриле ҫав тери хӗрхенсе пахать ывӑлӗ ҫине, темле шутсӑр кирлӗ япалана, пурнӑҫ тупсӑмне, пурнӑҫ «ҫиппине» ӑнланман ҫын ҫине пӑхнӑ пек шеллесе пӑхать.

А попробует Ухтиван взяться за скрипку, Яриле смотрит на него оскорбительно-жалостливо, будто сын его — круглый дурачок, не понимает ничего в жизни.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed