Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакса (тĕпĕ: ҫак) more information about the word form can be found here.
— Ку хутӗнче — ҫапла! — ҫирӗплетрӗ агент; кӗсйинчен вӗрен кӑларчӗ те Ферфаса тӗплӗн ҫакса хучӗ.

— На этот раз — да, — подтвердил агент, вынул из кармана веревку и тщательно повесил Ферфаса.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Вӑл вилесле ӳсӗр, шуранка — ҫакса вӗлерес умӗнхи пек, анчах хӑйне хӑй тытса тӗлӗнмелле ҫирӗплӗхпе тӑрать.

Он был мертвецки пьян, бледен, как перед казнью, но, вполне владея собою, держался с твердостью удивительной.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Сана, Дюк, хӑҫан та пулин таршӑн пур пӗрех ҫакса хураҫҫӗ, манӑн вара — ачасем.

 — Тебя, Дюк, все равно когда-нибудь повесят за порох, а у меня дети.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Шавлӑ вилӗмпе пӗтме тӗв турӗ те — ҫывхаракан ушкӑнра пуринчен те нумайрах шакӑртма ҫакса тултарнӑ шур сухала куҫӗсемпе шыраса тупрӗ.

Решив умереть шумно, он быстро отыскал глазами наиболее почтенного, увешанного погремушками старика.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Халӗ вӑл кимӗрен паҫӑрхинчен пӗр пилӗк утӑм пек ҫывӑхарах; унӑн ҫуркаланса-таткаланса, сирпӗнсе вакланнӑ тӑнӗ самант сулӑмне шӑнӑр туртса хутлатнӑн сирсе ывӑтма хӑтланчӗ, анчах ҫакса вӗлернӗ ҫын вӗрене турткаланӑ евӗр вӑйсӑрланчӗ.

Он был теперь ближе к лодке шагов на пять; разоренное, взорванное сознание его конвульсивно стряхивало тяжесть мгновения и слабело, как приговоренный, отталкивающий веревку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Икӗ хут ҫамрӑкланнӑ старик хыпалансах тетелне пуҫтарчӗ, ӑна сумккипе тата вӑлтисемпе пӗрле хул пуҫҫинчен ҫакса ячӗ те тӗм хыҫнелле йӑпӑр-япӑр вирхӗнчӗ.

Старик, помолодев вдвое, поспешно свернул сеть, взвалил ее с сумкой и удочками на плечо и бойко прыгнул в кусты.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кӑвак чечеклӗ сӑрӑ шлепке, ҫула тухмашкӑн тӑхӑнмалли йӳнӗ пальто, хупӑ ҫухаваллӑ ҫавнашкалах кӗпе, хул пуҫҫинчен ҫакса янӑ кивӗ сумкка ҫамрӑк хӗре ӗҫченлӗх сӗмӗ кӗртеҫҫӗ, хӑй вӑл ҫакна, паллах, асӑрхамасть.

Серая шляпа с голубыми цветами, дорожное простое пальто, такое же, с глухим воротником, платье и потертая сумочка, висевшая через плечо, придавали молодой особе оттенок деловитости, чего она, конечно, не замечала.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Авель ҫӗҫӗсӗр ҫӳренӗ, ку уҫӑмлӑ, — ҫамкине пӗркелентерчӗ Дюк, — унсӑрӑн вӑл Каина хырӑмӗнчен пуҫӗпе чышса ӳкереетчӗ, аякӗнчен ҫӗҫӗпе чашлаттараятчӗ. Каина ҫакса вӗлерменни те тӗлӗнтерет. Пӗр сӑмахпа — ырӑ мар ӗҫ».

«Авель ходил без ножа, это ясно, — размышлял он, — иначе мог бы ударить Каина головой в живот, сшибить и всадить ему нож в бок. Странно также, что Каина не повесили. В общем — неприятная история».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кассет пырӗ тӗлӗнче; унта вара, пӗлетӗр тӗк — хӑрушӑ рифсем; ҫав ӑҫтиҫука, тӗрӗссипе каласан, ҫакса вӗлерни те сахал пулатчӗ, анчах вӑл — тӑмсай, ҫавӑнпа эпӗ ӑна пуҫӗнчен канатпа темиҫе хут шаплаттарнипех ҫырлахрӑм.

Около пролива Кассет, а там, если вы знаете, такие рифы, что бездельника, собственно говоря, мало было бы повесить, но так как он глуп, то я только треснул его по башке линьком.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ку сарайран тухса кайнӑ, анчах ун ҫине «Кунта шӑшисем пурӑнаҫҫӗ» тесе ҫырнӑ хунар ҫакса хӑварайман этем ҫӑнӑх пек сапаланса тӑкӑнтӑрах!

— Пусть рассыплется в порошок тот, кто, покидая этот сарай, не прибил к нему фонаря с надписью: «Здесь живут мыши!»

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Тата хушса хурам: сылтӑм хӑлхинче вӑл алка ҫакса ҫӳрет — вилнӗ арӑмӗнчен ӑна тупӑка хунӑ чухне юлнӑскер.

Прибавлю еще, что в правом ухе он носил серьгу, снятую им со своей покойной жены, когда ее положили в гроб.

«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.

Ҫапла вӑхӑта кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсем таран сутса ҫӳресен, Сӑпани тӳсеймерӗ, каллех хӑна ҫуртне таврӑнчӗ, ӑйӑрне умпахча карти ҫумӗнчи карлӑкран кӑкарчӗ, килтен илсе килнӗ сӗлӗ хутаҫҫине, янавар ҫӑварне тӑхӑнтарса, мӑйран ҫакса хӑварчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мана илсе пӑрахӗҫ, сана ҫакса хурӗҫ.

— Меня снимут, тебя повесят.

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Ванькка шӑвӑҫпа сӑрнӑ лара уҫрӗ те, шӑшисем ан тапӑнччӑр тесе, ҫӑнӑха та, вирпе пӑрҫана та унӑн пӳлмисене ячӗ, унтан, кутамккине хулпуҫҫинчен ҫакса, пӳрте кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кучан вара пиҫиххинчен винтовка штыкне те ҫакса ячӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл кӑмака карнисӗ ҫине чалӑштарса тӑратнӑ куҫкӗски умӗнче тӑрмашнӑ вӑхӑтра Антун картишне тухрӗ, Тӑвӑла васкамасӑр, киленсе кӳлчӗ, пӗкке тахҫан ҫак ӗмӗтпех Нурӑс пасарӗнчен туянса килнӗ хӗрлӗ те кӑвак пурҫӑн хӑюсемпе эрешлетрӗ, ункӑран йӗс шӑнкӑрав ҫакса ячӗ, унтан, хапха уҫса, ӑйӑра урама кӑларса тӑратрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Лонгрен апатланчӗ, хӗрне ҫупӑрласа хыттӑн чуп турӗ те — кутамккине хул пуҫҫинчен ҫакса хула ҫулӗ ҫине тухрӗ.

После этого Лонгрен поел, крепко поцеловал девушку и, вскинув мешок за плечи, вышел на городскую дорогу.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Синопа ҫӗнӗ костюм тӑхӑннӑ, ҫурӑмӗ хыҫне ӑтӑр тирӗнчен тунӑ енӗ ҫакса аслашшӗпе Москитсен пухӑвне кайнӑ.

Синопа надел новый костюм, повесил за спину колчан из шкуры выдры и отправился вместе с дедом на собрание Москитов.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тсистсакипе унӑн юлташӗ йытӑсене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫӳреме тата ҫурӑмӗсем ҫине хунӑ япаласене илсе ҫӳреме вӗрентнӗ: вӗсем йытӑсем валли япаласем тултарнӑ тюксене ҫакса яма йӗнерчӗк те тунӑ.

Тсистсаки и ее подруга приучили собак ходить на поводу и тащить поклажу; они сделали для них и седла, к которым можно было привязывать тюки.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗк тискер кайӑк хӑй шут тытнӑ вӑхӑтра яланах тулалла тухса калла кӗтӗр тесе, алӑк вырӑнне ҫакса янӑ бизон тирне хӑрах енчен уҫӑ тӑратнӑ.

Занавеска из шкуры бизона, заменявшая дверь, всегда была с одной стороны приподнята, чтобы зверек мог уходить и возвращаться когда ему вздумается.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed