Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хампа (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
Кӑмӑлӑм ҫӗкленчӗ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн алли ман ҫинче пулчӗ, вара эпӗ Израиль пуҫлӑхӗсене хампа пӗрле кайма пуҫтартӑм.

И я ободрился, ибо рука Господа Бога моего была надо мною, и собрал я глав Израиля, чтоб они пошли со мною.

1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.

8. И сказал Давид Ахимелеху: нет ли здесь у тебя под рукою копья или меча? ибо я не взял с собою ни меча, ни другого оружия, так как поручение царя было спешное.

1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эпӗ вара ситтим йывӑҫӗнчен арча турӑм, малтанхисем пекех икӗ чул хӑма чутласа якатрӑм, унтан ту ҫине кайрӑм; хампа пӗрле аллӑма чул хӑмасем илтӗм.

3. И сделал я ковчег из дерева ситтим, и вытесал две каменные скрижали, как прежние, и пошел на гору; и две сии скрижали были в руках моих.

Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.

51. И сказал Лаван Иакову: вот холм сей и вот памятник, который я поставил между мною и тобою; 52. этот холм свидетель, и этот памятник свидетель, что ни я не перейду к тебе за этот холм, ни ты не перейдешь ко мне за этот холм и за этот памятник, для зла; 53. Бог Авраамов и Бог Нахоров да судит между нами, Бог отца их.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен иккӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: 16. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн 17. Эпӗ сана пиллесех пиллӗп, санӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; 18. эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ.

15. И вторично воззвал к Аврааму Ангел Господень с неба 16. и сказал: Мною клянусь, говорит Господь, что, так как ты сделал сие дело, и не пожалел сына твоего, единственного твоего, [для Меня,] 17. то Я благословляя благословлю тебя и умножая умножу семя твое, как звезды небесные и как песок на берегу моря; и овладеет семя твое городами врагов своих; 18. и благословятся в семени твоем все народы земли за то, что ты послушался гласа Моего.

Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ытларах хампа танлаштарма тӑрӑшатӑп.

Больше стараюсь сравнивать с собой.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Хампа мӗн пулса иртнине шӑпа парни вырӑнне йышӑнма тӑрӑшатӑп.

Всё что со мной происходит стараюсь принимать как подарок судьбы.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed