Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) more information about the word form can be found here.
Ҫав каҫ Хӗлимун тикӗт сӗрнӗ аттине, чылайранпа тытманран тусанпа витӗннӗскере, мунчалапа шӑлса тасатрӗ те тӑхӑнса ячӗ, пӗртен-пӗр кӗпи салтакран илсе килнӗскер кӑначчӗ те, ӑна силлекелесе пиҫиххипе хытӑрах туртса ҫыхрӗ, унтан алӑкне уҫҫисӗр ҫӑрапа питӗрен пек туса ҫаклатса хӑварчӗ те хуллен аслӑ урамалла уттарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл саппун аркин тӳрчӗпе питне шӑлса типӗтрӗ те, макӑрнипе пушшех йӑлтӑрккаланнӑ чакӑр куҫлӑскер, хӗрелсе кайнӑ ҫаврака питлӗскер, йӑрст тӳрленсе тӑчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Текех кӑшкӑрашмарӗ, куҫне саппун тӳртӗшӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин каллех тарласа кайнӑ ҫамкине шӑлса илчӗ, гимнастерка ҫухавине пӗрре тӳмелерӗ, тепре вӗҫертрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кил хуҫи сӗтел ҫине эрех, апат-ҫимӗҫ лартнӑ хушӑра милиционер пӑртак тӑна кӗчӗ, тарланӑ ҫамкине, тачка ӗнсине гимнастерка ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Шел, пирӗн ытти ҫынсем ялсене кайса пӗтнӗ, — пӑшӑрханчӗ Александров, куҫлӑхне сӑмса тутӑрӗпе шӑлса тасатнӑ май.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Нивушлӗ вӗсем эпӗ кӳршӗ яла кайса килнине асӑрханӑ? — сехӗрленсе шухӑшларӗ вӑл, тарне ал тӳрчӗпе шӑлса илсе. — Халӗ вара тӗп тӑвасшӑн, унччен кӑштах мӑшкӑлласшӑн-ши?

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав вӑхӑтрах кашни кун ӗҫе илсе туха пуҫларӗҫ: е чугун ҫул станцине шӑлса тасаттараҫҫӗ, е пекарньӑра шыв йӑттараҫҫӗ, вутӑ татса ҫуртараҫҫӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл тата тем ыйтасшӑнччӗ, хураллаканни пурне те хытӑрах ӗҫлеме, ирхи апатчен картишне пӗтӗмпех шӑлса тасатма хушрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсем, — ҫав тери сӑпайлӑ ҫынсем тейӗн ҫав, — пуҫ тайрӗҫ те, нар патне пырса, ҫын япалисене урайне кӑпӑр-капӑр шӑлса ывӑтрӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуҫин хулӗ айне виолончель те таврӑннӑ ӗнтӗ; хайхискер тарланӑ ҫамкине шӑлса типӗтнӗ май флейтиста кӗтсе тӑрать.

Виолончель уже вернулась под мышку своего хозяина; тот, вытирая вспотевший лоб, дожидался флейтиста.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Боцманпа пӗрле Грэй карапа пӑхса ҫаврӑнчӗ, вантсене хытарма, штуртроса лӑнчӑлатма, клюзсене тирпейлеме, кливера улӑштарма, палубӑна сухӑр сӗрме, компаса тасатма, трюма уҫса уҫӑлтарма, унти ҫӳп-ҫапа шӑлса кӑларма хушрӗ.

В сопровождении боцмана Грэй осмотрел корабль, велел подтянуть ванты, ослабить штуртрос, почистить клюзы, переменить кливер, просмолить палубу, вычистить компас, открыть, проветрить и вымести трюм.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Чӑтӑмсӑр ӗмӗтпе, теттине тытса чарас ӗмӗтпе васкаканскер айккинелле пӑхма та манса кайрӗ; ҫыран хӗрринче, вӑл хыпаланса чупнӑ ҫӗрте, тӗрлӗ чӑрмав нумай; ӳкнӗ йывӑҫсен мӑкланчӑк вуллисем, ланкашкасем, ҫӳллӗ упа сарри, шӑлан йывӑҫҫи, жасминпа шӗшкӗлӗх ӑна кашни утӑмрах чӑрмантараҫҫӗ; вӗсене сирсе-авса пынӑ май Ассолӗн вӑраххӑн вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ, вӑл сывлӑш ҫавӑрса яма е питне ҫыпҫӑнакан эрешмен картине шӑлса ывӑтма чарӑна-чарӑна тӑчӗ.

Ей, поглощенной нетерпеливым желанием поймать игрушку, не смотрелось по сторонам; возле берега, где она суетилась, было довольно препятствий, занимавших внимание; мшистые стволы упавших деревьев, ямы, высокий папоротник, шиповник, жасмин и орешник мешали ей на каждом шагу; одолевая их, она постепенно теряла силы, останавливаясь все чаще и чаще, чтобы передохнуть или смахнуть с лица липкую паутину.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Енчен те эпӗ ӑна самантлӑха шыва ишме ярсан, — шухӑшларӗ Ассоль. — Хытах йӗпенмест вӑл, кайран шӑлса типӗтетӗп».

«Если я спущу ее на воду поплавать немного, размышляла Ассоль, — она ведь не промокнет, я ее потом вытру».

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пашка мекӗрленсех мӑйӗнчи тутӑрне салатса пӑрахрӗ, кӗпе ҫаннипе сӑмсине шӑлса илчӗ те, васкамасӑр кӗрӗкне хывма тытӑнчӗ.

Пашка, пыхтя, распутал на шее платок, потом вытер рукавом нос и стал не спеша стаскивать тулупчик.

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

Чӗлӗме туртса пӗтерсен, Шурӑ Кашкӑр йӑл кулса янӑ та, кӑмӑллӑн пулса хӑйӗн пӗчӗк аллисене шӑлса илнӗ.

Докуривая трубку, Белый Волк улыбнулся и с довольным видом стал потирать свои маленькие руки.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вигвамра амӑшӗ ӑна ҫунакан вут умӗнче тутӑрпа шӑлса лайӑх типӗтнӗ, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ача хӑйне ҫав тери сывлӑхлӑ туйнӑ, вӑл пӗр минут та лӑпланса ларма пултарайман.

В вигваме мать досуха вытирала его у костра, и после купания мальчик чувствовал себя таким здоровым, что ни минутки не мог посидеть спокойно.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— М-мӗнле юлташсем?! — ваннӑйӗнче аллисене шӑлса тӑракан упӑшки арамӗ ҫине сиввӗн пӑхрӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хушӑран тарланӑ ҫамкине аллипе шӑлса илет.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

— Курӑпӑр, мӗне вӗрентӗҫ вӗсем пире, — вӑхӑтсӑр самӑрӑлнӑ хырӑмне шӑлса ихӗлтетрӗ Коля.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed