Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Эсир ҫак сӑмаха туса тӑрсассӑн, ҫак кермен хапхи витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан, ҫар урапипе тата ут утланса ҫӳрекен патшасем хӑйсем те, вӗсен тарҫисем те, вӗсен халӑхӗ те кӗрсе ҫӳрӗҫ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эхер те эсир Эпӗ сире шӑматкун ҫак хула хапхисем витӗр ҫӗклем йӑтса ан ҫӳрӗр, шӑматкуна уяса нимӗнле ӗҫ те ан тӑвӑр тенине итлесессӗн, тет Ҫӳлхуҫа, 25. ҫак хула хапхисем витӗр Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан патшасем тата улпутсем тухса ҫӳрӗҫ; патшасемпе вӗсен улпучӗсем ҫар урапи ҫине ларса е ут утланса тухса ҫӳрӗҫ, Иудейӑпа Иерусалим ҫыннисем те тухса ҫӳрӗҫ, ҫак хула вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, Израиль Святойӗ, ҫапла калать: вырӑнтах лӑпланса юлнӑ пулсассӑн, эсир ҫӑлӑнаттӑрччӗ; сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни; анчах эсир апла килӗшмерӗр; 16. ҫапла каларӑр: «ҫук, эпир ут утланса тарӑпӑр» терӗр, — ҫавӑншӑн таратӑр та ӗнтӗ; «вичкӗннисене утланса тарӑпӑр» — ҫавӑншӑн сире хӑвалаканнисем те вичкӗн пулӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ патша ывӑлӗсем сиксе тӑнӑ та, кашнийӗ хӑйӗн ашакла лашине утланса тарнӑ.Тогда встали все царские сыновья, сели каждый на мула своего и убежали.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн хӗрӗх ывӑлпа вӑтӑр мӑнук пулнӑ, вӗсем ҫитмӗл ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ; вӑл Израиле сакӑр ҫул хушши сут туса тӑнӑ.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн вӑтӑр [икӗ] ывӑл пулнӑ, вӗсем вӑтӑр [икӗ] ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ, вӗсен вӑтӑр [икӗ] хула пулнӑ; паян кунчченех вӗсене Иаир хулисем теҫҫӗ, вӗсем Галаад ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй шурӑ ашак утланса ҫӳрекенсем, кавир ҫинче ларакансем, ҫул-сукмакпа пыракансем, мухтав юрри юрлӑр!10. Ездящие на ослицах белых, сидящие на коврах и ходящие по дороге, пойте песнь!
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Вӗсене эпӗ пурне те Маша тесе чӗнетӗп. Пур лаша та маншӑн – Маша. Вӗҫӗмех ҫапла пулнӑ. Фермӑра лаша яланах пулнӑ, килте те пӗрех тытнӑ. Мана чӗлхесӗр янавар умӗнче тиха выляса пыни те кӑмӑла килет. Сакӑр теҫетке ҫула хыҫа хӑвартӑм пулин те паянхи кунчченех ут утланса ҫӳретӗп-ха. Хамӑн юлташ пекех шутлатӑп ӑна», — тӗлӗнтерчӗ кил хуҫи.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
«Виҫӗ ҫын кӑна лаша утланса ҫӳрет. Пӗри — Суворов, тепри — Жуков, виҫҫӗмӗшӗ — Петр Киргизов», — ҫапла шӳтлесе кӗтсе илчӗ мана Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра пурӑнакан Петр Сергеевич.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№