Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсти (тĕпĕ: ӑста) more information about the word form can be found here.
Мӑлатук ӑсти сӑмах чӗнмесӗр унпа килӗшет.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑха юлнӑ атӑҫӑ, вӑлах таврари паллӑ чӗн ӑсти, мӗн ачаранпах хӑлхасӑр пулин те, юрӑ кӗввине сӗре юратать.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атӑпушмак ӑсти урамрах тӑрать, ялтан килнӗ качча халь-халь чукмарпа ҫапса пӑрахма хатӗр.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Шӗмертен ятлӑ атӑ-пушмак ӑсти Янтула хӑй патне илсе кайнӑ пулнӑ, хӑйӗн ӗҫне вӗрентнӗ, ҫитерсе-тумлантарса усранӑ, ҫын тунӑ.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ку вырӑн ньингма йӑлин чи вӑйлӑ ӑсти Чатрал Ринпоче кунта хӑйӗн манахӗсемпе пурӑннипе питӗ паллӑ.

Это место очень известно благодаря Чатралу Ринпоче, одному из сильнейших мастеров традиции ньингма, живущему здесь в уединении со своими монахами.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Туристсем артистсемпе пӗрле вӑйӑ картине тӑрса ташларӗҫ, унтан Вероника Иванова тӗрӗ ӑсти хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ, асӑнмалӑх парнесем туянчӗҫ.

Help to translate

Мӑкӑр кӗперӗпе Китайран килнӗ туристсем паллашнӑ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%bca%d0 ... bc-%d0%bf/

Кил хуҫи ӳнер промыслисен ӑсти, вӑл хулӑран авса сӗтел-пукан тата кил-тӗрӗшре кирлӗ ытти япалана ӑсталать.

Хозяин семьи — мастер художественных промыслов, он плетет и изготавливает плетеную мебель и другие предметы интерьера.

Яковлевсен ҫемйи «Ҫулталӑк ҫемйи - 2023» конкурсра палӑрнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36050.html

Эпӗ кӗленче кӑтартса ларса пыратӑп, ман хыҫран пилӗк-ултӑ кукрашка ӑсти лӑпӑстатать.

Help to translate

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Пӳлӗме кӗрсен, чӳрече витер курах кайрӑм: алӑкра хирӗҫ пулнӑ тимӗр-тӑмӑр ӑсти ман лав ҫинчи улӑмӑ ӳпне-питне ҫавӑрать.

Help to translate

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Сӑмах ӑсти, армян халӑхӗн «Давид Сасунский» эпосне, Бо Цзюйинӑн лирикине, Р. Тагорӑн прозӑллӑ сӑввисене, Г. Лонгфеллон «Гайават ҫинчен хунӑ юррине», Пушкин, Лермонтов, Маяковский, Исаковский, Есенин, Шевченко поэзине чӑвашла ӑста куҫарса, тӑван литературӑн ылтӑн фондне пуянлатнӑ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Астӑватӑп, аннене чечек ӳстерме вырӑн ытларах хӑварма ыйтаттӑмччӗ, анчах ун чухне ун пек тӗрлӗ чечексем ҫукчӗ, килти хуҫалӑхра та ҫӗрулмипе кӑшман нумай ӳстермеллеччӗ, — каласа парать чечек ӑсти.

Help to translate

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Пирӗн регион карттине республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн регионсем тата халӑхсем хушшинче пӗрле ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи Зарина Хасанова тата Габида Валиева алӗҫ ӑсти хӑтлӗҫ.

Help to translate

Пушкӑртстанӑн тӗрленӗ карттине Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале тӑратӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Унта ҫӗршывӑн 70 регионӗ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ — 135 тӗрӗ ӑсти килӗ.

Help to translate

Темиҫе кун шывсӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/temice-kun-shyvsar

Чӑваш халӑх писателӗ, кулӑш ӑсти Леонид Яковлевич Агаков ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере самай пурӑнать ӗнтӗ.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Литература тӗпчевҫи, критикӗ Николай Осипов Денис Гордеевӑн пултарулӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ пулнине, вулакансем ӑна ытларах проза ӑсти пек пӗлнине асӑнса хӑварчӗ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Вӑл — чаплӑ механизаторсенчен пӗри, тухӑҫлӑ, вӑйлӑ тырпул ӑсти, новатор.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Унта пурӑнать пысӑк тухӑҫлӑ кӑшман ӑсти Михаил Федорович Юнкеров.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ума ташӑ ӑсти тухсан, купӑс калама та кӑмӑллӑ ҫав, купӑс каласа тарлани те харама кайман пек туйӑнать ҫав.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Эпӗ ӑна палласа илтӗм: вӑл Аннушкин художник пулчӗ иккен — пейзаж ӑсти.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Чӳлмек ӑсти хуҫалӑх таварӗсен магазинне те кӗрсе тухрӗ, унта кӗленче кӑкшӑм туянчӗ те кӑкшӑмне, столовӑй умӗнчи ҫӑлтан шыв ӑсса, чӗркӗмӗл пек шыв тултарчӗ, чечек ҫыххине кӑкшӑма лартрӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed