Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсеренех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мероприятин форматне те ҫулсеренех ҫӗнетсе пыраҫҫӗ», – тенӗ Алла Салаева.

Help to translate

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Пӗчӗкҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫулсеренех пахча ҫимӗҫ туса илнӗ, виҫӗ-тӑватӑ улмуҫҫи ӳстернӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫулсеренех апрель-май уйӑхӗсенче Раҫҫейре хӑтлӑх кӗртмелли объекта палӑртас тӗлӗшпе онлайн сасӑлав пырать.

Help to translate

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ҫулсеренех «Шыв ҫинчи ташӑ» фестиваль бассейнра чылай вӑхӑт хатӗрленекен ушкӑнсене хӑй йӗри тавра пухать.

Help to translate

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Ҫулсеренех районта патриотла акцисене йышлӑн ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Help to translate

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Вулакансене вӑл ҫулсеренех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ кӗнекесем парнелерӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫулсеренех унӑн сцени ҫинче Чӑваш халӑх ҫыравҫин, Юхма Мишшин пьесисем тӑрӑх халӑха тарӑн шухӑша яракан спектакльсем лартаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна Автанкассисем ака-суха хыҫҫӑн ҫулсеренех пӗвеленӗ те, арманта тырӑ авӑртса киленнӗ, ача-пӑчана тулӑх та тарӑн шывпа савӑнтарнӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫынсем ҫулсеренех улшӑнаҫҫӗ те, хирӗҫ пулнӑ кашни ҫыннах ӑҫтан тӳрех палласа илӗн?

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Республика шайӗнче вара ҫӗнтерӳсемпе призлӑ вырӑнсем ҫулсеренех нумай: «Эпир Ҫӗнтерӗве ӳкеретпӗр», «Чӑваш енӗн пултаруллӑ ачисем - 2020», «Расписная Пасха», «Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисем» музей эскизӗн, Бородино ҫапӑҫӑвӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалланӑ тата ытти конкурссенче, ҫамрӑксен Дельфийски вӑййисенче.

Help to translate

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Ҫак тӑрӑхра килти хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансем те сухан-севок, купӑста, ытти пахча ҫимӗҫ туса илессипе опыта ҫулсеренех ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Help to translate

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Анчах ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулсеренех вӑй илнӗ, ялсенче колхозсем тӗрекленнӗ — Куҫман пуясси пулман, ӗмӗчӗсем аркансах пынӑ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анатолий Витальевич та ҫулсеренех ӑсталӑхне ӳстерсе пынӑ.

Help to translate

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Катя ҫулсеренех варени пӗҫерет, кӳршӗсене те паратпӑр, — хӑй шухӑшне малалла тӑсать Тимофей Иванович.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче нарӑс уйӑхӗнче ҫулсеренех Чӑваш музыкин фестивалӗ иртет.

В Чувашском государственном театре оперы и балета ежегодно в феврале проводится фестиваль чувашской музыки.

Чӑваш музыкин фестивалӗ кӑҫал урӑхларах иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33929.html

Вӗсем Республика кунӗн площадкисенче ҫулсеренех куракансен чӗрисене тыткӑнлаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed