Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вара хапха умне пухӑннӑ халӑх та, аслӑ ҫынсем те каланӑ: эпир — кӳнтеленсем; санӑн ҫуртна кӗрекен арӑмна Ҫӳлхуҫа Рахильпе Лийӑна тивлет панӑ пек тивлетлӗ тутӑр: вӗсенчен Израиль халӑхӗ ӗрчесе кайнӑ; Ефрафӑра пуянлӑх туп, Вифлеемре яту чаплӑ пултӑр; 12. Ҫӳлхуҫа панипелен ҫак ҫамрӑк арӑм ҫуратас вӑрлӑхран санӑн килӳ Фамарь Иудӑна ҫуратса панӑ Фарес килӗ пек ӗрчевлӗ пултӑр.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. [Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малашне санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- Августа, сан яту та урӑхларах.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Эх, сан яту та хӑв евӗрлех хитре пулас!
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сурап сан яту ҫине!
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Яту?
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Яту?
XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Иртрӗ мӑшкӑл, иртрӗ хур: Чыслӑ сумлӑ сан яту.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Халь ак ялан ман ҫамрӑк чӗрере Чечекленет сирень те сан яту».
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
— Яту пит таса-им вара сан? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Тимуш.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Хӑвӑн ӗҫӳ юлташусен ӗҫне те малалла ятӑр тесе ырми-канми ӗҫле, вара сан яту та сумлӑ ят пулӗ, — тесе ҫырать Турунов.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Куртки те, шӑлаварӗ те, ҫӳхе, питӗ пусмаран ҫӗленӗскерсем, килӗшеҫҫӗ ӑна, ҫамрӑклатаҫҫӗ: шалпар мар, лӑпӑс-лапӑс мар, яту.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Эсӗ хӑвӑн талантна кунтан-кун пӗрер пусӑма ҫӗклесе пытӑн, санӑн яту кӗске самантрах пӗтӗм ҫӗршывӗпе паллӑ пулса тӑчӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Эс вара хулара пурӑнма ҫуралнӑ — яту та, сӑн-питӳ те, кӗлеткӳ те илемлӗ.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Яту мӗнле санӑн?
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сан яту, Укаслу, нихӑҫан та вилмӗ, ӗмӗр-ӗмӗр халӑх асӗнче пулӗ…
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
«Яту сан пит хитре, манӑн вара калама та намӑс, илемсӗр!» — ӑнлантарса ларать вӑл.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Яту та сан мӑсӑльмансенни пек мар, — терӗ Аванкай.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Яту пӗтӗм ҫӗр ҫинче Илме тивӗҫ тивлете.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.