Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хам аллӑмсемпе касса хам ҫакса янӑн.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Эпӗ, алла хӗҫ-пӑшал тытсан, хам пуҫа касса пӗр харӑсах виҫӗ урамра ҫакса янӑн туйрӑм.
Иккӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Таҫта аякра шӑрпӑк ҫутса янӑн, унӑн ҫуттине ҫавӑнтах ҫил вӗрсе сӳнтернӗн туйӑнчӗ.Вдалеке будто чиркнули спичкой, и огонек сразу же задуло ветром.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ырӑ сывлӑш кӑкӑра хӑех пырса кӗрсе, сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать, ӳсӗртсе янӑн туйӑнать.Душистый воздух сам проникал в грудь, щекоча ноздри и словно опьяняя.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫакна пӑхса тӑратӑн та, лере, сӑрт ҫинче, темӗн чухлӗ сӗт тӑкса янӑн, халӗ ҫав сӗт Десна шывне юхса кӗнӗн туйӑнать.Кажется, будто там, на горе, пролито молоко и оно стекает в реку.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ахаль те унӑн чунӗ ниҫта кайса кӗрейми тӑвӑнса ҫитрӗ, тепӗр чух ӑна такам темле чӗрине ҫурмалла ҫурса янӑн, вӑл ӗнтӗ тапма чарӑнса, юн кӑна юхтарса тӑнӑн туйӑнать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ярӑмӗ-ярӑмӗпе йӗпе шӑрҫа ҫакса янӑн саркаланса ларать хӗрлӗ ҫырлаллӑ кӑпчанкӑ; ҫумӑрпа исленнӗ чавка пуҫӗ кӑпӑк пек шуррӑн курӑнса куҫа илӗртет.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сывлӑш тап-таса, Володя килхушшине тухсан, ӑна Сталин сӑмахӗсем унӑн чунне ҫеҫ мар, пӗтӗм тавралӑха янках уҫса янӑн туйӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ытла та хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ, темле куҫа курӑнман хӑват ӑна ҫав алӑкран вӑйпах кӗртсе янӑн туйӑнса юлчӗ Лалкӑна.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрҫӑ хыпарӗ — «аслӑ хирӗҫтӑру» — хыпарӗ пирӗн пата Расщепейӗн пӗчӗк карапӗ ҫинче ҫитрӗ иккен, ҫакӑ маншӑн пӗрре те ахаль мар, Расщепей хӑйӗн «Фламмарионне» ман пата юри янӑн туйӑнчӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакна куҫ хӗррипе асӑрханӑ Элекҫейӗн янах айӗнчи мӑкӑлӗ темле пылак ҫӑтса янӑн сиксе илчӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01