Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янине (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
«Эсир ыйтса янине хирӗҫ ҫакна пӗлтеретӗп: аслӑ сержант Миронова Ольга Алексеевна Воронин капитанӑн экипажӗнче сывлӑшри стрелок пулнӑччӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Униҫҫе алӑка урлӑ янине шакӑрт-шакӑрт тутарса уҫрӗ.

Help to translate

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кӳршӗ ҫыннисемпе халап-юмах янине

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Авал хӗн-асап тӳснӗ чӑвашсем ирӗккӗн сывласа янине, хресченсем пӗрлешӳллӗ ӗҫре тулли пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннине, ҫынсен шухӑшӗ-кӑмӑлӗ те, ӑсӗ-тӑнӗ те улшӑнса ҫӗнелнине витӗмлӗн сӑнласа кӑтартнӑ автор.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Чӑваш Енре виҫӗ ҫул хушшинче футболла вылямалли 15 уй хута янине хыпарланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Каҫал ен тӑрӑхӗнче спорт инфратытӑмне пуянлатакан объектсене уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/30/chav ... en-trhnche

Сӑлтавне шырама тытӑнаҫҫӗ те, аҫу ҫапса янине курнине калакансем тупӑнаҫҫӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑйӗн хуйхипе асапланса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те Микка, пӗр ырӑ шухӑш куҫ-пуҫне ҫутатса, ӑш-чикне ӑшӑтса янине туйса, колхоз председателӗ патне тухса чупрӗ.

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Эпӗ хам та ӑша хӑҫан эрех-сӑра янине манса кайрӑм ӗнтӗ, — хӗсӗк, шывлӑ куҫӗсемпе ҫаплах Тимуша сӑнать Элекҫей.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Эппин, ӗненсе пӑрахрӑр иккен-ха Лашманов ҫырса янине? — чӑтаймасӑр пӳлсе ыйтрӗ манран Турунов, «ҫавӑнпа ларатӑр иккен-ха ҫак йышра?» тесе хушса хунӑн сӗтел тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хаваслӑ сӑн-питсемпе хусканусене курса, пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, ирӗклӗнрех калаҫнисене илтсе, эпӗ ыттисене те ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫӗклесе янине сисетӗп.

Help to translate

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анчах ыйтам-ха сирӗнтен: Тихӑн амӑшне, кӑкӑр ачиллӗ хӗрарӑма, ашшӗ тӑван килӗнчен хӑваласа янине пӗлсен мӗншӗн намӑсланман эсир?

Help to translate

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫакна эпӗ кӑмӑлсӑррӑн каланине, кунпа пӗрлех ассӑн сывласа янине илтсе, редактор ман ҫине тӗллесерех, кӑмӑлӑм мӗнлине сӑн-питӗме курса та пӗлесшӗн пулса тинкерчӗ те (паҫӑр, алӑкран кӗнӗ чухне, пӗрре пӑхса илнӗччӗ-ха вӑл, пӑхса илнӗ май пуҫне стена ҫумӗнчи пукансем еннелле сӗлтнӗччӗ: ирт, лар) вара «корреспонденцийӗ» савӑнтараканскер пулманнине сисрӗ ахӑр, — сӗтел умнелле пӗр-ик утӑм турӗ, пушӑ аллипе ҫырӑва илсе, ӑна кам ҫырнине пӗлчӗ, унтан вула пуҫларӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Йӑл кулчӗ, шухӑшӗсем ӑш-чиккине пушшех те ӑшӑтса янине палӑртса.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Гуманитари пулӑшӑвӗсӗр пуҫне вӑл шкул ачисен ҫырӑвӗсем кашни салтакӑн чун-хавалӗпе кӑмӑлне ҫӗклентернине, шухӑша янине калать.

Help to translate

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Хысна укҫине ӑҫта янине тата мӗнле тухӑҫлӑ усӑ курнине Чӑваш Республикин финанс министерствин анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Хыснари укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60545

Сулагаев хӑйӗн алҫырӑвне кӑмакара ҫунтарса янине аса илсен Тарановӑн чӑрсӑр ӗмӗчӗ самантрах пӑсланчӗ: «Ҫавнашкал роман ҫырасси пирки пуҫа ҫӗмӗрсе усӑсӑр асапланас мар, хаҫат-журнал редакцийӗсенче Ямаш Ваҫҫи пек редакторсем халь те тӑп-туллиех».

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл суд хыҫҫӑн Розӑна вӑрттӑн хут ҫырса янине тата кайран ҫав хута ҫырнӑшӑн нумайччен ӳкӗнсе пурӑннине аса илчӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вӑл Георгие килтен хуса кӑларса янине те пӗлмен, Георгий ҫыруне те илсе ӗлкӗреймен…

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӑй ытлашши персе янине туйса илнӗ Тамара карта ҫумӗнчен вӑштах аяккалла пӑрӑнчӗ те, вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне авкалантарса урам урлӑ чупса каҫнӑскер, ватӑ йӑмрасем хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Творогов Ейӗк тӑрӑхне мӗнле обоз янине те пӗлӗп.

Help to translate

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed