Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырларӗ (тĕпĕ: ырла) more information about the word form can be found here.
Мефоди-ҫурӑ аш яшкине те, хура тул пӑттине те питӗ ырларӗ: «Кашни кун капла тӑрантарсан, тепӗр эрнерен мана «Антоша» сывлӑша ҫӗклесе хӑпарайми пулӗ, хам та самолет алӑкӗнчен хирӗнсе кӗрейми пулӑп», — терӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗр шухӑшласан, хӗр. ӑсатма илсе кайманнине ырларӗ вӑл.

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Савнӑ тусӑм, эсӗ ҫав тери маттур ташларӑн! — ырларӗ Кӗтерук.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӗрсем ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Ват ҫынна хисеплени паха, хӗрсем. Ват ҫынна хисеплекен ҫамрӑкран ҫын пулать, — тесе ырларӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

– Вӑрнарсем хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнас тесе выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усраҫҫӗ, сӗт сутса ҫемье бюджетне ӳстереҫҫӗ, – ырларӗ Любовь Семенова.

Help to translate

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Розмыселсем крепость патне кукӑр-макӑр ҫул — апроши чавма тытӑннине ырларӗ вӑл, Алексей Адашевпа Григорий Выродкова хӳме ҫывӑхне тар ытларах турттарса пыма хушрӗ, патша полкӗнчи ҫынсенчен ҫуррине ҫапӑҫӑва илсе кайма ирӗк пачӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗс, воевода, хамӑрӑн хӑваласа каймалла вӗсене, ялсене пӗтерме памалла мар — ырларӗ ун сӑмахне Тукай.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эсир вара маттур, маттур эсир, — ырларӗ председатель.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Колхоз председателӗ ҫамрӑк механик пуҫарӑвне ырларӗ ҫеҫ мар, тепӗр уйӑхран хатӗрсем те тупса пачӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Тӗрӗс! — ырларӗ ӑна Левентей.

Help to translate

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа калча ҫине юр тытнине ырларӗ, анчах ку ӗҫе тӗплӗрех тума хушрӗ.

Help to translate

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тӗрӗс, Марине, тӗрӗс, — ырларӗ Сехре.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иван пичче чӗнмерӗ, ҫамрӑка хӑйӗн куллипе ҫеҫ ырларӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ку тӗрӗс, — ырларӗ парторг.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Валерий Николаевич предприяти ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне палӑртса ырларӗ, коллектив туслӑ та шанчӑклӑ пулнине каларӗ.

Help to translate

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

Ырлаканни ырларӗ Ахтупайпа Ятламас сӑмахне, чылайӑшӗ вара нимӗн те чӗнмерӗ.

Help to translate

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бельские ку хурав савӑнтармарӗ, анчах аслӑ воевода ҫамрӑк хан хӑюлӑхне ырларӗ.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чаршав хупӑнсан сцена ҫине Иван Андреевич Слободской хӑпарчӗ, Эльгеева тав туса ырларӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пиччӗшӗ те ырларӗ вӗсене.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫутӗҫ комиссарӗ Михаил Сергеев ырларӗ пирӗн шухӑша.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed