Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакланӑ (тĕпĕ: хакла) more information about the word form can be found here.
— Тарас Поликарпович, паха меслетсене хакланӑ ҫӗрте ӗҫ тухӑҫлӑхӗ те пысӑкрах пулмалла-ҫке?

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Мероприятисене пухӑннисене республика Пуҫлӑхӗ ӑшшӑн саламланӑ, мала тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене пысӑка хурса хакланӑ, вӗсен ырӑ ӗҫӗ ыттисемшӗн тӗслӗхре пулнине асӑннӑ.

Help to translate

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Кӑҫалхи ӑмӑртура чи лайӑх Учителпе воспитательсене кӑна мар, социаллӑ педагог, педагог-психолог, методист, тӑван чӗлхепе литературине вӗрентекенсене те хакланӑ.

Help to translate

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.

Участников конкурса оценивали профессиональные судьи из Москвы.

Чӑваш пуканипе ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35092.html

Ачасем маттур та хастар тесе хакланӑ вӑл.

Help to translate

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Пӗлтӗр, МВФ хакланӑ тӑрӑх, ӳсӗм малтанхи прогнозсенчен иртнӗ: кӑтарту 4,8% ӳснӗ.

В прошлом году, по оценке МВФ, рост превзошел первоначальные прогнозы: показатель увеличился на 4,8%.

Китай Совет союзӗнчен юлнӑ уҫлӑхра хӑйӗн вӑйне ӳстерет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35027.html

Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ.

В тот вечер была презентована новая книга поэта, а о Марине Карягиной был показан документальный фильм «Встречное течение. Амфистроф».

Марина Карягина ҫинчен ӳкернӗ кинона кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35015.html

Конкурса хутшӑнакансен ӗҫӗсене хакланӑ май тӳресем Раҫҫейре ҫамрӑксен журналистики ҫӳллӗ шая ҫӗкленнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Ара, критиксем те хӑйсен статйисенче Ямаш Ваҫҫи пултарулӑхне хакланӑ чух «Ҫӗр юнӗ» романа кӑна каҫса кайсах мухтаҫҫӗ, унӑн ытти хайлавӗсене вара ячӗшӗн кӑна асӑнкалаҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мероприятие ертсе пыракансем Иван Яковлевӑн тӑван чӗлхене аталантарас, чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫарса ярас ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ.

Help to translate

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Жюри вӗсене темиҫе критерипе хакланӑ.

Жюри оценивает их по нескольким критериям.

«Чӑваш Ен мисӗ» конкурсра 10-мӗш класри Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34918.html

Пурте халӑх ҫут ӗҫ патриархӗн пархатарлӑхне пысӑка хурса хакланӑ, унӑн ятне, ҫулсем иртнӗ май, ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклесе пыма сӗннӗ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Огарев сӑввисене Н. Г. Чернышевский пысӑка хурса хакланӑ, вӑл вырӑс литературин историйӗнче мухтавлӑ вырӑн йышӑнать, тенӗ.

Help to translate

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.

Светлана Каликова, высоко оценивая завещание Ивана Яковлева, упомянула о его важности не только для чувашей, но и для других национальностей.

Иван Яковлева асӑнса митинга пухӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34857.html

Прозаикӑн иккӗмӗш кӗнекине хакланӑ май В. Нишер ҫапла ҫырать: «Николай Мартынов произведенийӗсенче Сӑр, Выл тӑрӑхӗсем питӗ ӳкерчӗклӗн, сӑнарлӑн куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ».

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула унӑн ячӗ, ытти хӑш-пӗр ҫыравҫӑпа танлаштарасан, тен, ытлашши анлӑ сарӑлман пулӗ, анчах литературӑна юратакансем, ӑнланакансем Мартынов пултарулӑхне хӑть те хӑҫан та пысӑка хурса хакланӑ, ун кӗнекисене юратса вуланӑ.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Вӗсем ав Гитлера турра хакланӑ пек хаклаҫҫӗ, кашни утӑмрах «Хайль Гитлер!» тесе саламлаҫҫӗ.

Help to translate

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан та кӑтарту пирӗн республикӑн аван тесе хакланӑ ертӳҫӗ.

Help to translate

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Регион ертӳҫи ҫакна малалла каймалли ҫирӗп никӗс тесе хакланӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Калӑпӑр, кирлӗ пек таварсене централизациленӗ майпа туянни, уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ ертӳҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed