Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хак the word is in our database.
хак (тĕпĕ: хак) more information about the word form can be found here.
Ҫак пулӑма «ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ ветеранӗсен Ассоциацийӗ» Чӑваш Енри обществӑлла организацийӗ пысӑк хак панӑ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.

Help to translate

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

1290 ҫулта хулана паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Марко Поло килсе кайнӑ, Тханӑна вӑл тӗнчери чи лайӑх хуласенчен пӗри тесе хак панӑ.

В 1290 году город посетил знаменитый путешественник Марко Поло, охарактеризовавший Тхане как один из лучших городов мира.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

«Вӑхӑт» тенӗрен, ӑна епле хак паратчӗ-ха учитель?

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ытларах енчен вӑл питӗ те ырласа хак панӑ, Магеллан пирки каланӑ май Элькано вӑл хӑюллӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ.

Показания были весьма одобрительными, Элькано отмечал решительность и честность Магеллана.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Пикесен ӑсталӑхне ятарлӑ жюри хак панӑ.

Help to translate

«Трак ен пики-2024» конкурс иртнӗ // Виталий Михайлов-Чунтупай. https://chuvash.org/news/37528.html

«Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер»

«Цена власти: Киссинджер в Белом доме Никсона»

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Кунсӑр пуҫне Херш унта Киссинджер Никсонпа Вьетнамри вӑрҫӑн тӗп никӗсӗ пирки калаҫса татӑлнине уҫса панӑ — Кӑнтӑр Вьетнам, ҫакӑншӑн темле хак тӳлеме тивӗ пулсан та, коммунистсен аллине лекмелле мар.

Кроме того, Херш описал договоренность Киссинджера с Никсоном об основополагающем принципе войны во Вьетнаме — Южный Вьетнам должен оставаться некоммунистическим любой ценой.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

1983 ҫулта Херш «Атлантик» американ литература журналӗн ҫыракан редакторӗ пулса тӑнӑ, тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн «Влаҫра ларнин хак: Никсонӑн Шурӑ ҫуртӗнчи Киссинджер» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

В 1983 году Херш стал пишущим редактором американского литературного журнала «Атлантик» и выпустил книгу «Цена власти: Киссинджер в Белом доме Никсона», над которой работал четыре года.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

2016 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ: Салман Рушдине вӗлернӗшӗн хак ҫумне Иранри медиасем 600 пин $ хушнӑ.

21 февраля 2016 года к цене за убийство Салмана Рушди иранские медиа назначили надбавку в $600 тыс.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Олег Алексеевич ҫак канашлура палӑртнӑ кӑмӑлсӑр тӗслӗхсем айсбергӑн курӑнакан пайӗ кӑна пулнине те тавҫӑрать, ҫавна май ҫак эрнере муниципалитетсен пӗтӗмлетӗвӗсене пухса, вӗсене хак парса тивӗҫлӗ йышӑну тума хатӗррине ҫирӗплетрӗ.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Хутла пӗлни — 96 % (2003 ҫулта хак пани).

Грамотность — 96 % (оценка 2003).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Пурӑнакан халӑх йышӗ улшӑнни — 88,2 пин. (1937); 103 пин. (1968 ҫул); 100 пин. (1977 ҫул); 107,8 пин. (2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗ тӗлне хак пани.

Динамика численности населения — 88,2 тыс. (1937); 103 тыс. (1968 год); 100 тыс. (1977 год); 107,8 тыс. (оценка на июль 2010).

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Унӑн пӗрремӗш «Кӗмӗл курупка» (выр. «Серебряная коробочка») 1906 ҫулта тухнӑ, ӑна пысӑк хак панӑ, ун хыҫҫӑнах ҫав ҫулхине «Харпӑрлӑх» роман пичетленнӗ, Форсайтсем ҫинчен ҫырнӑ трилогири вӑл пӗрремӗш кӗнеке пулнӑ.

Его первая пьеса «Серебряная коробочка» вышла в 1906 году и имела успех, за которой в том же году последовал роман «Собственник», первая книга из трилогии о Форсайтах.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ҫак ыйтӑва хирӗҫ тӗрӗс сӑмах калас тесе, иртнӗ ҫулсенчи ӗҫсене, литературӑн аталанӑвне тӗрӗс хак парас тесе, эпир иртнӗ съездри калаҫусене кӗскен аса илетпӗр.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Коммунистсен партийӗ, совет литературине тивӗҫлипе пысӑк хак парса, илемлӗ литературӑна парти кӑтартнӑ ҫулпа малалла илсе пыракан писательсене хӑйӗн шанчӑклӑ пулӑшаканӗсем вырӑнне хурать.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пирӗн ачасен тата педагогсен ӗҫӗсене пысӑк хак параҫҫӗ.

Help to translate

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Актай ҫак тарана ҫитсе те юнашар ларса вӗренекен ачасене хак пама пӗлмен!

Help to translate

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ача мӗнле вӗреннине учитель хак парать-ҫке.

Help to translate

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Мӗн хак билет? — ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed