Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Начинкин, аманнӑскер, ротӑра тимӗр пек ҫирӗп ҫын шутланнӑ пулсан та, хӑвӑрт хавшаса, амбразура патне вӑйсӑррӑн ӳкнӗ.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Хӑйӗн вӑйӗ хавшаса пынине Маклай халӗ те туять ӗнтӗ: ту ҫине хӑпарма йывӑр, хӑвӑрттӑн утма йывӑр, тулли хутаҫа хулпуҫҫи ҫинче йӑтса таврӑнма та йывӑр.
Сунара! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Таня, вӗри чирпе выртнӑран хавшаса кайнӑ пулин те, хӑйне хӑй сывӑ, савӑнӑҫлӑ ҫын пек тытать.Таня, ослабевшая от высокой температуры, была бодра и радостна.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Арман чулӗ пек пысӑк та кӗмсӗрккескер, латсӑр та вӑрахскер, арҫын чӗри ҫинче халтӑрт та халтӑрт ҫаврӑнса, унӑн больницӑра уйӑх ытла вырӑнпа выртса хавшамаллипех хавшаса ҫитнӗ шухӑш-кӑмӑлне пушшех те пӑркӑчларӗ, пушшех те тертлентерчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Эпӗ халӗ Подольск уесӗнчи халӑхӑн ӳт-пӗвпе сывлӑх тӗлӗшӗнчи аталанӑвне тӗпчесе вӗренетӗп, — ӑнлантарчӗ Левицкий, — вара ҫакна пӗлтӗм: халӑхӑн сывлӑхӗ яланах ртутьпе сиенленнине пула хавшаса пырать иккен.
Кӑвайтсем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Елчӗкре те хавшаса пырать.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.
Ывӑнса, выҫӑпа хавшаса ҫитнӗ ҫынсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн нимӗн калаҫмасӑр вӑраххӑн утса пыраҫҫӗ.Измученные, голодные, люди уныло и молча шли друг за другом.
Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.
Чӑнах та, шӑнан вӑйӗ хавшаса пынӑ, вӑл ҫунаттисене те ҫапкалайман, юлашкинчен вилсе выртнӑ.И верно: усилия мухи, ее рывки делались все слабее, а потом она и вовсе затихла.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Юлашкинчен ӳпки хавшаса ҫитнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ чух ӑмӑрткайӑк пекех хӑпартланатӑн: ҫӗре вырӑнтан тапратас пекех — ӗҫне тума тӑрсан, тӳрех хавшаса ӳкетӗн те ывӑнатӑн.
III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Пирус сутакансен укҫа шучӗ нумайланать туянакансен сывлӑхӗ хавшаса пырать тесе калать манӑн анне.
Ҫиччӗмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Ҫакӑн пек чух хавшаса ҫеҫ ан ӳк, ӗҫе татса паракан вӑхӑта тӗрӗс суйласа илес пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кун хыҫҫӑн талантлӑ чӑваш писателӗ, чӑн-чӑн чӗлхе ӑсти, сывлӑхӗ хавшаса ҫитнипе, ҫак классикӑллӑ произведенин малаллахи кӗнекесене куҫараймарӗ, нумай хушӑ йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 1957 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилсе кайрӗ.
Куҫаракантан // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 502–503 с.
Вӑл юлашки уйӑхра япӑх ҫисе пурӑнчӗ, юлашкинчен тин халь ҫав хушӑра хӑй ытла та хавшаса ҫитнине туйса илчӗ.Он плохо питался последний месяц и только сейчас почувствовал, как ослабел за это время.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй хӑвӑрт ватӑлса пынине, сывлӑхӗ кунран-кун хавшаса начарланнине вӑл хӑй те сисмерӗ, халӗ те ҫаплах тем ҫине шанчӑк хурать хутран-ситрен курма тивнӗ чух чипер упӑшки ҫине именчӗклӗн юратса, пӗт-пӗтӗм хӗпӗртесе пӑхкаласа илет…
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак саманта вӗсем кашниех хатӗрленнӗ пулмалла, кунта, хӑйсен тӑван килӗнче, мӗн курма пултарни ҫинчен кашниех хӑйне евӗр шутланӑ ӗнтӗ, анчах вӑл ҫакӑн пек юхӑнчӑк пуласса вӗсенчен никам та кӗтмен: кӑмака вырӑнӗнче кирпӗчсем сапаланса выртаҫҫӗ, чӳрече янаххисем типсе, хавшаса кайнӑ, вӗсене юр витнӗ, мачча патӗнче тусанлӑ шпалер татӑкӗсем сыхланса юлнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ут-пӳ хавшаса ҫитрӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чылай каярахран та, патшан хурҫӑ шӑнӑрлӑ алли пӑркӑчласа хӗстернине пула пӗтӗм Ҫар облаҫӗ шӑппӑн пӑлханнӑ вӑхӑтра, тури казаксем, хӑйсен атаманӗсем ертсе пынипе, кӗрешӗве уҫҫӑнах ҫӗкленнӗ, патша тытӑмӗн тӗккисене лӑкакаласа пӑхнӑ: корона ҫарӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Дон ҫинчи каравансене тустарнӑ, Атӑл ҫине ҫитсе ӳкнӗ, хавшаса вӑйсӑрланнӑ Запорожье казакӗсене пӑлхава тухма хӗтӗртнӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сывлӑхӗ ахаль те самаях хавшаса ҫитнӗ пирки 1932-1933 ҫулсенче сивӗ хӗл унӑн чирне тата та шаларах ячӗ.
Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html
Анчах ҫывӑх вӑхӑтра татса памалли чи кирлӗ задачӑсене пурнӑҫлама офицерсемпе партизансен отрячӗсене ҫеҫ хутшӑнтарать-ха; кунран кун хавшаса та пӑнтӑхса пыракан хевтесӗр ҫар влаҫӗ пӗртен пӗр ҫавсем ҫине ҫеҫ шанчӑк хума пултарнӑ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.