Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхалану the word is in our database.
хавхалану (тĕпĕ: хавхалану) more information about the word form can be found here.
«Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьёва, Лидия Сарине, Ольга Фёдорова, Галина Кӗмӗл ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, кӑмӑла кайнӑ йӗркесене вуласа пачӗҫ, кӑларӑма кун ҫути парнелеме пулӑшнӑ ҫыравҫӑн мӑшӑрне Галина Фёдоровӑна, вӗсен ывӑлне Александр Фёдорова ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Альбина Юрату, Лидия Сарине, Ара Мишши, Нина Артемьева, Раиса Воробьева ҫыравҫӑсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата уява хутшӑнакансем поэтӑн сӑввисене вуласа киленчӗҫ, юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ, пултаруллӑ калем ӑстине ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, вӑй-хӑват, хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Халь куҫ умне тухса тӑнӑ сӑнарпа ӳкерес хавхалану сӳрӗлмесен…

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫавӑн чухне ҫеҫ пурнӑҫра хавхалану, малашлӑх тӗллевӗсем ҫуралаҫҫӗ.

Help to translate

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Ҫакнашкал уявсем ҫӑмӑл мар ӗҫе пурнӑҫлама хавхалану кӳреҫҫех.

Help to translate

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Библиотека вара ҫынна хавхалану кӳрекен вырӑн пулса тӑрать, культурӑпа пуянлатать, пултарулӑх ӳсӗмӗн ҫӑлкуҫӗсене тупать.

Help to translate

Майӑн 27-мӗшӗнче — Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунӗ // Ю.Г. ПАВЛОВ,А.М. ЗАРИПОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... un-3275731

Юрлама, ташлама, аталанма хавхалану парнелеҫҫӗ.

Help to translate

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Тахҫан хӑй мӗн ҫырнине пӗрре, тепре вуласа тухать те, ӑна чун-чӗре тулли хавхалану ҫавӑрса илет:

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Енчен те ҫыннӑн хӑйӗн чун-хавалӗнче тапса тӑракан вӑй-хал, ыркӑмӑллӑх пулмасан ӑна нимӗнле хавхалану та пулӑшаймӗ.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫакӑ ӑна хавхалану кӳмесӗр хӑварман паллах.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Вӑл вӑхӑтри вӗрентекенсем ӳсекен ӑрӑва интереслентерме пултарнӑ, ачасен хӑйсен те хавхалану пулнӑ.

Help to translate

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ҫапла, ҫухатман, пушшех тепӗр майлӑ — хавхалану, шанӑҫлӑх, малашлӑх вӑйне туйса илнӗ.

Help to translate

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Малашне те хастар ӗҫлеме прозаика ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ.

Help to translate

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

«Республикӑра ҫулсерен иртекен Сывлӑх тата спорт кунӗ ку хутӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри йӗлтӗр йӗрӗ спорт ӑмӑртӑвӗпе тӳр килчӗ. Медале ҫӗнсе илессишӗн тупӑшакансене хаваслӑ кмӑл-туйӑм, вӑй-хват, пурне те йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнисене, сывлӑх, хавхалану сунатӑп!», - тесе каланӑ Пуҫлӑх.

Help to translate

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Унӑн хӑюлӑхӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраманни, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни ҫамрӑксемшӗн хавхалану, ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем Раҫҫей салтакӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ачасен ҫырӑвӗсем пысӑк хавхалану кӳнине палӑртнӑ.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

«Ӗҫрен, хускануран хавхалану илетӗп эпӗ, ҫынна ырӑ туни вара мана хама чылайлӑх вӑй-хӑват парать», - хуравлать вӑл, яланах ӑшӑ кулӑпа савӑнтарса.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

«Елчӗке вӑй-хал пухма, хавхалану илме килтӗмӗр», - шӑпах ҫак сӑмахсемпе уҫрӗ «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн заместителӗ Арсений Тарасов Елчӗк районӗнче вулакансемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва.

Help to translate

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Хавхалану ҫӑлкуҫӗ шырама юрать.

В этот период можно заняться поиском своего вдохновения.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уяв хӑнисене культура ӗҫченӗсен, «Мерчен» ансамблӗн, «Хавхалану» ташӑ ушкӑнӗн, Елчӗк тата Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен вӗренекенӗсен, округ центрӗнчи ача сачӗсенчи шӑпӑрлансен юрри-ташши илем кӳчӗҫ.

Help to translate

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed