Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттарчӗ (тĕпĕ: уттар) more information about the word form can be found here.
Чӑнах та уттарчӗ аялалла, ял варринелле, Муратова ҫапла каласа хӑварчӗ: «Эпӗ часах килетӗп. Кӗтес килсен кӗт, кӗтме вӑхӑт ҫук пулсан, ан та тӑр, эпӗ пӗччен те пӑхса ҫӳрӗп», — терӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ваҫка-Васка каялла уттарчӗ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хуллен хускалчӗ, енчен енне сулӑнса, автокран еннелле уттарчӗ.

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун кабининчен тухнӑ вӑтам ҫулсенчи чӑсмак арҫын кустӑрмасене тапкаласа, кузов айне лӑпчӑна-лӑпчӑна пӑхса, машина тавра ҫаврӑнчӗ те пусма еннелле уттарчӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ашшӗ-амӑшӗпе тӑраниччен калаҫнӑ хыҫҫӑн каҫалапа вӑл библиотекӑналла уттарчӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун чухне, кӑнтӑр ҫитеспе, вӑл сумка ҫӗклесе гастронома уттарчӗ: писатель те ҫимесӗр пурӑнаймасть, унӑн та хырӑм валли кашни кун тенӗ пекех мӗн те пулин туянмалла.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана хӑй малтан уттарчӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Герасим Федотович колхоз председателӗпе мӗнлерех калаҫмалли ҫинчен шухӑшласа Пурташалла уттарчӗ.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Севет инке Маринӑна ӳпкелеше-ӳпкелеше фермӑналла уттарчӗ.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тарас тӑвалла уттарчӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Ну, тытӑр эппин, ӑна перекетлӗн! — аллине сулса малалла уттарчӗ Кукшанов.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Таҫта сурӑхсем макӑрни илтӗнсен сӑн-питне айӑплӑ кулӑпа чиперлетнӗ хӗрарӑм тӑкӑрлӑкран ял варринелле сулӑнчӗ, хушшӑн-хушшӑн каялла пӑха-пӑха урамалла вӑраххӑн уттарчӗ.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Юлашкинчен Моляков: «Мана Ира тахҫанах маннӑ-тӑр, унӑн юлашки ҫырӑвне эп хуравламанччӗ те пулас, ҫавӑншӑн вӑл ӗмӗрлӗх тарӑхма та пултарнӑ — халь вара ӑна кӗтсе тӑратӑп. Лариса лӗпӗртетнине итлемелле-и ман? Тӑм писмен ҫав эп», — тесе шухӑшласа илчӗ те чӑматанне ҫӗклесе алӑк еннелле уттарчӗ.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Вӑл, шыв урлӑ ишсе каҫма хатӗрленнӗ пек, утне хӑйӑр тӑрӑх малалла уттарчӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирук кӳлӗрен уйрӑлчӗ те вӑрман хӗрнелле уттарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл васкасах кӳлӗ хӗррипе кӑнтӑр ҫыран еннелле уттарчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Пырать», — тесе алӑ сулчӗ те уттарчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Вертихвостов вара, «чӗресӗр юрату» туйӑмӗпе канӑҫне ҫухатса, чӑтӑмсӑр пӑлханса кайнӑскер, хӑй «сехетне» кӗтсе илчӗ пулас: никампа та сӑмах-юмах сутти туса тӑмарӗ — саккӑрмӗш класрах ял клубӗн киномеханикӗпе «тупйытӑлла» выляса хӗр чысне вараланӑ лапчашка кӗлеткеллӗ Сидорова Елизаветӑна, ытла та ҫӑмӑл тумлӑскере, астаруллӑ куллине ҫурхи кӗсре кӗҫеннӗ пек кустара-кустара яракан йӑкӑл-якӑла, хул хушшинчен ҫӑватрӗ те, шӑлне тӗрсӗр йӗрсе, ҫывӑхри пӗве ҫыранӗнче ашкӑрса ӳсекен хӑвалӑх патнелле талкӑштарса уттарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан, ан куҫӑхтӑр тесе, вӑл кӗмӗл укҫа ҫине сурчӗ те жилетӑн ҫӳлти кӗсйине чиксе хӑй ҫулӗпе уттарчӗ.

Потом поплевал на монетку, чтобы не сглазить, положил ее в верхний карман жилета и пошел себе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вознесенский атте, ҫакӑ ҫӗр ҫинче асап тӳсекенсем ҫӳлти патшалӑхра ырӑ курасси ҫинчен юрласа, алтарьтен тухрӗ те алӑк патӗнчи ҫынсем патнелле мӑнаҫлӑн уттарчӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed