Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттарса (тĕпĕ: уттар) more information about the word form can be found here.
Гоан лашине уттарса пырать, унӑн утне халех каялла ҫавӑрас, Дэзин палланӑ кантӑкӗсене те пулин курас килет.

Гоан ехал шагом, ему нестерпимо хотелось повернуть лошадь назад и хоть еще раз взглянуть на знакомое окно Дэзи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Юлташӗсем ӑна мӑкӑрланакан пушар еннелле тӗллесе кӑтартаҫҫӗ: вӑл енчен, ҫулпа, темле юланутлӑ ҫын, пуҫне уснӑ лашине уттарса, хӑй умӗнчен хӗрлӗрех сӑнлӑ вӑрӑм ӗмӗлкине хӑваласа килет.

Они указывали в сторону зарева: оттуда по дороге, гоня перед собой длинную красноватую тень, ехал какой-то человек шагом на понурой лошади.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Эсӗ мӗн ҫухатнӑ тата? — тет ӑна Пархоменко, лашине хӗр патнелле уттарса; лаши, хӗр вырӑнтан та тапранманнипе, ун патнех ҫитсе ӑна сӑмсипеле сӗртӗнет.

— А ты чего потеряла? — сказал ей Пархоменко, наезжая так, что лошадь задела губами девку, но она и не пошевелилась.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Юланутлисем, лашисене каялла ҫавӑрчӗҫ те, сӑрт тӗми тӑрӑх малтанхи ҫулпах уттарса кайрӗҫ.

Всадники, повернув, шагом двинулись по бугру в том же направлении.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Лина ӑна ювелир лавкки умӗн вун ҫичӗ хут уттарса ирттерчӗ ӗнтӗ, кашнинчех ҫӗрӗ туянса пама ыйтать.

Шутка сказать, Лина семнадцать раз провела его мимо ювелирного магазина и всякий раз упрашивала купить ей колечко на помолвку.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ӑҫта юрттарса, ӑҫта уттарса, кӑштахран пурпӗрех ҫитес ҫӗре ҫитрӗ Эмиль.

Где рысцой, где шагом, но в конце концов Юлан всё же добралась до места.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫар уставӗсенче пуринче те тенӗ пекех салтаксене уттарса минӗретесси тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ.

Во всех почти воинских уставах главное место отводилось шагистике, муштре.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Эпӗ ӑна пилӗкӗнчен ыталаса тытрӑм та, хӑй ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйта-ыйта уттарса кайрӑм.

Я обнял его за талию и повел, допрашивая, где он живет.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Лашана уттарса ҫеҫ пыратӑп, часах чарӑнмалла та пулчӗ: лаша мӗнле хӑваласан та малалла пӗр утӑм та утмасть.

Я поехал шагом и скоро принужден был остановиться: лошадь моя вязла.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

— Хуҫӑкки вӑл хуҫӑк та; анчах та салана ҫитӗпӗр… уттарса.

— Сломалась-то она сломалась; ну, а до выселок доберемся… шагом, то есть.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Эпир малалла уттарса кайрӑмӑр; ялтан тухсан пире пӗр хӗрӗх ҫулхи ҫын, ҫӳллӗскер, ырханскер, пӗчӗк те каҫӑр пуҫлӑскер, хӑваласа ҫитрӗ.

Мы поехали шагом; за деревней догнал нас человек лет сорока, высокого роста, худой, с небольшой загнутой назад головкой.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

«Эх, ҫакӑн пек чаплӑ тумтире ним тирпейлемесӗр хӑварчӗ!» терӗ умански куренныйӗ Бородатый; вӑл лашине хӑйсеннисенчен пӑрчӗ те Кукубенко вӗлернӗ шляхтич патнелле уттарса пычӗ.

— Эх, оставил неприбранным такое дорогое убранство! — сказал уманский куренной Бородатый, отъехавши от своих к месту, где лежал убитый Кукубенком шляхтич.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Малта лашисене харӑссӑн уттарса ахаль тумтир тӑхӑннӑ гусарсем пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кольчуга тӑхӑннӑ ляхсем, унтан тимӗр кӗпе тӑхӑннӑ, аллисене вӑрӑм сӑнӑсем тытнӑ воинсем, унтан пуҫӗсене йӗс ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ляхсем, унтан кашни хӑйне евӗр тумланнӑ чи пуян шляхтичсем уйрӑмӑн пыраҫҫӗ.

Впереди выехали ровным конным строем шитые гусары; за ними кольчужники, потом латники с копьями, потом все в медных шапках, потом ехали особняком лучшие шляхтичи, каждый одетый по-своему.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тараспа ывӑлӗсем лашисене вӗсен хушшипе асӑрханса уттарса тухрӗҫ: «Сывлӑх пултӑр, пансем» тесе саламларӗҫ вӗсем.

Тарас осторожно проехал с сыновьями между них, сказавши: «Здравствуйте, панове!»

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Пӗрре Софрошка ҫине, тепре урам тӑрӑх шикленсе пӑхать, хӑйсен ҫывӑхӗнчех милиционер итлесе пымасть-ши тесе асӑрхать, ку самантра вӑл Софрошка аллинчен хӑтӑлас тесе пӑрлӑ шыв юхакан Атӑл урлӑ ишме те хатӗр, анчах лайӑх ҫилпе авӑракан арман пек пӗр таттисӗр павраса пыракан юлташӗ ӑна тата хытӑрах ҫатӑртаттарса тытнӑ та сулампа ҫеҫ уттарса пырать.

Help to translate

Хӑнара // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 82–85 с.

Урамӗ те, ав, каҫхи урам,ян-ян… — ватӑ ҫын ятлаҫнӑ хушӑрах кузоври вутта аялалла пере-пере пӗтерчӗ те Виталий ҫӗре тӑрӑст! сиксе анчӗ, машинӑна кӑшт маларах уттарса бортсене хӑпартса ҫаклатрӗ, унтан, тем каламалла пекле, кӗреҫе сухал умнӗ пырса тӑчӗ.

Help to translate

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр пӗчӗк кӑна ҫырма урлӑ хунӑ кӗпер патне ҫитеспе бригада начальникӗ лашине уттарса ҫеҫ кайрӗ.

Около мостика через ров начальник бригады сдержал храпящего коня.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Маруся мана чупнӑ пекех питӗ хӑвӑрт уттарса пычӗ.

Маруся так скоро меня вела, прямо бежала.

Гриц епле кӑмӑллӑ ача // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Каялла эпӗ вӑраххӑн, лашана хӑваламасӑр, уттарса таврӑнтӑм, хама самокритикӑпа тӗпренех ҫунтарса илме тӑрӑшрӑм, анчах темле тӑрӑшсан та, Кӑртӑша темиҫе хутчен чарса тӑратсан та, манӑн ӗҫ тухмарӗ.

Ехал я обратно тихонько, шажком и пробовал пробрать себя самокритикой до корней, но, как ни бился, даже Ерша останавливал несколько раз, ничего не получилось.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Жандармсем Йована устав хушнӑ пек пӗр виҫӗмре уттарса пыраҫҫӗ.

Жандармы шли на положенном расстоянии от Йована.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed