Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗмески (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Фомин ним шарламасӑр лаши ҫинчен анчӗ, йӗнерне хывса илме тӑчӗ, унтан ҫаплах хӑварчӗ те, аяккарах пӑрӑнса, упасарри пусса илнӗ тӑпра тӗмески ҫине кайса ларчӗ.

Фомин молча слез с коня, стал расседлывать его, а потом отошел в сторону, так и не сняв седла, сел на поросшую папоротником кочку.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тусан витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан хӗрлӗармеецсем, аллӑ ҫынна яхӑн, сапаланса кайса, сӑрт тӗмески еннелле чакмалли ҫула пӳлсе, вӑрманӑн сылтӑм хӗррипе атакӑна ывтӑнса килеҫҫӗ.

Справа над опушкой леса, чуть видные сквозь пыль человек пятьдесят красноармейцев, развернувшись лавой, отрезая путь к отступлению на бугор, шли в атаку.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑрт тӗмески ҫинче каллех Григорий патне пычӗ:

На бугре он снова подъехал к Григорию:

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йывӑҫ тӗмески хушшинчен сасартӑк вӗҫсе тухса кайнӑ хӑмӑр кӑрӑпчак Пантелей Прокофьевича шартах сиктерчӗ.

Вырвавшийся из-под куста коричневый вальдшнеп заставил Пантелея Прокофьевича вздрогнуть от неожиданности.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, турӑ пулӑштӑр ӗнтӗ! — текелесе, кил хушшинчен тухрӗ, карчӑкне тилхепе тыттарса, хапхана кайса хупрӗ те, урапапа юнашар утнӑ май, сӑрт тӗмески патне ҫитичченех сӑмсине шӑнкарта-шӑнкарта, сӑхман ҫаннипе куҫҫульне шӑлкаласа пычӗ.

— Ну теперь — с богом! — выехал со двора, передал вожжи старухе, закрыл ворота и до самого бугра сморкался и вытирал рукавом чекменя слезы, шагая рядом с арбочкой.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич суд пӳлӗмӗнчен каҫса каясла хӗпӗртесе тухрӗ, чиркӳ тӑрри ҫине пӑхса сӑхсӑхрӗ те… сӑрт тӗмески урлӑ ҫулҫӑр-мӗнсӗрех килнелле тапрӗ.

Не помня себя от радости, Пантелей Прокофьевич вышел, перекрестился на церковный купол и… через бугор бездорожно направился домой.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Айлӑма анмаллаччӗ те, вар-тӗпӗпе улӑхса, хамӑрӑннисем патне сӑрт тӗмески хыҫӗнчен пырса тухмаллаччӗ, ун чух ним хӑрушлӑх та пулмастчӗ».

Спустился бы в лощину, по теклине поднялся вверх и за бугром без опаски добрался бы до своих».

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каллех сӑрт тӗмески ҫине тухрӗҫ те, тем ҫинчен шухӑша кайса пынӑ Прохор ыйтрӗ:

Снова выехали на бугор, и тут Прохор, напряженно о чем-то думавший, спросил:

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Темскер ырӑ мар пуласса уҫӑмсӑррӑн туйса, чуна чӗпӗтсе ыраттаракан пӑлханупа тунсӑх пуснипе асапланаканскер, вӑл чӗлпӗрне йӗнер пӗкечи ҫине хучӗ те сӑрт тӗмески патне ҫитиччен те каялла куҫ ывӑтса илмерӗ.

Томимый неясными предчувствиями, гнетущей тревогой и тоской, ехал он, кинув на луку поводья, не глядя назад, до самого бугра.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем хӗрлисемпе сӑрт тӗмески ҫинче тӗл пулнӑ иккен те, пӗр-пӗрне пеме тапратнӑ хайхи.

Сошлись они на бугре с красными, зачали палить один в одного.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсен пуҫӗсем тӗлӗнче шрапнельсем ҫурӑлаҫҫӗ, хыҫран пулеметсемпе ҫунтараҫҫӗ, сӑрт тӗмески тӑрӑх, вӗсен ҫулне пӳлсе, Калмӑк полкӗн юланучӗсем ывтӑнса пыраҫҫӗ.

Над головами их рвалась шрапнель, в спины им били пулеметы, а по бугру, отрезая путь к отступлению, текла лава Калмыцкого полка.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон хӗрринчи сӑрт тӗмески хыҫӗнче ҫапӑҫу пырать.

За обдонским бугром шел бой.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аллине чӗри патне тытса, ҫӗнӗ тӑпра тӗмески патӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Прижимая руки к сердцу, остановилась возле свежего холмика земли.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫӗ хутчен залп панӑ хыҫҫӑн хӑйӑр тӗмески хыҫӗнчен хӑмӑр питлӗ, хура мӑйӑхлӑ ҫӳллӗ командир пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗкленсе тӑчӗ.

После трех залпов из-за песчаного бугра поднялся во весь рост высокий смуглолицый и черноусый командир.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ман хыҫран! — пулемет шӑпланнӑ-шӑпланман хуллен команда пачӗ те Григорий, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларса, хӑйӑр тӗмески еннелле утса кайрӗ.

— За мной! — негромко скомандовал Григорий, как только пулемет умолк, и пошел к бугру, вынув из ножен шашку.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон хӗррине юлнисем хӑйӑр тӗмески хыҫне вырнаҫса выртрӗҫ.

Оставшиеся возле Дона залегли за песчаным бугром.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑрт тӗмески ҫине хӑпарса ҫитсен, утне ҫавӑрса тӑратрӗ.

Выехал на бугор, повернул коня.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пульӑсем вӗҫни илтӗнмерӗ — хальхинче сӑрт тӗмески ҫинчен таҫта урӑх ҫӗрелле печӗҫ пулас.

Полета пуль не было слышно — очевидно, с бугра стреляли уже по какой-нибудь новой цели.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Снаряд йынӑшса шартлатнӑ тата унӑн ванчӑкӗсем вшиклесе иртнӗ сасӑсем хӑлхара сирӗлсе ҫитеймерӗҫ-ха, ҫывӑхри лачакара сывлӑш хумӗ асар-писеррӗн пырса ҫапнипе ҫӗрелле авӑннӑ хӑмӑшсем те тӳрленсе ӗлкӗреймерӗҫ — сӑрт тӗмески ҫинчен татах тепӗр хутчен тупӑ аслати пек хӑватлӑн кӗмсӗртетсе кайрӗ те, снаряд хаяррӑн ӳлесе ҫывхарнӑ сасӑ Григорий чӗрине хиврен пӑчӑртаса хӗсрӗ, йӗнер ҫумне лӑпчӑнтарчӗ.

Еще не заглох в ушах его стонущий визг и вой осколков, еще не успели подняться в ближней музге камыши, поваленные буревым давлением воздуха, с шорохом выпрямлявшиеся, — как на горе раздался гром орудийного выстрела, и вой приближавшегося снаряда снова стал давить Григория, прижимать его к седлу.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий ҫурма ҫула ҫитерехпе Семенов тӗмески ҫинчен тупӑ сасси кӗрӗслетсе кайрӗ.

Когда Григорий достиг уже половины пути, с Семеновского бугра садануло орудие.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed