Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Татах тем каласшӑнччӗ вӑл, анчах ҫав самантра сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те икӗ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗҫ, пӗри Сухви, тепри Уриш.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Вӑл ирсӗр ҫын пулни сӑнӗнченех курӑнатчӗ, унран темӗнле усаллӑха та кӗтме май пурри палӑратчӗ, ҫавӑн чухлӗ укҫа панишӗн ҫав самантра унӑн чунне тем ырӑ марри кӑшлатчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кунашкал йывӑр самантра ҫуралнӑ кунӑма палӑртас теменччӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Халӗ ӗнтӗ ӑнланмалла, анне мана чи йывӑр самантра ҫеҫ уҫма хушнӑ ӑна, ӑруран ӑрӑва куҫнӑ пулӗ-ха вӗсем.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫав самантра кӗнекен хыҫалти хуплашкинчен тӗркенӗ япала тухса ӳкрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

— Хӑйне эрехпе асӑнма хушман пулин те мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ӑҫтан ҫак самантра чӑваш сӑрипе тупӑн?

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Амӑшӗ ӑна чи йывӑр самантра ҫемьен асамлӑ япалине илме каланӑччӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Тулли зал шӑплӑха путрӗ ҫак самантра.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.

Help to translate

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Пирӗн геройпа калаҫнӑ самантра вӑл госпитальтеччӗ-ха.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Упӑшки судран таврӑнсан, суд ларӑвӗ мӗншӗн вӑраха кайнине ыйтса пӗлсен, Тамара самантра сӑнран улшӑнса каять.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тарӑхнӑ самантра пӗлӗшӗмӗн шӗпӗнӗ пӗрлӗхен пек хӗреле-хӗреле каятчӗ.

Help to translate

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Амӑшне пӑх та хӗрне ил» тенине аса илет те Левен вара ӑнланать: Тамарӑра та пур амӑшӗн харсӑрлӑхӗ; халлӗхе, лӑпкӑ пурӑннӑ самантра, ҫав харсӑрлӑхпа ҫивӗчлӗх сисӗнсех каймасть-ха.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑть мӗнле йывӑр самантра та Тамара Левене хӑй епле асапланни пирки каласа парса пӑшӑрхантармасть:

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен куҫкӗрет йӑпӑр-йӑпӑр чупма именмен шӑшисем, мӗскӗннӗн мяуклатакан кушак ҫурин сассинчен шикленсе, самантра килӗсене тарса пытанаҫҫӗ.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун пек самантра Тамарӑн килне темле асамҫа пыртарас килет.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Темле якӑлтирех хӗрпе кӗнӗ арҫын пит вӑр-варскер пулчӗ: ҫутӑ ҫутрӗ самантра, чӑматанне кирлӗ пек вырнаҫтарса хучӗ, унчченех сарса тирпейленӗ утиялсене сиркелерӗ, минтере пӑшт-пашт чышкаларӗ; унтан, Левене тахҫанах пӗлнӗн: — Атя, йӑпӑртлӑха тух, — терӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл та, ытарма ҫуккине курсан, самантра мӑкӑрланма тытӑнать.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юр ҫунӑ самантра юпа ҫумӗнче тӑнӑ чух, уҫланкӑра Тамара пӑшӑлтатнине аса илет Левен:

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗлӗнмелле вӑл ҫамрӑк чух: нимӗн те каламастӑн, куҫран ҫеҫ пӑхатӑн, унта мӗн ҫырнине самантра вуласа ӑнланатӑн.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed