Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пускаласа (тĕпĕ: пускала) more information about the word form can be found here.
Ҫаплипех Пурис ури ҫине мӑраланса, мӑштӑк-мӑштӑк сывлакаласа, мӑштӑр-мӑштӑр тӑчӗ те, урисене кӗскен чӑштӑр-чӑштӑр шутаркала-шутаркала, шуҫа-шуҫа аялалла васкарӗ, асӑрханса пускаласа кӳлленчӗк хӗррине ҫитсе тӑчӗ, вара, кукленсе, йӗкӗрленӗ ывӑҫ тупанӗсемпе ӑса-ӑса, пӳрнисем хушшипе шӑпӑр-шӑпӑр юхтарса, шыв пеме пикенчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тупӑп-ха сансӑрах кама та пулин!» — «ҫийӗнчи кӗпине чарр! чарр! ҫурчӗ» вӑл ӑшра, вара сулахаялла пӑрӑнчӗ те, татах тем хивреленсе, чӗлхинчен туратлӑ, хисепсӗр сӑмахсем вӗҫерте-вӗҫерте, вӑрман хӑрӑмнелле ывӑнса йывӑрланнӑ, кӑмӑлсӑр, хӑпартнӑ урисемпе лӑнкӑ-ланкӑ, лӑнкӑ-ланкӑ, кӑнт-кант пускаласа лакӑштатрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Кунта каҫкӑҫ кӑна мар, каҫнӑ чух хӑвна шай тытмалли те пур иккен! — кӑмӑлӗпе тулса илчӗ Пурис, вара пушӑ сылтӑм аллипе пӗр пиҫӗ турат вӗҫӗнчен ҫатӑрласа тытса, сулахай урипе «каҫкӑҫ» ҫине, варрине, йӑпӑл-йӑпӑл пускаласа, тепринпе ҫӗртен вирлӗн тапса ячӗ те леш еннелле вашт! сикрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис вар хӗррине васкамасӑр, кӗскен-кӗскен утӑмласа, кушак пек ҫемҫен пускаласа ҫывхарчӗ, ҫитсен, аялалла тепӗр хут тимлесе пӑхрӗ — текех унта нимӗнле ҫутӑ та курӑнмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр куҫне асӑрхануллӑн тавралла ывӑтса илчӗ, унтан, пур-ҫук хӑюлӑхне карӑнтарса, самана, комсомол никӗсленӗ турра ӗненменлӗх карти урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ют куҫран асӑрханса, кӗпи айӗнчен мӑйран ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресне туртса кӑларчӗ, пӑталанӑ Христос барельефне тӗселекелесе ларчӗ, вара хӗресе виҫӗ хут чуп туса илчӗ те виҫӗ хут кӗл тунӑ пек каларӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Армути йӳҫҫиллӗ, пӑрланнӑ хуҫӑк кӑмӑлпа йывӑрланнӑ сӑмахсен урапине халсӑррӑн кустаркаласа, лӑппи-лаппи пускаласа утса, ҫамрӑксем юханшыв портне пырса ҫитрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑпӑш-кӑпӑш мӑк ҫине кӑпӑрт-кӑпӑрт пускаласа утса, арҫын ҫак делянкӑран умра та, хыҫра та вӗҫӗ курӑнман, сакӑн-сакӑн ҫеремлӗ (ку вырӑн вуншар ҫул каяллах вӑрман тӗпленӗ-тӑлпаланӑ хыҫҫӑн трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ пыллӑх пулнӑ пулас) ансӑр прачака тухрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унтан ерипен пускаласа хӗрсем ӗҫленӗ ҫӗре ҫывхарчӗ.

Help to translate

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена та амӑшне канма чӑрмантарас мар терӗ, сас-чӳ тумасӑр ерипен пускаласа урама тухрӗ.

Help to translate

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Класс тавра вӑл пӗр-икӗ хутчен нимӗн шарламасӑр утса ҫаврӑнать, унтан, йывӑррӑн пускаласа, класс хӑми патне пырать те унти ӳкерчӗке хуратса тӑкать.

Молча делал он круг-другой по классу, затем, тяжело ступая, подходил к доске и начисто стирал с нее чертеж.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сахар йӑпӑр-япӑр крыльца карлӑкӗ урлӑ сиксе каҫрӗ, пӳртум хӑми тӑрӑх пускаласа, лавкка стени ҫумне вырнаҫтарса хунӑ пакурсене илме пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун патне лӑкӑшт-лӑкӑшт пускаласа Иштерек пырса тӑчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Картлашки те ҫук пӳрте этемле пускаласа кӗме.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл, вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, сӗтел патӗнче тӑракан Анастасия Александровна патне пычӗ, ӑна алӑ парса: — Благочинный Веденский, — терӗ.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чылай вӑхӑтран пӳрте такам кӗни илтӗнчӗ: аттипе хытӑ пускаласа утать!

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир, чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа, чиркӗве кӗтӗмӗр, шкул ачисем патне пырса тӑтӑмӑр.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хуллен пускаласа, сӗтел умнелле хӑюсӑррӑн пырса тӑтӑм.

Help to translate

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне, тин утма вӗренекен ача пек, тӗрексӗр пускаласа, кӗлете кӗчӗ, унта пӑртак кӑштӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн, пуп патне пычӗ, вара чӗтрекен сассипе: — Ил, пачӑшкӑ, ме, — терӗ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ну, сывӑ пул, — терӗ вӑл юлашкинчен, вара, пысӑк аттисемпе йывӑррӑн пускаласа, хӑва тӗмӗсем хушшинелле кӗрсе кайрӗ.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне лавккана хуллен пускаласа кӗчӗ.

Help to translate

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed