Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вун тӑваттӑмӗш класра 4 тӑракан асап тӳсме пӳрнӗ ҫын, хӑйӗн чинӗ пирки ҫех патак ҫименскер, ҫитменнине тата ун ҫинчен патак ҫимест тесе те кашнинчех калама ҫук (кун ҫинчен вулакансем хӑйсем хӑйса калаччӑр).
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Патне ҫитесси виҫ-тӑватӑ утӑм юлсан, Том темӗнле патак ҫине пусрӗ, патакӗ ҫатӑрт туса хуҫӑлса кайрӗ.Им оставалось шагов пять, как вдруг Том наступил на палку, в она с треском сломалась.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Куҫса пыракан хуть те мӗнле япала та ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвать: ҫын аллипе ывӑтса янӑ патак, пульӑсем тата хальхи вӑхӑтри аякка перекен тупӑ снарячӗсем.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Йӗкӗт стена ҫумӗнчи верстак ҫинчен пӗр ывӑҫ чӳпӗк илчӗ те тимӗр патак вӗҫне чӗркесе ун ҫине бензин сапрӗ, унтан кӗсъинчен ҫап-ҫутӑ зажигалка кӑларса ӑна чӗртсе ячӗ.
Казик // Алексей Талвир. Ялав. — 1948. — № 10. — С. 22-23
Куратӑн-и? — кӑтартать вӑл хӗресле ҫыхнӑ ҫинҫе пӗчӗк патак татӑкӗсем ҫине.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫӗрте армак-чармак патак выртать-и — унтан-кунтан хуҫатӑн та, пистолет-наган хатӗр; ҫырмари вӗтӗ чулсем, пӳрне вӗҫӗ пекскерсем, рогатка-пӑшал пульлисем вырӑнне аван пыраҫҫӗ; турпассемпе хӑйпӑк таврашне речӗпе чиксе тухнӑ тӑк — ҫывӑхрах чикӗ, кунтах пограничникӗсем те пулма тивӗҫ; тулса ларма пуҫланӑ ҫӗр улми пуссисенче вара тӗрлӗ штабсем, окопсем, дзотсем…
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Анчах ун таврашӗнче пӗр патак та курӑнмасть шурӑ юр ҫинче, тӗттӗмре пӗтӗмпех тӗтреллӗ курӑнать.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
«Ӑҫтан патак тупам-ши», — тесе ҫеҫ шухӑшларӗ Тетей, ун чухне, тен хӑтӑлӗччӗ вӑл кашкӑрсенчен.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ямас ҫав уя васкарӗ, ҫула май вӑрмана кӗрсе вӑрӑм патак тупрӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пуринчен ытла Сухви кӑмӑлсӑрлӑхне кӑтартать, патак пек ҫинҫе вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланать.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ун хыҫҫӑн алӑка хупса Камай тухрӗ, ҫӑра вырӑнне патак тирсе хӑварчӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Пӗтӗр ӑна кӗскерех патак ҫумне ҫирӗплетсе хучӗ те балкон ҫине кӑларса ҫакрӗ.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Уншӑн вара пире патак лекрӗ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ывӑлӗн тусанпа хуралса пӗтнӗ кӗпи-йӗмне курсан, чӑтаймарӗ Кулюкка, вӑрӑм патак илсе, ачине ҫурӑм урлӑ ҫапрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Эсӗ маншӑн уссӑрах патак ҫирӗн!
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӗтерук кумӑшне ҫӑлма мар, Макҫӑма чӗнсе тухса ахалех патак ҫитернине ӑнланчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Аллинчен патак тухса ӳкнине те сисмерӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук хӑй мӑйӗнчен кам питлӗх ҫакса янине те, аллине кам патак тыттарнине те асӑрхаса юлаймарӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Эп мӗнле те пулин ҫӑрӑлса тухӑп ку пӑтӑрмахран, — хушатӑп арӑма, ҫав вӑхӑтрах куҫпа йӗри-тавра пӑхатӑп, пӗр-пӗр патак шыратӑп.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Атте аллинче — пуртӑ, мӑшӑрӑм аллинче — пӗр вӑрӑмах мар патак.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.