Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑван ялне килсе Таранов чи малтан Сулагаевпа тӗл пулма васканӑ, лешӗ вара Шупашкара пырсан Таранов патне кӗрсе тухмасӑр нихҫан та яла таврӑнман.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл ирччен сыхланса юлаймасан ҫынсем шӑвӑҫ савӑт йӑтса урама васканӑ, тӗтӗм тухакан пӳрт шыраса анаталла-тӑвалла пӑхкаланӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Пӑру шӑнса каясран шикленнӗ пиркиех Вера киле васканӑ.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Эс вара урӑххине качча тухма васканӑ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш ҫынни Стенькке утаман патне васканӑ, вӗсене пурне те Пайтул ятлӑ улӑп пек паттӑр ертсе пынӑ.
Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен ун чухне урӑх хуйхӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсен патька-патши патне васканӑ, халӗ, акӑ, кӑштах канса илме шутланӑ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ман пата васканӑ вӑл! — пӑлханса кайнипе ура ҫине те сиксе тӑтӑм эпӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Васканӑ, «вут хыпнӑ» самантсенче пулчӗ кунашкал тӳрккесленесси.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пурте савӑк кӑмӑлпа, ҫиҫкелесе, тӗртсе сӑмах перкелесе кӑпӑр ҫӗкленчӗҫ те, Дунай хумӗсем ҫинче ярӑнма васканӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сывлӑш ҫавӑрма та ӗлкӗреймесӗр, уксахла-уксахла, ик-виҫ утӑм турӗ ҫеҫ — ҫӑтӑлт-ҫатӑлт такӑнчӗ те кӗрсс! тачлатса ӳкрӗ: вӑрман ӑна хальхинче, сулахай урине те мӑкӑльт-мӑкӑльт мӑкӑлтаса мӑйтӑклама васканӑ пек, темле вӑрӑм шертӗпе ярт! «ура хунӑ» иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Колхоза ӗҫе васканӑ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Пӗрисем — Балаковӑран, Саратов ГЭСӗн строительствинчен, килнӗ кунта, иккӗмӗш ушкӑнӗ, ватӑ Днепрпа сывпуллашса, аслӑ Атӑл еннелле васканӑ, виҫҫӗмӗшӗсем — чӑваш ҫамрӑкӗсем — Атӑл ҫинче хӑватлӑ стройка пуҫланасса кӗтсе илнӗ-илнех, малтанхи кунах гидростроительсемпе пӗрле ӗҫе тухнӑ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Таҫта васканӑ пек пулчӗ, манран пӑрӑнса кайрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кайсан, кил-ҫурт валли мӗн те пулин тупсан, хӑвӑртрах каялла васканӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Енчен манӑн е унӑн мӗнле те пулин инкек сиксе тухсан, эпир яланах пӗр-пӗрин патне шӑнкӑравласа пӗр-пӗрне пулӑшма васканӑ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Гимнастеркӑна эсӗ пушара васканӑ евӗрлех якатнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Анюк, ҫакна курсан, килне васканӑ пек турӗ, Петӗр ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ чухне: «Ҫӗрле эпӗ пӗчченех пулатӑп», — тесе хӑварчӗ.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл Мускавран Вӑрнар, Канаш станцийӗсем витӗр Хусана васканӑ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Служба тивӗҫӗпе те мар, урӑхла тума пултарайманнипе вӑл, хӑйӗншӗн те хӑрушлӑх пуррине пӑхмасӑрах, инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшма васканӑ.
Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn
Хан чӑнах та пит васканӑ иккен, вӑл шӑп хӑйне кӗтнӗ вӑхӑтра ҫитрӗ.
13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.