Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑн вырӑнта хуҫалла пулас йӳтӗмпе Гро тете шкапне авӑнчӑк пӑтапа уҫрӑм, — мана кухня енӗпе мӗн те пулин ҫитмесен яланах ҫапла тӑватӑп (унтан питӗретӗп), — пан улмиллӗ турилкке, ҫурри тултарнӑ эрех графинне кӑларса лартрӑм та стакансене пӳрнепе сӑтӑрса тасатрӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Сухарев тек тӑрас ҫӗртенех виҫӗ хутлӑ усал сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ: авӑнчӑк сӑмсаллӑ Галда, вырӑс сӑмахӗсене чехсен сӑмахӗсемпе пӑтраткаласа, аллисемпе сулласа илчӗ, эпӗ тухрӑм.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ сальтаксене кухня валли те паркаланӑ, вӑл нимӗн те паман, — терӗ ҫилленсе авӑнчӑк сӑмсаллӑ Галда, хӗрлӗ сухаллӑ Сухарев ҫине пӳрнипе кӑтартса.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫавра куҫӗсем, пӗкӗ евӗр авӑнчӑк ҫӳллӗ харшисем, ҫаврашка шуранка ҫӑварӗ, ҫавра хӑлхисемпе янах айӗ, хӗрарӑмӑннилле тачка аллисем, хул пуҫҫисен вашмӑк-тайлӑк авӑнчӑклӑхӗ, — ҫаксем пурте ӑна хӑлха ҫунаттисемсӗр ӳхӗ евӗр сӑнарлаҫҫӗ.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Кӗсменпе вӑйлӑн, сарса авӑснӑ май кимӗ ҫӑмарта хуппилле силлене-силлене пырать; акӑ кӗсменҫӗ пӑрӑнчӑкран иртет ӗнтӗ, йӑлтӑркка шыв ҫинче унӑн авӑнчӑк кӳлепи курӑнать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Малайзири авӑнчӑк ҫӗҫӗ.
Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.
Унӑн ҫивӗч, вӑйлӑ куҫӗсем, малтан пыйтӑн пӗчӗкҫӗ пӑнчине тӗсесе сӑнанӑскерсем, ҫутӑпа мӗлкесен вӑййине хӑнӑхрӗҫ те — виҫӗ хӑлаҫ тарӑнӑш пулин те витӗр курӑнакан шывра ылтӑн турилкке хӗррине ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илчӗҫ; шӑпах ҫавӑ пуллӑн авӑнчӑк ҫурӑмне аса илтерет-мӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Вӗсенчен пӗри, шыв курӑкӗн тымарӗсен тӗпӗнчех хускалмасӑр тӑраканскер, Фуле кӑсӑклантарсах ячӗ: ҫак пулӑ ҫурӑмӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатать, ыттисенни пек мар — авӑнчӑк; Фуль тинкеререх пӑхрӗ…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи хыҫӗнчи пӗвере ҫу каҫа ӳссе самӑрӑлнӑ хурсем мӑнаҫлӑн ишсе ҫӳреҫҫӗ, ҫыран хӗрринче усӑнса тӑракан йӑмрасен тӑкӑнакан юлашки ҫулҫисене, вӗттӗн вӗлтӗртетсе анаканскерсене, ҫиме юрӑхлӑ мар-ши тесе, хӗрлӗ сӑмсисемпе тӗккелесе пӑхаҫҫӗ те, улталаннӑшӑн тарӑхса, авӑнчӑк мӑйӗсене тӑссах какӑлтата-какӑлтата илеҫҫӗ, кикаклатса кӑшкӑркалаҫҫӗ, вара шалалла пӑрӑнса кӗреҫҫӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Казаксен юланутлӑ отрячӗсем урнӑ пек кӗре-кӗре кайса, Чир станцине (пӗкӗ евӗрлӗ авӑнчӑк фронтӑн вӑта варринче тӑраканскерне) ҫавӑрса илме тапӑнаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем мӗн май килнӗ — ҫавна тӑхӑннӑ: хӑшӗ пиншакпа, хӑшӗ пальтопа, хӑшӗ шинельпе; вӗсем пиҫҫиххийӗсем ҫинче тӗрлӗ йышши хӗҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: пӗрисен вӗҫӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк, теприсен — тӳп-тӳрӗ, виҫҫӗмӗшӗсен — хӑйсем килте тунӑскерсем, йӗннисем те ҫук.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Тимӗрҫӗ авӑнчӑк тимӗре вӗсен чӗрни ҫумне ҫирӗплетсе лартать.А особым образом изогнутые железки, которые кузнец прибивает им прямо к копытам.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хирург ҫак япаласемпе, ҫивӗч е пуклак, е авӑнчӑк вӗҫлӗскерсемпе, питӗ ӑстайлӑн тыткаласа, суран пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхать.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Максутов телескопӗнчи тӗп пайсем — шалалла авӑнса кӗрекен тӗкӗр тата тулалла-шалалла авӑнчӑк кӗленче, урӑхла каласан, ҫав кӗленчен пӗр енӗ тулалла тухса тӑрать, тепӗр енӗ шалалла авӑнса кӗрет.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пӗр ача, куҫлӑх тӑвакан ӑстаҫӑн ывӑлӗ, икӗ енчен те тулалла тата шалалла авӑнчӑк кӗленчесемпе вылянӑ.Мальчик, сын мастера, изготовлявшего очки, играл двояковыпуклым и двояковогнутым стеклами.
Телескоппа обсерватори // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ну, тепре каласан, мӗн вара вӑл вӗретнӗ шыв, ни ӑшӑ, ни сивӗ купӑста яшки, ҫӑвар маччине ҫыпҫӑнакан пиҫмен пӑтӑ… унтан каллех пӑтӑ, каҫалапа вара, — тӗттӗм пирки, — сӳнми тӗксӗм лампочка та, авӑнчӑк мачча айӗнче, ҫутӑрах туйӑнать?
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Чӑхсем те васкасах хапха айне кӗре-кӗре каяҫҫӗ; атласран ҫӗленӗ жилетка тӑхӑннӑ пек хура кӑкӑрлӑ, хӗрлӗ те авӑнчӑк хӳреллӗ пӗр харсӑр автан ҫул ҫинчех юлса юрласа яма хатӗрленнӗччӗ, анчах сасартӑках, вӑтаннӑ пек пулчӗ те, чупса кайрӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Андрий ури-аллипе пӗр хускалмасӑр тӑнӑ хушӑра та питех те ирӗккӗн тӑнӑ пек курӑнать, ялкӑшса тӑракан куҫӗсем пӗр вылямасӑр тинкерсе пӑхаҫҫӗ, куҫхаршисем пӗкӗ пек авӑнчӑк, хӗп-хӗрлӗ тутисем вут пек ҫунаҫҫӗ, тин шӑтма пуҫланӑ хура мӑйӑхӗ пурҫӑн пек ҫуталса тӑрать.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем те — авӑнчӑк сӑнӑсем пек мар, вӗсем — тӗкӗлтура тӗкӗсем пек ҫӑмламас.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Саша ҫинчи тем пысӑкӑш хура шлепке — элес-мелес авӑнчӑк ҫуначӗпе тата шурӑ тӗкӗсемпе — пӗтӗм публикӑна хӑй ҫине пӑхтарнӑ: Фомана унпа ҫуммӑн тӑма аван мар пулнӑ, вӑл хӑйӗн именнӗ пичӗ ҫинче ҫынсен тӗпчевлӗ куҫӗсем шукаласа ҫӳренине туйнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.