Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авланнӑ (тĕпĕ: авлан) more information about the word form can be found here.
Чылайччен ятлаҫрӗҫ вӗсем, унтан ҫапах та майлашрӗҫ пулмалла та тин ҫеҫ авланнӑ мӑшӑр пекех вырӑн ҫине кӗрсе выртса лӑпланчӗҫ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Пӑхатӑп — куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫет кӑна хӑйӗн, ӗнер ҫеҫ авланнӑ, тейӗн.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ку ҫуртра Пӑрасук инке хӑйӗн виҫӗмҫул авланнӑ ывӑлӗпе тата Сухви ятлӑ хӗрӗпе пурӑнать.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Авланнӑ, ача-пӑчаллӑ пулнӑ…

Help to translate

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Авланнӑ хыҫҫӑнхи ҫуркунне Мартин пахчине пуринчен малтан тухрӗ, картине — тислӗк кӗртме хӑрах енчен пӗр тӑрӑх уҫнӑскерне — тӑратса лартма пикенчӗ.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чи малтан авланнӑ Ванькка арӑмӗ Сантӑркки мӗн каланине пӗлесчӗ сирӗн!

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Авланнӑ унта, хваттер илнӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Авланнӑ е качча кайнӑ хыҫҫӑн ҫыннӑн кӑштах лӑпланмалла пек те, анчах паянхи каччӑпа хӗре ку пусӑрӑнтарать-и вара?

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ывӑлӗ авланнӑ та хӑй хваттер илнӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫамрӑк чухне вӑл хӑй те авланнӑ хыҫҫӑн арӑмӗнчен вӑрттӑн хӑш-пӗр инкесем патне улаха ҫӳрекеленӗ-ха, ҫавӑнпа та ял ҫинчи сӑмах ӑна питех пӑшӑрхантарман: «Вӑхӑтлӑх айкашу кӑна ку — инке-арӑмах качча илес ҫук-ха ман Пурхиле», — тенӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Илтмен-и, Таранов авланнӑ тет, райӗҫтӑвком председателӗн хӗрне качча илнӗ тет.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Эрхип пекех, ӳте кайнӑ ӗнтӗ вӑл, авланнӑ…» — шухӑшларӗ Ваҫҫа.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Авланнӑ каччи арӑмӗнчен уйрӑласса кӗтмелле-и Тамарӑн?

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тимахван мучин кӗҫӗн ывӑлӗ Улатимӗр, Ленинградри политехника институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, ҫав хуларах пурӑнма юлнӑ, унтах авланнӑ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унтах авланнӑ вӑл, хваттер илнӗ, ӗҫленӗ хушӑрах института вӗренме кӗнӗ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тахҫанах авланнӑ паллах: икӗ ывӑл ҫитӗнет.

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

«Нӑй-нӑй, юн-юн Уланки; Ула кушак упӑшки, Авланнӑ чух туйна чӗн, Аҫу-апу вилсессӗн — Юпа тума чӗ-ӗн!

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

1937 ҫулта Павел авланнӑ.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

1909 ҫулта Пров Ксенофонтов тепре авланнӑ.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Ҫук, йышӑнмарӗ авланнӑ арҫын чунӗ-чӗри кӑмӑлӗпе ырӑ, таса, пӑхма та чипер хӗре, йышӑнмарӗ, яхӑнне те ямарӗ, Лена пеккине ҫеҫ тус тӑвасшӑн, уншӑн ҫеҫ чӗрине яри уҫса ярасшӑн, ун пеккишӗн ҫеҫ чӑн-чӑн таса та ҫутӑ юрату вутӗнче хыпса ҫунасшӑн…

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed