Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупӑннӑ (тĕпĕ: тупӑн) more information about the word form can be found here.
Тупӑннӑ кунта пӗлӳҫӗ!

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тупӑннӑ сыхлавҫӑ! — тутине пӗркелентерет Нинук.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Суйласа илекенсем татах тупӑннӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унӑн ырӑ ятне асрах тытӗҫ вӗсем, нумай ҫул иртсен тупӑннӑ наградӑсемпе документсене те упраса, ӑруран ӑрӑва парса пырӗҫ.

Help to translate

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Юман вӑрри ҫапла тупӑннӑ та.

Так и нашелся человек, своровавший дубы.

Ҫӗнӗ Выҫли арҫынни 4 юманшӑн явап тытӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36358.html

Тытнӑ шухӑш вырӑна килнӗ — ҫӗнӗ ҫул тупӑннӑ.

Цель была достигнута — новый путь был открыт.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Гладышев аманнӑ та, сире унтан тарма пит меллӗ сӑлтав тупӑннӑ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсен вырӑнне яваплӑ инвесторсем тупӑннӑ хыҫҫӑн лав тинех вырӑнтан тапраннӑ, «ҫерем уҫассипе» округри ҫӗр ӗҫченӗсем Чӑваш Енре малтисен ретне тухнӑ.

Help to translate

Уйра текех кашламӗ сӗм вӑрман Тыр-пул пусси куҫа илӗртӗ аякран // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%83%d0% ... %83%d1%81/

Ҫамрӑк механизатор валли яланах ӗҫ тупӑннӑ.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Тупӑннӑ Сетнерпе Нарспи.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тупӑннӑ пурлӑхлӑ ҫын! — татах тӗкрӗ ӑна Вероника.

Help to translate

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тупӑннӑ ҫветтуй: пӗр михӗ сӗлӗшӗн ҫухрашма пуҫланӑ.

Help to translate

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тупӑннӑ патриот, — Тихон Иванович алӑк хӑлӑпне тытрӗ.

Help to translate

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсен те чылай енӗпе пӗрпеклӗх тупӑннӑ, ҫав шутра политикӑпа тӗн тӗлӗшпе пӗрешкел шухӑшлани, вӗренӳ шайӗ тата IQ кӑтартӑвӗ те.

Они также совпадали по целому ряду характеристик, включая политические и религиозные взгляды, уровень образования и показатели IQ.

Психологсем палӑртнӑ: пач урӑх кӑмӑллисем пӗр-пӗрин патне туртӑнмаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35947.html

Пӗр Урма ятлӑ йытӑ йӗрлесе кайса йӗрке хуралҫисене шурлӑх патне илсе ҫитернӗ — ҫул ҫитмен ача унта тупӑннӑ та.

Служебная собака Урма учуяла след и привела правоохранителей к болоту, где и был найден подросток.

Чулхула облаҫӗнче 16-ри ача чутах шурлӑхра путман // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35930.html

Анчах ухтарсан ав мӗн чухлӗ япала тупӑннӑ.

Help to translate

Талуй ялӗнче ҫар хатӗрӗсем тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35894.html

Ҫак ӗҫе кӑмӑллакансем халӑх хушшинче татах та тупӑннӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ.

Теперь же лицо, которое займет кресло директора, найдено.

«Чӑвашэнергӑн» - ҫӗнӗ пуҫлӑх // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35612.html

Право хуралӗн сотрудникӗсем килсе кайсан коммунальщиксем умӗнчи парӑмсене татма укҫа-тенкӗ те тупӑннӑ.

Help to translate

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Вӑхӑчӗ тупӑннӑ пулсан та ларасах ҫукчӗ пуль унта.

Help to translate

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed