Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ан пытарӑр мана!
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Том вара ҫапла каларӗ: «Ҫак ухӑ ӑҫта кайса ӳкет, мӗскӗн Робин Гуда ҫавӑнта, симӗс вӑрман ӑшне, йывӑҫ айне пытарӑр», — терӗ.и Том произнес: «Куда упадет эта стрела, там и похороните бедного Робин Гуда под зеленым деревом».
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ииуй хулана таврӑннӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан каланӑ: шыраса тупӑр ҫав ылханлӑ хӗрарӑма, пытарӑр ӑна — патша хӗрӗ вӑл, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн вӑл ывӑлӗсене каланӑ: эпӗ вилсессӗн, мана Турӑ ҫыннине пытарнӑ тупӑклӑха пытарӑр; манӑн шӑммӑмсене унӑн шӑммисем ҫумне хурӑр: 32. унӑн Ҫӳлхуҫа хушнипе каланӑ сӑмахӗ — Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен, сӑрт-ту тӳпемӗсенче, Самари хулисенче йӗрӗхсене пуҫҫапма лартнӑ ҫуртсем ҫинчен калани — ҫитетех, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иаковшӑн хӳхлес кунсем иртсессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: 5. аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пытарӑр, терӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30. ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; 31. унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32. ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.