Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дуняша (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Дуняша, сӗрӗм тивнӗ ҫын пек, алӑка вӗҫӗмсӗр шартлаттарса уҫса-хупса каялла та малалла чупкаласа ҫӳрерӗ.

Дуняша бегала взад и вперед как угорелая и то и дело хлопала дверями.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Марьинӑри ҫамрӑксем вӗсем кайнӑшӑн пӑшӑрханса юлчӗҫ; Дуняша макӑрса та илчӗ… анчах ваттисем вара ҫӑмӑллӑнах сывласа ячӗҫ.

Молодежь в Марьине пожалела об их отъезде; Дуняша даже всплакнула… но старичкам вздохнулось легко.

XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Дуняша унпа хавассӑнах ихӗрнӗ, ун умӗнчен «путенелле» чупса иртнӗ чухне темӗн каласшӑн пулнӑ пек, ун ҫине куҫ хӳрипе пӑха-пӑха илнӗ.

Дуняша охотно с ним хихикала и искоса, значительно посматривала на него, пробегая мимо «перепелочкой».

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ачасем хӑйсене кам юратнине туяҫҫӗ ҫав вӗсем, — пӗлтерчӗ Дуняша.

— Дети чувствуют, кто их любит, — заметила Дуняша.

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Дуняша керменте чухне питӗ хаяр, хапхаран тухсан ахӑлтискер, ӑна хирӗҫ мӑрт! кӑна турӗ.

Дуняша, девушка очень строгая в хоромах и хохотунья за воротами, только фыркнула ему в ответ.

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Эсир тата? — ыйтрӗ вӑл Дуняша енне ҫавӑрӑнса.

А вы? — прибавил Базаров, обращаясь к Дуняше.

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Беседкӑра Феничка, Дуняша тата Митя лараҫҫӗ.

В беседке сидела Фенечка с Дуняшей и Митей.

IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Ҫакӑр уйӑха каймасть-и вара, Федосья Николаевна? — именерех сӑмах хушрӗ Дуняша.

— Не восьмой ли, Федосья Николаевна? — не без робости вмешалась Дуняша.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫак вӑхӑтра Дуняша, чӳрече ҫине пӗр пус хурса, ун ҫине чӗлӗм тивертмелли ҫунакан ҫурта майлаштарса лартрӗ.

Между тем как Дуняша тихонько ставила на окно зажженную курительную свечку, подложивши под нее грош.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Дуняша, — чӗнчӗ вӑл:

— Дуняша, — кликнула она.

VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анчах Дуняша вырӑнне терраса ҫине Фенячка хӑй тухрӗ.

Но вместо Дуняши на террасу вышла сама Фенечка.

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Николай Петрович шӑнкӑртаттарчӗ те: «Дуняша!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Николай Петрович позвонил и закричал: «Дуняша!»

V // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Григорий сулахай аллипе ашшӗне ыталаса илчӗ, сылтӑммине Дуняша чуптума тытӑнчӗ.

Григорий левой рукой обнимал отца, правую целовала Дуняшка.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, ӑна аллапписемпе питҫӑмартисенчен хӗстерсе, пуҫне ҫӗклерӗ те Дуняша иккенне палласа илчӗ.

Стиснув ладонями ее щеки, Григорий приподнял ей голову и узнал Дуняшку.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ палланӑ ҫынсем тесе кӑна… — такӑнчӑклӑн мӑкӑртатса юлчӗ вӑл Дуняша хыҫӗнчен, пуҫне тая-тая.

Я ведь по знакомству… — несвязно бормотал он вслед Дуняшке, кланялся.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша, щётка илсе килсе пар хӑтана мундир тасатма.

Даша, зараз веник дай, свату мундир почистить.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хыҫалта тӑртанса кайнӑ Петро ӳсӗркелет, таҫта халӑх ӑшӗнче Дуняша куҫӗсем, такамӑн, палланӑскерӗн, пичӗсем тата палламаннисем мӗлтлетеҫҫӗ; урмӑш сасӑллӑ хор юрланипе дьякон вӑрӑммӑн тӑсса мемлени хӑлхана килсе ҫапӑнать.

Сзади покашливал опухший Петро, где-то в толпе мельтешились Дуняшкины глаза, чьи-то как будто знакомые и незнакомые лица; доносились разнобоистый хор голосов и тягучие возгласы дьякона.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша кулса ячӗ те питне аллипеле хупларӗ.

Дуняшка прыснула смехом и закрылась рукавом.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша Григорий ҫине ҫивӗччӗн пӑхса илчӗ, хӑйӗн авӑнчӑк куҫхаршийӗн сулхӑн сивлӗхӗ айне хӗр тӑрӑхлуне — ҫурма уҫӑ куллине пытарчӗ.

Дуняшка шустро оглядела Григория, где-то в тенистом холодке выгнутых ресниц припрятала девичий свой смешок-улыбку.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша вӑкӑр сӳсменӗ ҫине ларнӑ та ҫинҫе-ҫинҫе сасӑпа юрлать.

Дуняшка сидела на вие, тонюсеньким голоском пела.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed