Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кану the word is in our database.
кану (тĕпĕ: кану) more information about the word form can be found here.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн вара районти Культурӑпа кану центрӗнче ҫак марафона чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Help to translate

«Ыркӑмӑллӑх» ят ырӑ сӑмахран пуҫланать // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Юратнӑ киленӗҫ ӑна нимӗн чухлӗ те ывӑнтармасть, пачах урӑхла, вӑл уншӑн – кану, пурӑнмашкӑн вӑй парать.

Help to translate

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кашни утӑмра лавккасемпе кану центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Каярахпа фермӑсене ҫӗнетнӗ, вӗсенче кану, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм пулнӑ.

Help to translate

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе ҫулсене юсакансем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗҫ кунӗсенче ҫулсем ҫинчи шӑтӑксене ултӑ бригада таран саплать. Юсав ӗҫӗсем кану тата уяв кунӗсенче те чарӑнмаҫҫӗ», — пӗлтерет тӗп хула администрацийӗн пресс-служби.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӑхӑтлӑ кану организма тӗреклетет ҫеҫ.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Культура учрежденийӗпе ӗҫченӗсем ҫакнашкал чыса тивӗҫни малашнехи ӗҫре хавхалану кӳретех. Хӑйсен кулленхи тӑрӑшуллӑ ӗҫӗпе вӗсем уява та, кану кунӗсене те пӑхмасӑр халӑха кантараҫҫӗ, культурӑна явӑҫтараҫҫӗ, нумай наци ҫыннисен ырӑ йӑли-йӗркине малалла тӑсса пыма пулӑшаҫҫӗ. Куракана ҫак енӗпе тивӗҫтерӳ парассин пахалӑхӗ малашне лайӑхланасса шансах тӑрас килет», — тет район администрацийӗн социаллӑ аталану, туризм тата хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пай начальникӗ М. Айзатуллов.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Унпа кану ҫуртне тул енчен илемлӗ сӑн кӗртрӗҫ, тӑррине ҫӗнетрӗҫ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кивӗ Ахпӳртри культура ҫурчӗн заведующийӗ Л. Сеприханова вара «Муниципаллӑ культурӑпа кану учрежденийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацире палӑрнӑ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Централизациленӗ клуб системинчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи культура ҫурчӗ «Чи лайӑх муниципаллӑ культурӑпа кану учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Уяв кунӗ ачасем район центрӗнчи кану паркӗнче савӑнчӗҫ.

Help to translate

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Ӗҫ ҫынни - кинора» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ «Чӑваш киноискусстви. Хӗрарӑм куҫӗпе» кану каҫне музей директорӗ Ирина Меньшикова уҫрӗ, асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен мероприятисем кино ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ҫынсемпе паллаштарни, хальхи уяв каҫне киноискусствӑра палӑрнӑ хӗрарӑмсене халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ.

Help to translate

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Кану кунӗсене ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех кунта ирттереҫҫӗ.

Выходные дни с начало весны и до самой осени проводят здесь.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Клуб кунсерен, кану кунӗсӗр пуҫне, 15 сехетрен пуҫласа 22 сехетчен ӗҫлет – алӑк ҫинче ҫакӑнса тӑракан график ҫакӑн пирки хыпарларӗ.

Help to translate

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Акӑ, кану кунӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусемпе тата мероприятисемпе тулли пулчӗҫ.

Прошедшие выходные дни оказались богатыми разными соревнованиями и мероприятиями.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Унӑн шухӑшӗпе, республикӑна килнӗ хӑнасене пилӗк ҫӑлтӑрлӑ кану ҫурчӗсемпе тӗлӗнтереймӗн.

По ее мнению, прибывших в республику гостей пятизвездочными домами отдыха не удивишь.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

«Шывармань» кану комплексӗнче чӑваш апачӗпе сӑйлакан ресторан та пур.

Help to translate

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Тӑвай, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсенче экологи туризмӗ енӗпе ҫӗнӗ об «Чӑваш Енри халӑх ушкӑнӗсем» туризмпа кану кластерне тӑвасси» инвестици проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла пырать.

Help to translate

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Ҫавна май пирӗн пысӑк кану тӑрӑхне йӗркелеме тата сиплӗхлӗ туризма аталантарма пӗтӗм май пур.

У нас есть все условия для создания обширной рекреационной зоны и развития лечебного туризма.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.

Help to translate

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed