Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫирӗп пулӑр, ӗҫлӗр, вара Ҫӳлхуҫа ырӑ тӑвакансемпе пӗрле пулӗ, тенӗ Иосафат патша.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Давид хӑйӗн Соломон ывӑлне тата каланӑ: ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан сехӗрлен — Ҫӳлхуҫа Турӑ, манӑн Туррӑм, санпа пӗрле пулӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тумалли пӗтӗм ӗҫе вӗҫличчен Вӑл санран пӑрӑнмӗ, сана пӑрахмӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Асту, Ҫӳлхуҫа сана таса Ҫурт тума суйласа илнӗ пулсассӑн, ҫирӗп пул та ӗҫле, тенӗ.10. Смотри же, когда Господь избрал тебя построить дом для святилища, будь тверд и делай.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫирӗп те хӑюллӑ пул, ан хӑра, ан шиклен.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хамӑн Ҫуртра, Хамӑн патшалӑхра Эпӗ ӑна ӗмӗрлӗхе лартӑп, вӑл ларакан вырӑн ӗмӗрӗпе ҫирӗп пулӗ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.14. Я поставлю его в доме Моем и в царстве Моем на веки, и престол его будет тверд вечно.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм вӑйӗ-халӗпе Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ, Моисейӗн пӗтӗм саккунне ҫирӗп тытса-уяса пурӑннӑ; ун хыҫҫӑн та ун евӗрлӗ патша пулман.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл Ҫӳлхуҫа ҫумне ҫыпӑҫӑннӑ, Унран хӑпман, Унӑн ӳкӗчӗсене — Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗтсене — ҫирӗп тытса пурӑннӑ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла ӗнтӗ Соломон хӑй ашшӗн Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ, патшалӑха вӑл питӗ ҫирӗп тытса тӑнӑ.12. И сел Соломон на престоле Давида, отца своего, и царствование его было очень твердо.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл манпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ — ҫирӗп те арканми халал.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан, мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан, сана эпӗ пулӑшма пырӑп; 12. хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа кайран та ҫаплах пулнӑ; вӑл ҫакна Израильшӗн паян кунчченех пыракан ҫирӗп йӗрке туса хунӑ.25. Так было с этого времени и после; и поставил он это в закон и в правило для Израиля до сего дня.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӗ ӗнтӗ эпӗ пӗлсех тӑратӑп: эсӗ патша пулатӑн, Израиль патшалӑхӗ санӑн аллунта ҫирӗп тӑрӗ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл шӑпах пушхирте Египет ҫыннисене тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернӗ Турӑ; 9. ҫирӗп тӑрӑр та паттӑр пулӑр, филистимсем, еврейсем сирӗн патӑрта чуралӑхра пулнӑ пек, сирӗн хӑвӑрӑн еврейсен аллине чуралӑха кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр; паттӑр пулӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ; 36. вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Халев — Кенезей ҫынни, Иефонния ывӑлӗ — ӑна каланӑ: Кадес-Варни хулинче манпала сан ҫинчен Ҫӳлхуҫа Моисее, Турӑ ҫыннине, мӗн каланине пӗлетӗн эсӗ; 7. Ҫӳлхуҫа чури Моисей мана Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма янӑ чухне эпӗ хӗрӗхреччӗ; эпӗ ӑна мӗн курнине, чӗремре мӗн пуррине, каласа патӑм: 8. манпа пӗрле ҫӳренӗ тӑванӑмсем хӑйсен сӑмахӗпе халӑха хӑратса пӑрахрӗҫ, эпӗ вара шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑм; 9. ҫав кунхине Моисей тупа туса каларӗ: «санӑн уру утса ҫӳренӗ ҫӗр ӗмӗрлӗхе санӑн, санӑн ачусен еткер ҫӗрӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ шӑпах Ҫӳлхуҫа Туррӑм хушнӑ пек турӑн» терӗ; 10. акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Хӑй каланӑ пек, мана паянхи кунччен усрарӗ; Ҫӳлхуҫа Моисее ҫав сӑмаха каланӑранпа хӗрӗх пилӗк ҫул иртсе кайрӗ, Израиль халӑхӗ пушхирте ҫӳрерӗ; халӗ акӑ эпӗ сакӑрвун пиллӗкре; 11. анчах эпӗ халӗ те Моисей мана ҫӗр пӑхма янӑ чухнехи пекех ҫирӗп: унччен мӗнле вӑй-халлӑ пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех — вӑрҫӑ вӑрҫма та, кӗрсе-тухса ҫӳреме те пултаратӑп; 12. эппин, ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ҫак ту-сӑрта мана пар; ҫав кунхине эсӗ ху та илтрӗн, унта Енак ывӑлӗсем [пурӑнаҫҫӗ], хулисем вӗсен пысӑк, тӗреклӗлетнӗ хуласем; тен, Ҫӳлхуҫа манпа пӗрле [пулӗ те], эпӗ вӗсене, Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, хӑваласа ярӑп, тенӗ.
Нав 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иисус вӗсене каланӑ: ан хӑрӑр, ан сехӗрленӗр, ҫирӗп те хастар пулӑр: сирӗнпе вӑрҫакан тӑшманӑрсене Ҫӳлхуҫа пурне те ҫапла тӑвӗ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫирӗп ҫеҫ, хастар ҫеҫ пул! тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпӗ сана ҫапла хушатӑп: ҫирӗп те хастар пул, ан хӑра, ан сехӗрлен: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пулӗ, тенӗ.
Нав 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.