Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самаях the word is in our database.
самаях (тĕпĕ: самаях) more information about the word form can be found here.
Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Help to translate

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пырас умӗн вӑл, упӑшки хӑйне пӑрахса хӑварнӑшӑн ерленнӗскер, Петр Петрович патӗнче самаях ӗҫсе лартнӑ иккен.

Help to translate

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Самаях хӗрнӗ Хветутӑн тӑруках чӗлхи уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хура пӗккине йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ хӑюпа ҫавӑрса тухнӑ, ҫӳле, чи тӑррине, самаях пысӑк шӑнкӑрав ҫакса янӑ.

Help to translate

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарӑн аслӑ тетӗшӗ Ехрем те пурӑнма ҫакӑнта куҫнӑччӗ, кӗске вӑхӑтрах пурнӑҫне самаях саплаштарса янӑччӗ.

Help to translate

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урайне, койка хӗррине, самаях пысӑк упа тирӗ сарнӑ.

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Самаях пысӑк вӑл.

Help to translate

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вӑтам пӳллӗ, кӑвак куҫлӑ, ҫырӑ ҫӳҫне самаях вӑрӑм ӳстернӗ, тӑп-тӑп йӗкӗт.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аллинче тутӑрпа чӗркенӗ самаях пысӑк ҫыхӑ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, малтан шуса килекенни, самаях пысӑкскер, Услипе Хветут хушшинчи вӗрлӗк картана хӑй айне тӗркелесе чиксе, урамалла йӑтӑнса тухрӗ, ҫӗре чӗрмелесе хуралнӑ сӑмсине ҫӗклесе чӳхенсе илчӗ те ку еннелле сулӑнса шӑвӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт крыльци, ултӑ чӳречеллӗ, тӗрлӗ сӑрсемпе сӑрласа эрешленӗ ытармалла мар ҫурт, лавккана кӗмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алӑк, — малалла вара, мӗн шыв хӗррине ҫитиех, ҫӳллӗ решетке тӑсӑлса каять.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫине каҫ ӗнтрӗкӗ ӳксен, тутасем самаях ҫулланса ҫитсен Мамич-Бердейпа Ту енчи мӑрсасем хӗрсе ӗҫ пирки калаҫнӑ хушӑра староста килне Тукайпа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шупашкарта самаях йышлӑ ҫар тӑрать.

Help to translate

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, ӗлӗкхи пекех туслашса ҫитеймерӗҫ пуль вӗсем пӗрле кӑмака тунӑ хушӑра, ҫапах чӗрери пӑр самаях ирӗлчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Самаях кулянчӗҫ пулин те ытла пуҫа усса, нӑйкӑшса пымарӗҫ вӗсем ҫул ҫинче.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сарри самаях тарӑхса кайрӗ.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иккӗшӗн те киккириккисем самаях хӗрсен, пӗр харӑс тенӗ пек, кӑшкӑрса ячӗҫ:

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан эрлекне пусарса самаях лӑпланнӑччӗ ӗнтӗ, хӑйӗн пекех кӳреннӗ тепӗр тарҫӑпа вите тасататчӗ, кӗтмен ҫӗртен картишне хуҫа тухрӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗнче самаях хускалнӑ курӑнать, Ятламас.

Help to translate

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс пире хӑвӑнпа ан танлаштар, Сарыев мӑрса, — сассине самаях хытарчӗ Элӗк.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed