Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та Чумаков тусӗн урине сӑмсине пӳрнисемпе пӑчӑртаса тытса, пит-куҫне пӗркелентерсе, пыр патнелле хӑсӑк капланса хӑпарнине аран тӳскелесе ҫеҫ пӑхма пултарчӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Григорий, Капарин ҫине пӑхмасӑр, капланса килекен сурчӑкне чӑрт! та чӑрт! суркаласа, хӑйсем пурӑнакан хӳшӗ еннелле васкамасӑр утса кайрӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн сӑн-пичӗ юн капланса хӑпарнипе кӑвар пек хӗрелсе кайрӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулни-иртни тӑнӑҫ пурнӑҫ, ӗҫ-пуҫ, вӑрҫӑ-харҫӑпа ҫыхӑнман ытти темтепӗр ҫинчен аса илесси уншӑн рехет пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫичӗ ҫул тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ ӑна тӳсмелле мар йӑлӑхтарса ҫитерчӗ те, ун ҫинчен, службӑпа ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр урӑх япала ҫинчен аса илсенех вӑл хӑсӑк килесле ӑш вӑрканине, тарӑху капланса хӑпарнине туйрӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Дуняшка пырӗ патне самантрах темскер капланса хӑпарчӗ, унӑн халь пӗччен ларса макӑрасси килчӗ.Что-то подступило к горлу Дуняшки, ей захотелось поплакать одной.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья, хулпуҫине хуллен шутарса, ачан каҫӑртса хунӑ пуҫне тӳрлетрӗ, унтан сасартӑк чӗрине ним шелсӗр тунсӑх ҫӗҫӗпе каснӑ пек ыраттарма пуҫланине, пыра темскер хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫын пурӑннӑ шӑршӑ-маршӑ та юлман пушӑ кухньӑра вӑл хӑйӗн хӗрарӑм ӑшӗнче чылайранпа капланса тулнӑ йӳҫӗ куҫҫульне юхтарса пӗтерчӗ, унтан Дон хӗрринчен шыв ӑсса таврӑнчӗ, вут хутса ячӗ, аллисене чӗркуҫҫи ҫине ӳкерсе, сӗтел хӗррине ларчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сирӗн тавра мӗнле хура пӗлӗт капланса пынине пӗлместӗр те-ха эсир.
«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.
Вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе ӗсӗклеме пуҫларӗ, пырне темле хытӑ япала капланса тӑвӑнтарчӗ.Внезапно нахлынувшие рыдания потрясли его тело, спазма перехватила горло.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эпӗ пӗртте хытмастӑп, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ Григорий, ӑшра капланса тулнӑ тарӑхупа тӑвӑнса.С закипевшим глухим раздражением Григорий сказал: — Я не скуплюсь, добрая твоя душа.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Вилнисем никама та кирлӗ мар… — терӗ Григорий урама капланса тулнӑ лавсем патӗнчен ҫаврӑнса иртнӗ чух.Объезжая запрудившие улочку подводы, Григорий сказал: — Мертвые никому не нужны…
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аникушка арӑмӗ пусса пӑрахнӑ пек чуна ҫурса ӳленипе Пантелей Прокофьевичӑн чӗри патне темскер капланса тулчӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ав мӗнле иккен… — терӗ Ильинична, тарӑху капланса хӑпарнипе тӑвӑнса.— Вон как… — задыхаясь от сдерживаемого негодования, проговорила Ильинична.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Турӑҫӑм, ан хӗрхен! — ҫаплах кӑшкӑрчӗ Наталья, ҫил-тӑвӑл урӑм-сурӑм лӑскаса ҫавӑрттаракан, ҫиҫӗм куҫа шартармалла ҫиҫе-ҫиҫе ҫутатакан, ҫумӑр пӗлӗчӗсем капмаррӑн та хӑрушла капланса кӗпӗрленнӗ еннелле ӑссӑрланнӑ куҫӗсемпе хӑрушла тинкерсе.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Халӗ мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ? — макӑрса ярас пек ыйтрӗ те Наталья, куҫӗсене куҫҫуль капланса тулчӗ.— Как же ты теперь? — спросила Наталья плачущим голосом, и глаза ее налились слезами.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗҫех мӑн ҫул ҫинче ҫӑра тусан мӑкӑрланса хутор еннелле капланса ҫывхарни курӑнчӗ.Вскоре густая пыль взвихрилась на шляху и потоком устремилась к хутору.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӑшкӑл! — генералӑн хулӑн сасси тӑвӑр пӳлӗмре хытӑрах та хытӑрах хӑрӑлтатса янӑрарӗ, алӑксем хыҫӗнче, кула-кула пӑшӑлтатса, адъютантсем чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗҫ; Копыловӑн питҫӑмартийӗсем шурса кӑвакарса пычӗҫ; Григорий, генералӑн хӗремесленсе кайнӑ, сӑн-пичӗ, унӑн ҫӑт чӑмӑртанӑ кӳпшек чышкисем ҫине пӑхнӑ май, хӑй ӑшӗнче те чараксӑр хӑрушла ҫилӗ капланса хӑпарнине туйрӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӗмсӗр тарӑху капланса тулнипе, сӑнӗпе кӑвакарса-хӗрелсе кайса, карса хунӑ ҫӑварӗпе шӑкӑрт шарламасӑр анасласа (ҫак самантра вӑл шывран туртса кӑларнӑ шӑла пулӑ майлӑ туйӑнчӗ), вӑл пӗр ҫеккунт хушши кинӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан хӑр-хар сасӑпа кӑшкӑрса тӑкрӗ:
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн тӗреклӗ мӑйӗпе хӗстерсерех пӑхакан шупка кӑвак тӗслӗрех куҫ шуррисене юн капланса хӑпарчӗ.Мускулистая шея его и синеватые белки прищуренных глаз наливались кровью.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ял ҫинче тӳпе ҫунтарса ярас пек вӗри тӑнӑ, каҫсерен хӗвеланӑҫ вут-хӗмӗн ялкӑшса ҫуннӑ, вара шӑпланнӑ пӳртсем ҫине, ҫавӑнтан-и, тен, вӗри сывлӑш капланса пынӑ, пӑчӑ пулнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.