Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллен тӗрлӗ культура акса лаптӑксене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫак кунсенче Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗнчи Сергей Дмитриевич Чернуха фермер вир акса уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлерӗ.
С.Чернуха фермер вир ҫеҫ акрӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Эппин — шӑтрех, сая каймарӗ Эсир акса хӑварнӑ вӑрлӑх.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Унсӑр пуҫне хуҫалӑх кӗркунне 110 гектар кӗрхи культурӑсем акса хӑварнӑ пулнӑ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Кӑҫалхи ҫур акинче вара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 490 гектар, 20 гектар ҫӗрулми, 50 гектар куккурус тата пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 100 гектар ҫинче акса хӑвармалла.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
«Асаново» ЯХПК председателӗ Александр Бахтеров каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫул кӗрхи культурӑсене 142 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, калчасем аван хӗл каҫнӑ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Туяннӑ арпус, дыня вӑррине те чылайӑшӗ акса пӑхнах пулӗ.
Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№
Ҫурхи культурӑсене 23712 гектар ҫинче акса тата лартса хӑвармалла.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ; 25. ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ; 26. калчи ӳссе пуҫ кӑларсассӑн, пукри те палӑрнӑ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӗр ӗҫлесе, акса тӑракан никам та юлмӗ.25. Не останется никого, кто возделывал бы землю и сеял на ней.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Виҫҫӗмӗш кунхине Эсӗ шывсене ҫӗрӗн ҫиччӗмӗш пайӗнче пуҫтарӑнса тӑма хушнӑ, ҫӗрӗн ултӑ пайне типӗтнӗ, ун ҫинче Сан умӑнта вӑрлӑх акса тырӑ-пулӑ тума ӗҫлемелле пулнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫавӑнпа та мӗн акнине вырса тухмасӑр, усаллӑха акнӑ вырӑна пӑрахӑҫламасӑр ыррине акнӑ вырӑн килмӗ: 30. усал вӑрлӑхӑн пӗрчине чи малтан Адам чӗрине акса хӑварнӑ — ку таранччен вӑл мӗн чухлӗ ҫылӑхлӑ ӗҫ туса тултарман пулӗ, авӑн ҫапма вӑхӑт ҫитичченех ҫапла туса тӑрӗ!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эсӗ манран мӗн ҫинчен ыйтни пирки вара сана ҫакна калатӑп: усаллӑха акса хӑварнӑ, анчах ӑна вырас вӑхӑт ҫитмен-ха.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир усаллӑх акса ӳстертӗр, халь йӗркесӗрлӗх вырса илетӗр, ултав ҫимӗҫне ҫиетӗр, мӗншӗн тесен эсӗ хӑвӑн ҫулна, йышлӑ ҫарна шанса тӑнӑ.
Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Акӑ Израиль килӗпе Иуда килне Эпӗ этем вӑрлӑхӗпе, выльӑх-чӗрлӗх вӑрлӑхӗпе акса хӑварас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑн иҫӗм пахчине икӗ тӗрлӗ вӑрлӑх ан ак: ун пек тусассӑн, кайран [хӑвӑн] иҫӗм пахчине акса хӑварнӑ вӑрлӑх ҫимӗҫне пӗтермелле пулӗ санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее Синай тӑвӗ ҫинче ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, вӗсене кала: эсир Эпӗ хӑвӑра паракан ҫӗре ҫитсессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн шӑматкунӗ ҫӗр канса вырттӑр; 3. ултӑ ҫулччен хӑвӑн хирне акса тӑр, ултӑ ҫулччен хӑвӑн пахчунта иҫӗм турачӗсене касса тӑр, вӗсем ӳстернӗ ҫимӗҫе пуҫтар, 4. ҫиччӗмӗш ҫул вара ҫӗршӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ, пултӑр: хӑвӑн хирне ан ак, иҫӗм турачӗсене ан кас; 5. хӑвӑн ану ҫинче хӑех ӳссе ларнине вырса ан ил, касман иҫӗм турачӗсем ҫинчи ҫырлана ан тат; ҫак ҫул ҫӗршӗн канӑҫлӑх ҫулӗ пултӑр; 6. ҫав ҫимӗҫсем сирӗншӗн пуриншӗн те ҫӗр шӑмачӗ иртичченех ҫимелли апат пулӗҫ: саншӑн та, санӑн арҫын чурушӑн та, хӗрарӑм чурушӑн та, тара тытнӑ тарҫушӑн та, сан патна пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та, 7. санӑн выльӑхушӑн та, санӑн ҫӗрӳ ҫинчи тискер кайӑксемшӗн те ҫӗр ӳстернӗ мӗнпур ҫимӗҫ ҫимелли апат пултӑр.
Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.