Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӗнер ҫумне икӗ хутаҫ ҫакса янӑ: пӗринче клеенка плащ тата хулӑн, пӑтапа ҫапнӑ атӑсем курӑннӑ, Верхлевӑра тӗртнӗ пиртен ҫӗлетнӗ темиҫе кӗпе — ашшӗ ҫине тӑнипе туяннӑ япаласене хунӑ; тепринче ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ лайӑх фрак, ҫӑмламас пальто, пӗр дюжина ҫӳхе кӗпе тата амӑшӗ вӗрентнине асӑнмалӑх, ятарласах Мускавра ҫӗлетнӗ ботинка пулнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шӑп; Илья Иванович килте ҫӗлетнӗ аттисемпе кӗмсӗртеттерсе уткалани илтӗнет, стена ҫумӗнчи хупӑлчаллӑ сехет маятникӗ майпен шаккать, Пелагея Игнатьевна е Настасья Ивановна хушӑран аллипе туртса е шӑлпа ҫыртса ҫип татни масар ҫинчи евӗр шӑплӑха сирет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Паян вӑл юриех шкула ҫӳреме ҫӗлетнӗ клеткӑллӑ юбкӑпа шура блузка тӑхӑннӑччӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫутӑ сӳнчӗ, экран ҫинче пӗр ҫӳлӗ ҫын курӑнса кайрӗ, пиртен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе хӑй, аттине те пиртен ҫӗлетнӗ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче ӑна чӗнпе туртса ҫыхнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫапах та вӗсем хушса ҫӗлетнӗ икӗ тетрадьри уйрӑм страницӑсемччӗ-ха.Но всё же это были отдельные странички в двух переплетённых тетрадках.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Килйышсем калаҫнӑ тӑрӑх, ку мундира ашшӗ университетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑнах ҫӗлетнӗ.Семейное предание гласило, что вицмундир этот был сшит папой тотчас при выходе из университет.
XXXV. Таса парӑм // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Лагере тинӗс енчен хӳтӗлекен сӑртра, эпир тӗрлӗ тумтир тупрӑмӑр, вӗсен хушшинчех пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫывӑрмалли михӗ, ҫӑмӗ пӗтӗмпех йӑшнӑччӗ унӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хам кӑштах салхуллӑрахчӗ пулин те офицерсен клубӗнче ларнӑ чух кӑмӑлӑм питӗ уҫӑччӗ манӑн, хай, пӑхатӑп, алӑкран кӗнӗ ҫын сӗтел хушшипе сыхланкаласа ҫеҫ утса пӗр вӑтам ҫулхи ҫӳлӗ моряк, кӗмӗл хӑю тыттарса ҫӗлетнӗ тумтирпе киле парать — ман шутпа вӑл Иван Иваныч доктор пулмалла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗтӗм пӗвӗпех ӳкерттернӗ вӑл, хӑйне питӗ килӗшекен пакша тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе, ӑна шӑпах вӑрҫӑ пуҫланас умӗн ҫӗлетнӗччӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чылай кӗтрӗмӗр эпир Нина Капитоновнӑна, акӑ хайхи вӑл ҫитрӗ те, хӳхӗмскер, савӑнӑҫлӑ, 1908-мӗш ҫулхи йӑлапа ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ кӗпепе, тем вӑрӑмӑш сӑмсаллӑ ботинкисем те тӳмелӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун ҫинче ваткӑпа ҫаптарса ҫӗлетнӗ йӗм, ӑшӑ куртка, пуҫӗнче — хӑлхаллӑ ҫӗлӗк.На нем были ватные штаны, стеганая куртка; на голове ушанка.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман ҫире ҫаптарса ҫӗлетнӗ брюки, пиншакӗ те ҫавах, пуҫра — мулахай.
22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ун ҫийӗнче халь ҫар тужурки, тужурка ҫийӗн — тиртен ҫӗлетнӗ жилет — телогрейка, ӑна вӑл тӳмелеме те ӗлкӗреймен.Застегивает на себе военную тужурку под меховым жилетом-телогрейкой.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман патӑмран икӗ утӑмра — ҫаптарса ҫӗлетнӗ тумтир тӑхӑннӑ пысӑк хӗрарӑм, вӑл шатӑрт-шатӑрт тутарса.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Панулми хуллен кусса кайрӗ, кӗҫех ҫӳлтен ҫаптарса ҫӗлетнӗ ҫанӑллӑ хулӑн алӑ усӑнчӗ, ман улмана ярса илчӗ, калушсем куҫкалама пуҫларӗҫ, ман хӑлхана хулӑн илтӗнекен хӗрарӑм сасси кӗчӗ: «Эккей, пӑхӑр-ха, пӗри панулми ӳкернӗ».
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Урисенче — шӑп хӑйне юрамалла ҫӗлетнӗ атӑ, аттисем ҫинче — шпор.А ноги у него, обуты в хорошие, ладно сидящие сапоги со шпорами.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950