Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимелли (тĕпĕ: ҫи) more information about the word form can be found here.
Лавккаран ҫимелли нимӗн те туянман.

Help to translate

Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№

Ҫимелли те унта ытла та ҫӑмӑллӑн пырса лекет, ҫавӑнпа унпа хырӑм тултарма та интерес ҫук.

И еда уж очень легко достается — этак и есть совсем не интересно.

35-мӗш сыпӑк. Хисепе тивӗҫлӗ Гек вӑрӑ-хурахсен шайккине кӗрет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫӗрӗпех хулара хыпар ҫитессине кӗтсе тӑчӗҫ, анчах юлашкинчен, аранах тул ҫутӑла пуҫласан, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫеҫ килчӗ: «Татах ҫуртасем тата ҫимелли ярӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ.

Всю томительную ночь город ждал известий, по когда забрезжило утро, то получено было всего несколько слов: «Пришлите еще свечей и провизии».

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапкаланчӑксем ҫимелли туртса кӑларчӗҫ те ирхи апат ҫиме пуҫларӗҫ.

Двое внизу достали какую-то провизию и принялись закусывать.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем сулӑ ҫинчен кимӗ парӑс илсе тухрӗҫ те ҫимелли япаласене хӳтӗлемешкӗн ӑна тӗмсем хушшине палатка евӗрлӗ карса лартрӗҫ, хӑйсем ҫанталӑк уяр чухне уҫӑ ҫӗртех ҫывӑрма пултараҫҫӗ, вӑрӑ-хурах таврашсен ҫавӑн пек ҫывӑрса пурӑнмалла та.

На маленьком плоту нашелся старый парус, и они растянули его между кустами вместо навеса, чтобы укрыть провизию, сами они были намерены спать под открытым небом, как и полагается пиратам.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кашниех хӑйпе пӗрле вӑлтасемле ҫекӗлсем, тата, вӑрлама пултарсан, ҫимелли япаласем те илмелле тесе кавар турӗҫ.

Каждый должен был принести рыболовные крючки, удочки и что-нибудь из съестного.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Пилӗк ҫул ӗлӗкрех эсӗр мана хӑвӑр аҫун кухнинчен хӑваласа кӑлартӑр, эпӗ унта мӗн те пулин ҫимелли ыптма кенӗччӗ.

— Пять лет назад вы выгнали меня из кухни вашего папаши, когда я просил чего-нибудь поесть.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ вара сирӗн пурте пур: ҫимелли те сӗтел тулли, тӑхӑнмалли те темиҫе шкап.

Сейчас у вас все есть: и еды полный стол, и одежды несколько шкафов.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Виҫӗ кун лартӑмӑр аэропортра, ҫимелли ҫук.

Три дня сидели в аэропорту, еды не было.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ҫимелли ҫукчӗ.

Еды не было.

Виктор Петухов: «Тухсанах — мишень» // Ирина Кузьмина. «Сувар», 2019.02.15

Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫӗньялта тӑйлӑк-тайлӑк ҫуртӗнче ватӑ амӑшӗпе кун кунланӑ, ҫимелли те пулман вӗсен.

Help to translate

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Укҫи те, ҫимелли те ҫук унӑн. Хӗрхенӗр ӗнтӗ ӑна», — ял ҫыннисем ҫапла ыйтнипе Санькӑна строительство комбинатне ӗҫлеме илсе кайнӑ.

Help to translate

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Шӑпах кӳрши Тамара ӑна валли ҫимелли илсе килнӗччӗ.

Help to translate

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Килте ҫимелли, пепке валли таса ҫи-пуҫ пулман.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫимелли нимӗн те пулман.

Нечего было есть.

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӑл та тӳрех ҫимелли, пылак шывпа беляш, илме чупнӑ.

Help to translate

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Туссем лавккана кайса ҫимелли туянчӗҫ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Нимӗн те ҫимелли ҫук.

Нечего есть.

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Пӗррехинче амӑшӗ хула ҫывӑхӗнчи яла япалапа ҫимелли улӑштарма кайнӑ.

Help to translate

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Юля качча кайсан пӗччен юлнӑ ача ҫимелли ҫуккипе «кушака мӗнпе тӑрантарас ман» тесе макӑрнӑ тет.

Help to translate

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed