Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) more information about the word form can be found here.
Унтан куҫӗсене саппун аркипе шӑлса типӗтрӗ те, пӗр-икӗ утӑм каялла чакса, ывӑлне ҫӗртен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен куҫпа виҫрӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне инке, ӗҫрен пушанса, ун патне пырса тӑчӗ, аллине умӗнчи саппунӗпе шӑлса типӗтрӗ те, халӗ ӗнтӗ пикенсе сӑмахлассине систерсе, татӑклӑн каласа хучӗ:

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп ҫыврас ҫук та, пуҫтарса парам ӗнтӗ, — терӗ вӑл саксене шӑлса.

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗлӗк пит кайра марччӗ-ҫке, — тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ Ятман.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӳрече патӗнче тӑракан Ятман, тарланӑ кантӑка шӑлса, Сехре Иванӗн пахчи урлӑ ҫырма леш еннелле, Тутаркас ялӗн сӑрталла тӳп-тӳрӗ хӑпаракан урамӗ ҫинелле тинкерет.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Аван-и, Ятман? — терӗ вараланнӑ аллине пусма татӑкӗпе шӑлса тӑракан Кӑтра Михала.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Леш хӑпарса ларсан, малтан саппун аркипе шӑлса илсе, ӑна алӑ тӑсрӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан картусне хывса ҫутӑ та сарлака ҫамкине алтутрипе шӑлса типӗтрӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала аллине шӑлса типӗтрӗ те хӗр пек ҫиҫсе тӑракан Маринене алӑ пачӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агай хӑй кунтан иртсе пыман пулсан, Левентей куҫӗ умӗнчех килне пыраттӑмччӗ, — вӑрӑм та кӑтра ҫӳҫне каялла шӑлса илчӗ Галимджан.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хула тесен ҫурчӗсем ытла мӗскӗн, пурне те тӑм шӑлса кӑна тунӑ.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ним тӑвайман енне Юсуф сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫапа-ҫапа урайне ывӑтма пуҫларӗ, юлашкинчен сӗтел ҫиттине урайне шӑлса тӑкрӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫтарсан та пӗтӗмпех шӑлса тухса каяҫҫӗ.

Help to translate

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, ывӑтмарӗ, хӑйӑрне шӑлса тасатса, кӗсйине чикрӗ, вара йывӑр утӑмсемпе лаши патнелле утрӗ.

Help to translate

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ыйт, мӗн ыйтасшӑн эсӗ, тимӗрҫӗ? — терӗ вӑл тарлӑ пит-куҫне алшӑллипе шӑлса.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай Эрнепи валли пукан илсе пычӗ те арӑмне пуҫран шӑлса пӗчӗк ачана лӑплантарнӑ пек лӑплантарма тытӑнчӗ.

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Тем пек тӑрӑшсан та тихана шывран кӑлараймарӑмӑр, ҫырмаран вӑл часах Ҫавала юхса кӗрсе кайрӗ. Хӑй те хӑтӑлас тесе тем пек тапаланчӗ, пӗчӗкскерӗн вӑйӗ ҫитеймерӗ ахӑртнех», — пӗлтерчӗ шывланнӑ куҫӗсене тутӑр вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ май.

Help to translate

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Анне юратать вӑл, Анне каҫарать вӑл Куҫне вӑрттӑн-вӑрттӑн шӑлса».

Мама она любит, Мама прощает Потихоньку вытирая слезы».

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Старик патак пек хытса кайнӑ аллисемпе ӑна шӑлса тӑма та ӗлкӗреймест.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, халӗ сире ҫӗнӗ юрӑ юрласа парам, — терӗ вӑл шывланнӑ куҫӗсене сӑхман ҫаннипе шӑлса.

Help to translate

19. Чалӑм ҫинчен хунӑ легенда // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed