Шырав
Шырав ĕçĕ:
161. Пуҫлӑхсем мана пӗр айӑпсӑр ҫӗртен хӗсӗрлеҫҫӗ, чӗрем вара Санӑн сӑмахӑнтан ҫеҫ хӑрать.161. Князья гонят меня безвинно, но сердце мое боится слова Твоего.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, ҫӳлте пурӑнаканскер, 6. ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; 7. кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать, тислӗк вырӑнне юлнӑ мӗскӗне асла кӑларать, 8. ӑна пуҫлӑхсемпе, Хӑй халӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле лартать; 9. ача туман арӑма кил-ҫуртра ачи-пӑчипе савӑнакан амӑшӗ туса усрать.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн Эсӗ выльӑх-чӗрлӗх валли курӑк ӳстеретӗн, ӗҫ ӗҫлемешкӗн этем валли калча ҫитӗнтеретӗн, 15. этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултаратӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ырӑлӑхпа чӑнлӑх тӗл пулчӗҫ, тӳрӗлӗхпе тӑнӑҫлӑх пӗр-пӗрне чуптурӗҫ; 12. ҫӗртен чӑнлӑх тухрӗ, тӳперен тӳрӗлӗх анчӗ; 13. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх парӗ, пирӗн ҫӗр те хӑй ҫимӗҫне ӳстерӗ; 14. Унӑн умӗнчен тӳрӗлӗх пырӗ, Унӑн утӑмӗсем валли ҫул хывӗ.
Пс 84 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Турӑ вӗсене ухӑпа персе ӳкерӗ: вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен суранланӗҫ; 9. хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсенех пӗтерӗҫ; вӗсене курсассӑн пурте вӗсенчен пӑрӑнса кайӗҫ.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха: 9. эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн, 10. «Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать; 11. манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑншӑн мӑйкӑча ҫакланнӑ та эсӗ, пӗр кӗтмен ҫӗртен сана сехмет ҫапса хуҫнӑ: 11. ҫак сӗмлӗхре эсӗ нимӗн те курмастӑн, сана шывсем хупласа хунӑ.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн виҫи ҫӗртен те вӑрӑмрах, тинӗсрен те анлӑрах.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Кунҫулӗн савӑнӑҫӗ акӑ еплерех унӑн! ҫӗртен вара урӑххисем шӑтса ӳсеҫҫӗ.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫак вӑхӑтра эсӗ нимӗн те каламасан, иудейсем валли ҫӑлӑнӑҫпа ирӗклӗх урӑх ҫӗртен ҫитӗ, эсӗ вара пӗтетӗн, аҫу килӗ те пӗтӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ, апат ҫисе ларнӑ ҫӗртен тӑрса, пӗр ӳркенмесӗр виле кайса пытартӑн, ырӑ ӗҫӳ манран пытарӑнса юлмарӗ, ун чухне те эпӗ санпа пӗрлеччӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Арӑмна аҫусенӗн йӑхӗнчен ил, арӑмна ют ҫӗртен, ют йӑхран ан ил, эпир — пророксен ывӑлӗсем.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна Турӑ юратнӑ, Турӑ ӑна пӗтӗм Израиль патшине лартнӑ, анчах ют ҫӗртен илнӗ арӑмӗсем ӑна та ҫылӑха кӗртнӗ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эсӗ пирӗн аттемӗрсем умӗнче тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ, ӗнтӗ вӗсем тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ, тарӑн шыва чул ывӑтнӑ евӗр, вӗсене хӑвалакансене Эсӗ тӗпсӗр авӑра пӑрахнӑ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫак ӗҫ кӗтмен ҫӗртен, хӑвӑрт пулса иртнӗ, Турӑ халӑх кӑмӑлне ҫапла ҫавӑрнӑшӑн Езекия тата пӗтӗм халӑх савӑннӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пӗтӗм Израиль ҫӗрӗнчи священниксемпе левитсем пур ҫӗртен те Ровоам патне пуҫтарӑннӑ, 14. левитсем ӗнтӗ, хӑйсен хула таврашӗнчи ҫӗрӗпе ҫурт-йӗрне пӑрахса, Иудейӑна, Иерусалима тухса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иеровоампа ун ывӑлӗсем вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗҫлесе тӑма паман, 15. хӑй патӗнче вӑл тӳпем вырӑнсенче чӳк туса тӑма апӑссем лартса тухнӑ, ҫав вырӑнсене вӑл качака такипе пӑру кӗлеткисем тутарса лартнӑ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Урхамахсене Соломон валли Египетран тата пур ҫӗртен те кӳрсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑн чухне Соломон, унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ҫичӗ кунлӑх уяв — питӗ пысӑк пуху — тунӑ, халӑх Емафа кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа Египет шывӗ таран пуҫтарӑннӑ; 9. саккӑрмӗш кунне уяв тунӑ, мӗншӗн тесессӗн парне вырӑнне кӗлтуса тасатасси ҫичӗ куна пынӑ, уяв та ҫичӗ куна пынӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.