Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп; 19. пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп, 20. ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Езекия: аякри ҫӗртен, Вавилонран, килнӗ вӗсем, тенӗ.Езекия сказал: из далекой земли приходили они ко мне, из Вавилона.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир ӗнтӗ Давид хулин хӳмине нумай ҫӗртен шӑтарса пӗтернине куратӑр, эсир анатри пӗвере шыв пухатӑр; 10. Иерусалимри ҫуртсене паллӑ тӑватӑр, хӳмене ҫирӗплетме ҫав ҫуртсене ҫӗмӗретӗр; 11. кивӗ пӗве шывне тытса юлма тесе, икӗ хӳме хушшине вырӑн хатӗрлетӗр.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ ҫӗртен пушхир тумашкӑн, ун ҫинчен ҫылӑхлӑ ҫыннисене пӗтермешкӗн хаяр та вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫиллипе Ҫӳлхуҫанӑн хӑрушӑ кунӗ килет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем ӗнтӗ — хӑрушӑ пусмӑра лекнӗскерсем, выҫӑхса ҫитнӗскерсем — пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗҫ; выҫӑпа касӑлнӑскерсем тарӑхӗҫ, хӑйсен патшипе хӑйсен Туррине хурлӗҫ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑншӑн Манӑн халӑхӑм кӗтмен ҫӗртен тыткӑна кайӗ, вара улпучӗсем выҫӑпа касӑхӗҫ, чухӑннисем шывшӑн антӑхӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӗртен пулни пӗтӗмпех ҫӗре кӗрет, ҫавӑн пекех ҫылӑхлӑ ҫынсен ылханлӑ ӗҫӗ вилӗм патне ҫитерет.13. Все, что из земли, возвратится в землю: так нечестивые - от проклятия в погибель.
Сир 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӗртен пулни пурте ҫӗрех кӗрет, шывран пулни шывах каять.11. Все, что от земли, обращается в землю, и что из воды, возвращается в море.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа имлӗх-сиплӗхе ҫӗртен тупмалла тунӑ, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын ҫавӑнпа усӑ курса пурӑнать.4. Господь создал из земли врачевства, и благоразумный человек не будет пренебрегать ими.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пур этем те тӑпраран пулнӑ, Адама та ҫӗртен тунӑ; 11. анчах туп-тулли ӑслӑлӑхӗпе Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗрпӗринчен уйрӑлса тӑмалла тунӑ, вӗсене тӗрлӗ ҫулпа кайма пӳрнӗ: 12. хӑшне пиллесе асла кӑларнӑ, хӑшне сӑваплӑх парса Хӑй патне ҫывӑхартнӑ, хӑшне тата ылханса кӗҫӗне хӑварнӑ та вырӑнӗнчен ӳкернӗ.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа этеме ҫӗртен пултарнӑ, ӑна каялла ҫӗре кӗртнӗ.1. Господь создал человека из земли, и опять возвращает его в нее.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ӗҫӗнчен ан тӗлӗн, Ҫӳлхуҫана ӗнен, хӑвӑн ӗҫне ту: 21. Ҫӳлхуҫашӑн чухӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен, пӗр самантрах пуйтарса ярасси нимӗн те мар.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсен усаллӑхӗшӗн вӗсем тивӗҫлипе асап тӳснӗ: 13. вӗсем ют ҫӗртен килнисене уйрӑмах хытӑ курайман: хӑшӗсем палламан ҫулҫӳренсене йышӑнман, кусем вара ютран килсе ырӑ туса пурӑнакансене чуралантарнӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн чухне сасартӑк вӗсен тӗлӗкри ӗмӗчӗсене шуйхатса пӑрахнӑ, вӗсем кӗтмен ҫӗртен хӑрушла сехӗрленсе ӳкнӗ; 18. пӗри — унта, тепӗри кунта вилсе выртакансем, ҫурма вилесем, хӑйсем мӗншӗн вилнине пӗлтерсе хӑварнӑ: 19. хӑйсем мӗншӗн инкек тӳснине пӗлмесӗр ан вилччӗр тесе хӑйсене шуйхатса пӑрахнӑ тӗлӗкӗсем вӗсене ҫакна малтанах кӑтартнӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав каҫхине — чӑннипе те тӳсмелле мар, чӑтмалла мар тамӑк тӗпӗнчен тухнӑ каҫхине — вӗсем яланхи пекех ҫывӑрма выртнӑ, 14. анчах вӗсене е тискер ӗмӗлкесем шуйхатса ӳкернӗ, е вӗсем чунӗ хавшанипе халсӑрланнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен хӑратса пӑрахнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗн тӗлӗшрен айӑпланӑ, 6. йывӑрлӑхра вӗсене шӑпах ҫав тӗлӗшрен ырӑлӑх кӳнӗ: 7. тӑшманӗсен шӑршӑллӑ юнпа пӑтраннӑ ялан юхакан юханшывӗ вырӑнне, 8. тӑшманӗсем ҫуралакан ачасене вӗлерме хушнине питлесе, Эсӗ вӗсене кӗтмен ҫӗртен тулӑх шыв панӑ, 9. ҫавӑн чухне хӑйсене те шывсӑр антӑхтарса, Эсӗ вӗсен тӑшманӗсене мӗнле хаса панине кӑтартнӑ.
Ӑсл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне тӳрӗ ҫын хӑйне кӳрентернӗ, хӑйӗн таса ӗҫӗсене йышӑнман ҫынсем умне питӗ хӑюллӑн тӑрӗ; 2. лешӗсем, ҫакна курса, пӑлханса-сехӗрленсе ӳкӗҫ, вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннинчен тӗлӗнӗҫ, 3. ӳкӗнсе, сывлӑшӗ пӳлӗннипе ассӑн сывласа хӑйсене хӑйсем ҫапла калӗҫ: «ку — эпир тахҫан тӑрӑхласа кулнӑ, мӑшкӑлланӑ ҫын-ҫке» тейӗҫ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫапа патшаран хӑра; пӑлхавҫӑсемпе ан хутшӑн: 22. вӗсем пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтерсе пӑрахӗҫ — вӗсенчен килес инкеке кам малтанах пӗлес пур?
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑншӑн вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен тӗп пулӗ, сасартӑках аптӑраса ӳкӗ те — сывалаймӗ.15. Зато внезапно придет погибель его, вдруг будет разбит - без исцеления.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫинче те мухтӑр: мӑн пулӑсем, пур тӗпсӗр шывсем, 8. вут-ҫулӑм та пӑр, юр та тӗтӗре, Унӑн сӑмахне пурӑнӑҫа килтерекен ҫил-тӑвӑл, 9. тусемпе сӑртсем, ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсемпе кедр йывӑҫӗсем, 10. тискер кайӑксемпе пур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калтапа ҫунатлӑ вӗҫен кайӑксем, 11. ҫӗр ҫинчи патшасемпе мӗнпур халӑхсем, пуҫлӑхсемпе ҫӗр ҫинчи мӗнпур тӳресем, 12. каччӑсемпе хӗрсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем — 13. пурте Ҫӳлхуҫа ятне мухтаччӑр: пӗр Унӑн ячӗ ҫеҫ асла тухнӑ, Унӑн мухтавлӑхӗ ҫӗртен те, тӳперен те ҫӳлерех.
Пс 148 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.