Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Яков Лукич ура ҫине тӑчӗ, аллине тӗкӗр хыҫне чиксе хыпашларӗ, касса тикӗслетнӗ мӑйӑхӗ айӗн йӑл кулса, унтан хут тӗрки туртса кӑларчӗ.— Яков Лукич встал, полез рукой за зеркало и вытянул, улыбаясь в подстриженные усы, связку бумаг.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кашкӑрӑнни евӗр чӑнкӑ та кукшаланма пуҫланӑ ҫамки айӗн вӑл хӑвӑрттӑн пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, путса кӗнӗ куҫ лупашкисенчен йӑлтӑртатса пӑхакан сенкер пӗчӗк куҫӗсене йӑл кулнӑн хӗссе илчӗ те тенкел ҫинче ларакан хӗрарӑмсене — кил хуҫи арӑмӗпе кинне — пуҫ тайрӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Кам пулчӗ-ха унта? — кӑвакарма пуҫланӑ мӑйӑх айӗн кулса ыйтрӗ вӑл.— Кого нелегкая принесла? — улыбаясь в седеющие усы, спросил он.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ак сценка сире: Коваленко, яштак, ҫирӗп, мӑнттай этем, тӗрленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, урампа утса пырать, картуз айӗн тухса анакан ҫӳҫ муклашки ҫамки ҫине ӳкнӗ; хӑрах аллинче пӗр тӗрке кӗнеке, тепринче туратлӑ хулӑн туя.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӗсене хӑйсене те кӑмӑла каять ҫак ҫиҫсе тӑракан ҫутӑ, анчах хӑйсен туйӑмне палӑртма вӗсем пӗчӗк ачасем мар ӗнтӗ — пысӑк ҫынсем, ҫавӑнпа та вӗсем ҫӳхе тутисене пурте пӗр евӗрлӗ чӑп тытнӑ та, куҫӗсене хӗссе, нимӗнпе тӗлӗнтерме ҫук ҫынсем пек, куҫ айӗн пӑхаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑхса каларӗ:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Ҫулланнӑ ҫынсем те, ҫамрӑккисем хыҫҫӑн куҫ айӗн пӑхса, таҫта икшерӗн, виҫшерӗн васкамасӑр, салхуллӑн утнӑ.Пожилые люди угрюмо, не спеша, тоже шли куда-то по двое и по трое, исподлобья глядя вслед молодым.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Лар ҫинче мана хирӗҫ ларса, аллисемпе хӑйӗн чӗркуҫҫине ыталаса тытса, вӑл, урисене сухалӗ витмеллех янахӗ ҫине таяннӑ та, пӗрӗнтернӗ куҫхарши айӗн тӗлӗнмелле ҫунса тӑракан куҫӗпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Калаҫма чарӑнса, пӗрне-пӗри куҫ айӗн пӑхатпӑр хамӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унӑн ҫӑмланса ларнӑ шатра пичӗ тата аялалла усӑнса выртакан ҫӑра куҫхаршисем айӗн аран-аран палӑракан куҫӗсем ӑна салхуллӑ та сивлек сӑн параҫҫӗ.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ.Но он сдерживался, пыхтел, как паровик, и молчал, исподлобья кидая взгляды на Челкаша.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Челкаш ун ҫине хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисем айӗн лӑпкӑн пӑхнӑ та унӑн аллине вӗҫертмесӗрех малалла калать:
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӗрача, Федя ҫине куҫ айӗн пӑхса, Захар мучи ӑна пӗррехинче чӗнсе кӗртсе, хӑйӗн пысӑк савӑнӑҫӗ ҫинчен, Федя Черкашин, лӑп та шӑп ӗлӗкрех асӑннӑ арҫын ача, мучин партизан отрядӗнчи чи ҫывӑх тусӗ тупӑнни ҫинчен каласа панине асне илчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл шурӑ платье тӑхӑнчӗ, Обломов парнеленӗ алҫыххине чӗнтӗр айӗн пытарса ҫыхрӗ, ҫӳҫне Обломов юратнӑ пек турарӗ; малтанхи кунах фортепиано ӗнерсе хатӗрлеме хушрӗ, ирхине вара юрласа пӑхрӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хутран-ситрен кам та пулин сасартӑк ыйхӑ тӗлӗшпе пуҫне ҫӗклет те, ним чухламасӑр, тӗлӗнсе, енчен енне пӑхса илет, унтан тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртать е, куҫне уҫмасӑрах, ыйхӑ тӗлӗшпе лачлаттарса сурать, вара, тутипе чаплаттарса е сӑмса айӗн тем мӑкӑртатса, каллех ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар чӗнмерӗ; вӑл ҫакӑн пек шухӑшларӗ пулмалла: «Ну, мӗн сана? Урӑх Захара чӗнетӗн-и-мӗн? Эпӗ кунта тӑратӑп-ҫке!», кайран вӑл улпут урлӑ, сулахайран сылтӑмалла пӑхма тытӑнчӗ, унта та ӑна шалатка пирпе карнӑ пек, тусанлӑ тӗкӗр ҫакӑн ҫинченех аса илтерчӗ: ун витӗр хӑйӗн ҫине сиввӗн, куҫ айӗн, тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑйӗн хуйхӑллӑ, илемсӗр сӑнӗ пӑхать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Карчӑк тем калать, ҫав-ҫавах сӑмси айӗн мӑкӑртатма чарӑнмасть, анчах мӑнукӗ хам хута кӗнине пула, — ҫакна эпӗ курасса курман, ҫапах та ку тӗлӗшпе иккӗленесси ҫук, — ыр сунманнине пит уҫҫӑн палӑртсах каймасть; ҫаплах тата хампа пӗрле хӑшпӗр чухне илсе килекен парнесем те — е ӑшӑ тутӑр, е варени тултарнӑ банка, е чиерен тунӑ пӗрер кӗленче наливка — сахал мар усӑ кӳчӗҫ мана.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак ӑнланма ҫукла ҫивӗччӗн пӑхни айӗн этем вӑй-халӗ танлашайми сивӗ сехӗрленӳ ҫавӑрса илнӗччӗ мана.Под этим пристальным, странным взглядом меня охватил холодный ужас сверхъестественного.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Бубнов карапсен ҫирӗплӗхне лайӑхлатас ыйтупа ҫырса хатӗрленӗ ӗҫӗсемпе, ҫавӑн пекех ҫар условисенче пысӑк пахалӑхпа уйрӑлса тӑракан шыв айӗн ҫӳрекен кимӗсен проекчӗсемпе ырӑ ят илнӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫав вӑхӑтрах карчӑк, хӑй ӗҫне ал сӗмӗпе малалла тунӑ май, сӑмса айӗн тем мӑкӑртатрӗ-ха, анчах хуллентерех те хуллентерех, ӑнланмаллах та мар.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.