Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырласа (тĕпĕ: ырла) more information about the word form can be found here.
19. Эпӗ каларӑм: «эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ, 20. Сан ҫинчен кӳнтелекен Стефан юнне тӑкнӑ чухне те эпӗ унта тӑтӑм, ӑна вӗлернине ырласа, вӗлерекенсен тумтирне сыхласа тӑтӑм» терӗм.

19. Я сказал: Господи! им известно, что я верующих в Тебя заключал в темницы и бил в синагогах, 20. и когда проливалась кровь Стефана, свидетеля Твоего, я там стоял, одобрял убиение его и стерег одежды побивавших его.

Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Тӳрӗ ҫыннӑн ятне ырласа асӑнӗҫ, усал ҫынсенӗн ячӗ те йӗрӗнтерӗ.

7. Память праведника пребудет благословенна, а имя нечестивых омерзеет.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакна ют арҫын ырласа укҫине хӑй тӳлеме пулнӑ.

Одобряя это, один мужчина даже взялся оплатить покупку.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пӗрремӗш пайра - професси ӗҫченӗсене мухтаса та ырласа хатӗрленӗ сӑвӑ-юрӑ, иккӗмӗшӗнче - кинофильмсенчи юрӑ-ташӑ.

Help to translate

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Раҫҫей Минстрой ертӳҫи экономика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ансат мар пулин те регион строительство калӑпӑшне сыхласа хӑварнине ырласа палӑртнӑ.

Help to translate

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ.

Help to translate

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Чӑваш Ен Крым тата Севастополь, унта пирӗн икӗ пин ҫурӑ ытла ентеш пурӑнать, Раҫҫейӗн туслӑ ҫемйине хутшӑнма кӑмӑл тунине хӗрӳллӗн ырласа йышӑнчӗ.

Чувашия горячо поддержала желание Крыма и Севастополя, где проживают более 2,5 тыс. наших земляков, влиться в дружную семью народов России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Михаил Игнатьев ҫамрӑксен пуҫарулӑхне ырласа йышӑнчӗ.

Михаил Игнатьев одобрил эту инициативу молодежи.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed