Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ахав ӗнтӗ урапи ҫине хӑпарса ларнӑ, [йӗрсе янӑ] та Изреель хулине тухса кайнӑ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансенӗн пуҫлӑхне, израильсемпе калаҫма янӑ; анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара; Ровоам патша хӑй Иерусалима тармашкӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон урапаллӑ ҫарпа утлӑ ҫар пухса ҫитернӗ; унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи#, вуникӗ пин юланут лаша пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ саккунӗн арчине ҫӗнӗ ҫар урапи ҫине лартнӑ та ӑна тӳпемре ларакан Аминадав ҫуртӗнчен турттарса тухнӑ.3. И поставили ковчег Божий на новую колесницу и вывезли его из дома Аминадава, что на холме.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Филистимсем те Израиле хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пуҫтарӑннӑ: вӑтӑр пин ҫар урапи, ултӑ пинлӗ утлӑ ҫар тата тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ халӑх; пынӑ та Михмасра Беф-Авенӑн хӗвелтухӑҫ енне тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫар урапи Вефсамис ҫыннин Иисусӑн хирне ҫитнӗ те тӑпах чарӑннӑ; кунта пысӑк чул пулнӑ, ҫар урапине вутӑ валли вакласа тӑкнӑ, ӗнисене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӗсем ҫапла тунӑ: пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илнӗ те вӗсене ҫар урапи кӳлсе янӑ, вӗсен пӑрушӗсене килӗсенче хӑварнӑ; 11. Ҫӳлхуҫа арчине тата ылтӑн шӑшисемпе мӑкӑль ӗренкисем тултарнӑ ещӗке ҫар урапи ҫине лартнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа, Варак хӗҫӗпе сехӗрлентерсе, Сисарӑна, унӑн пӗтӗм вӑрҫӑ урапине, унӑн пӗтӗм ҫарне чӑлхантарса ӳкернӗ; Сисара, ҫар урапи ҫинчен анса, ҫуран тарма пуҫланӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Египет ҫыннисем, фараонӑн ҫар урапи кӳлнӗ учӗсем, юланутҫисем, унӑн пӗтӗм ҫарӗ вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, халӑх ун чухне тинӗс хӗррине, Пи-Гахироф ҫывӑхне, Ваал-Цефон умне вырӑнаҫса ларнӑ пулнӑ, вӗсене ҫавӑнта хӑваласа ҫитнӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса илнӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43. ӑна хӑйӗн иккӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑрса пыма хушнӑ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Курав тӑрӑх кӳме урапи куҫнӑ май, ларса пыракан ача умне вӑл юратнӑ, кӑмӑллакан кӗнекесем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса выртаҫҫӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫав вӑхӑтра ял хӗрӗсем ҫурлапа тырӑ выраҫҫӗ, кӳме урапи ҫинче кӑкӑр ачи выртать, трактор ҫинче Петрушка ларса пырать...
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10