Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урана (тĕпĕ: уран) more information about the word form can be found here.
8. Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха: 9. эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн, 10. «Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать; 11. манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.

8. Ты говорил в уши мои, и я слышал звук слов: 9. чист я, без порока, невинен я, и нет во мне неправды; 10. а Он нашел обвинение против меня и считает меня Своим противником; 11. поставил ноги мои в колоду, наблюдает за всеми путями моими.

Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эсӗ ман ҫинчен усал ҫыратӑн, ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсемшӗн айӑплатӑн, 27. манӑн урана каска тӑлӑпа тӑллатӑн та пӗтӗм сукмакӑма сыхласа тӑратӑн — мана ура йӗрӗ тӑрӑх хӑваласа ҫӳретӗн.

26. Ибо Ты пишешь на меня горькое и вменяешь мне грехи юности моей, 27. и ставишь в колоду ноги мои и подстерегаешь все стези мои, - гонишься по следам ног моих.

Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сулахай урана малалла ҫӗклемелле, алӑсене айккинелле сармалла, ҫапла 5 ҫеккунт тытӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн ал-урана каялла ямалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сулахай урана малалла-каялла сулламалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сулахай урана чӗркуҫҫире хуҫлатмалла, алӑсемпе кӑкӑр патнелле туртмалла — сывласа илмелле, урана «ӳкермелле», алӑсене аялалла усмалла — сывласа кӑлармалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Чӗркуҫҫире хуҫлатнӑ сылтӑм урана айккинелле ямалла, каялла лартмалла.

Help to translate

Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах хӗл кунӗсенче урана йӗлтӗр сырма васкаҫҫӗ.

Help to translate

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Пӗррехинче пӳрнене хуҫнӑччӗ, чӗркуҫҫие, урана сиенлетнӗ самантсем те пулнӑ», – иртнине куҫ умне кӑларать шкул ачи.

Help to translate

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Сулахай урана ҫӗклетӗп те - ҫӑп-ҫӑмӑл.

Поднимаю левую ногу - легко.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Сылтӑм урана пӑхатӑп.

Смотрю правую ногу.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Сылтӑм урана пӑхатӑп.

Смотрю на правую ногу.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed